Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуйра пĕрле савăнар

22 июня 2006 г.

 

Çурхи ака-суха ĕçне вĕçленнĕ хыççăн районта Акатуй ирттересси  йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вырăнсенче халĕ ку уявсем малалла пыраççĕ. Çитес  шăмат кун вара пурте район Акатуйне Лантăш вăрманĕн уçланкине пуçтарăнăпăр.  Уяв 10 сехет те 50 минутра пĕрлештернĕ хор пултурăлăхĕпе, «Çĕрĕм-шывăм, чечеклен» музыкăпа хореографи композицийĕпе уçăлать.  Унтан уява пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Ю. Иванов, унăн пĕрремĕш çумĕ А. Иванов çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн производствăра малта пыракансене министерствăн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чыслĕç. Уява пуçтарăннисене РФ Президент администрацийĕн, министерствăсен представителĕсем, ытти хăнасем саламлĕç.

Палăртмалла, кăçал Акатуя «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкне» халаллаççĕ. Çавăнпа район аталанăвĕ, пуласлăхĕ, çемье пурнăçĕпе, ĕçпе тачă çыхăннине уйрăмах палăртаççĕ уявра. РФ Президенчĕ  В.В. Путин Федераци Пухăвне янă çырура та çемье  пĕлтерĕшне ÿстермелли майсене нумай палăртрĕ. Нумай ачаллă çемьесене, ĕç династийĕсене уявра чыслани шăпах вырăнлă пулĕ. Çакă çитĕнекен ăрăва çемьепе ĕç пĕлтерĕшне ăша хывса ÿсмеллине ас илтерĕ.

Уявра никам та тунсăхламĕ. Çÿлти сцена çинче «Ака-суха вĕçленсен, тăван, пĕрле савăнар!» ятпа художествăлла пултарулăх коллективĕсен ушкăнĕн концерчĕ пулать. Çав хушăрах уçланкăра «Вăййа тухăр пирĕнпе» кану прграмми пуçланать.

Эстрада юррисене кăмăллакансем вара уçланкăн аял енĕнчи сцена умне пуçтарăнĕç. Унта «Алран алла тытăнар, савăк юрă янратар!» ятпа çамрăксем валли эстрада коллективĕсен концерчĕ пуçланĕ.

Спорта юратакансем те хăйсене кирлине тупĕç уявра. Спортăн 10 тĕсĕпе ăмăрту иртет кунта: воллейболла вылĕç, боксла кĕрешĕç, кире пуканне йăтĕç, армспорт, саньда т. ыт. те.

 Акатуйра эсир вырăна тухмасăрах хăш ял тăрăхĕ мĕнле пурăннипе те паллашăр. Кашни ял тăрăхĕ хăйсем çинчен калакан фотостендсем тăратаççĕ уява, хăйсен тăрăхĕнчи ал ăстисен ĕçĕсене кăтартĕç.  Пултаруллă çынсемпе кунтах тĕл пулса калаçма, эсир, хăвăра кăсăклантаракан ыйту çине те хурав илме пултаратăр.

Акатуйра яланхи пекех Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсемпе обществăлла апатлану точкисем ĕçлĕç, уйрăм предпринимательсем те тĕрлĕ таварсем сĕнĕç, ача-пăча вара яланхи пекех карусельпе ярăнса чунне уçĕ.

Уяв 15 сехетре спорт мероприятийĕсенче хастар пулнисене, художествăлла пултарулăх коллективĕсенчен чи маттуррисене чысланипе вĕçленĕ.

Халĕ районта Акатуя хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ. Виçĕм кун район пуçлăхĕ çакăншăн яваплисемпе Лантăш уçланкинче канашлу ирттерчĕ. Унта уявччен туса çитермелли ĕçсене палăртрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика