22 июня 2006 г.
Тĕнче тенĕрен, пăтранать пулĕ паян вăл; Самани-ши айăплă паян. Çук пуль. Тĕнче мар, хамăрах пăтранатпăр. Кам мĕнле пĕлет, çавăн пек укçа тума тăрăшать.
Ĕçес текен çыншăн паян спирт пур шĕвеке тупса илме йывăр мар. Ялта эрех сутакансене сан ачу выçă ларни интереслентермест.
Халĕ хăвăр тăрăхри магазинсене кĕрсе тухăр. «Ыр кăмăллă» сутуçăсем хушамат çырса хурсах укçасăрах «шуррине» тыттарса ямаççĕ-и; Çакă миçе çемьери ахăрсамана сăлтавĕ пулса тăрать; Çакнашкал сутуçăсен чун-чĕрине хĕрарăм куççулĕ (хăйсем хĕрарăм мар-ши;) ыраттарать-и; Çук пуль çав.
Шаптак-Муркашри уйрăм çыннăн магазинĕнче çеç-ши çакнашкал «йĕрке» тата;
Халĕ калаçу пуçламăшĕнче асăннă пĕчĕк кĕленчесем - антисептин кĕленчисем çине куçар. Кĕсьери юлашки 10 тенкĕ пулсан, паян аптекăран ăна туянма пулать. Ĕçекен çынсем çеç туянаççĕ-ши паян çав дезинфекци препаратне;
- Пĕр хĕрарăм паян 20 кĕленче туянчĕ,- калаçса утаççĕ хĕрарăмсем. Халĕ шухăшласа пăхăр; Кам шантарса калать паян арçынсене (эрехпе «тав тума» хăнăхнă-çке эпир;) мĕнпе те пулин пулăшнă хыççăн кÿршĕре çак ĕçме юраман препарата шывпа хутăштарса ярса памаççĕ тесе. Никам та.
- Сутма юрать пулсан, мĕншĕн ăна витринăра курма çук,- ку тепĕр хĕрарăм шухăшĕ. Ку ыйту çине халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртри аптекăра хулпуççисене çеç сиктерчĕç, Муркаш райповĕн аптекинче хурав çапла пулчĕ:
- Вăл медицина препарачĕ мар. Мĕншĕн витринăра лартса рекламăлас ăна;
Палăртмалла, çак дезинфекци препаратне аптекăсенче сутса унта ĕçлекенсем йĕркене пăсмаççĕ. Ку вăл документсем тăрăх. Анчах çак шĕвеке вуншар е ытларах та урăх тĕллевпе илни шухăша ямасть-ши;
Халĕ мораль енчен пăхар-ха çакăн çине. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Иртнĕ çул районта эрехпе наркăмăшланнине пула 40 çын вилнĕ. Кăçал спирт пур тĕрлĕ шĕвек ĕçекенсем патне васкакан вилĕм утăмне хăвăртлатрĕ: 5 уйăхра 20 çынна «леш тĕнчене» пуçтарса кайрĕ. Миçе ача тăлăха юлчĕ вĕсенче; Хĕрарăмсем те çук мар вĕт вĕсен хушшинче; Кам тăратĕ вĕсен ачисене пурнăç çулĕ çине;
Мĕншĕн «антисептин» илсе ĕçетĕр тесен, ĕçекенсем çапла хуравлаççĕ:
- Аптекăра сутаççĕ. Ĕçме юрамасан, мĕншĕн сутаççĕ;
«Аптекăри» шур халатлă сутуçă медсестрасен пур тавара сутмалла-мĕн. Ăна кÿрсе килекенсем вара айăпне асăннă тавара туса кăларакансенче кураççĕ пулас.
- Туса кăларма чармалла апла пулсан «анисептина»,- ку Муркаш райповĕн аптекинче илнĕ хурав.
Асăннă препарата заводра дезинфекци тĕллевĕпе кăларнă-çке. Ăна мĕн тĕллевпе усă курмалли этикеткăра та курăнать.
Автортан. Шухăшран пăрăнмасăр
Халĕ шухăшласа пăхар-ха.
Тĕрлĕрен спирт пур шĕвеке паян çĕршыври гидролиз завочĕсенче нумай кăлараççĕ. Предприятисенче вĕсемпе, тĕслĕхрен, станоксене тасатнă чух усă кураççĕ. Ĕçме юрамасть вĕсене.
Çакăн йышши шĕвексене сутассине лицензилемеççĕ те, ку тĕлĕшпе нимĕнле чикĕ те çук. Çавăнпах ĕнтĕ кирек епле фирма та хăть те мĕн чухлĕ тиесе кайма пултарать.
Кунта Муркаш райповĕн аптекине ертсе пыракан сăмахĕсенче те тĕрĕс шухăш пур. Çакăн пек спирт пур шĕвексене кăларассинче, чăннипех те, йĕрке туни ытлашши пулмĕ. Мĕншĕн тесен ăна паян этикеткăра кăтартнă тĕллевпе усă курма кирлĕ шутран темиçе хут нумайрах кăлараççĕ. Анчах мĕнле чикĕлемелле çакăн пек шĕвеке кăларассине, енчен те заводăн çав ĕçме юраман спирта туса кăларма лицензи пулсан; Вăл налуксене те йĕркеллĕ тÿлесе тăрать пулсан; Унпа тивĕçтерекен фирма та официаллă майпа регистрациленнĕ пулсан; Вĕсем хăйсен ĕçне паташлăх ирĕкĕпе йĕркелеççĕ, анчах та вĕсем тунă ĕç халăха сиен кÿрет. Çапла вара ĕçме юраман спирт пур шĕвеке тивĕçлĕ федераллă саккун кăларсан çеç кăларма чарма пулать.
Налуксемпе тĕрлĕ пухусен Министрествин Управленийĕ спирта тата алкоголь продукцине саккуна пăсса сутассине хирĕç кĕрешекен уйрăмпа пĕрле спирта саккуна пăсса сутакансене «хытаракан» тата спирт пур ĕçме юраман шĕвеке кăларассине чикĕлекен федераллă саккун проектне хатĕрленĕ. Анчах та çак саккун проект пур саккунлă инстанцисем витĕр тухиччен çакнашкал ĕçме юраман шĕвеке сутасси миçе хут ÿсĕ. Тивĕçлĕ органсем çĕшывĕпе 2000 çулта çав шĕвекпе сутă тăвакансенчен 94465 литр, 2001 çулта 155130 литр туртса илнĕ. Çакнашкал шĕвеке мĕн чухлĕ сутнине тата çынсем мĕн чухлĕ ĕçнине кам шутласа кăларĕ; Тата миçе пин çын ăна ĕçсе наркăмăшланнă, вилнĕ тата инвалид пулса тăнă; Миçен; Пирĕн районта кăна кăçал çеç çавăн чухлĕ (тĕслĕх маларах илсе кăтартнăччĕ) çын вилнĕ пулсан: кунта июньте эрехе пула пушарта вилнисене кĕртмен-ха.
- «Антисептина» ĕçме юраманни çинчен ăна çав тĕллевпе туянакансем пĕлччĕр тесе çак икĕ аптекăна пысăк плакатсем çакрăмăр. Ăна вуланă хыççăн, тен, хăшĕ те пулин туянмасăр çаврăнса утĕ, терĕмĕр,- тет районти тĕп больницăри Л.М. Иванова нарколог.
Анчах та çав плакатсем вĕсем тухса кайнă хыççăнах «тухса тарнă» аптекăсенчен.
- Çак препарата илсе килмесен те пултаратăр вĕт-ха эсир;- тетĕп.
- ...
- Пĕр çынна пĕрререн ытла мар памалла тума пултаратăр вĕт; - тетĕп.
- Ун пек тума пулать,- терĕç халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртри аптекăра.
- Ун пек тунин усси çук. Ĕçекенсем укçине пуçтараççĕ те, пĕрерĕн кĕрсе илеççĕ,- хуравларĕç Муркаш райповĕн аптекинче.
Кам татĕ çак çирĕп вăчăрана; Ĕçекенсем-и; Вĕсем ăçта ĕçмелли шĕвек пур, унта утаççĕ. Асăннă препарата кăларма пăрахасса кĕтмелле-и; Çак хушăра тата миçе çыннăн кун-çулĕ татăлĕ; Çак ырă утăма аптекăра ĕçлекенсемех чи малтан тăвасса шанас килет. Сывлăх хуралçисене те шанмасан, паян кама шанас;
Медицина этикинчи тĕп документа Гиппократ тупине аса илер-ха:
- Хамăн вăйпа та, пĕлÿпе те чирлисемшĕн усă пултăр тесе тăрăшăп, сиен кÿресрен, тĕрĕсмарлăхран асăрханăп. Кирек хăш çурта кĕрсен те, эпĕ унта чирлине пулăшас тĕллевпе кĕрĕп,- тенĕ унта.
Гиппократ тупин паянхи вариантĕнче те çак шухăш тĕп вырăнта: «Çыннăн пурнăçне чунтан хисеплемеллине тĕпе хурса ĕçлĕп, чун тĕвĕленнĕ кунран пуçласах. Хама хăратсан та, хамăн пĕлÿпе эпĕ этемлĕх саккунĕсене хирĕç усă курмăп. Пурин умĕнче хам ирĕкпе тата таса чун-чĕререн çакăн пирки тупа тăватăп».
Кашни врачшăн, медицина ĕçченĕшĕн малти вырăнта пулĕ Гиппократ тупине туни.
Паян вара аптекăра туяннă «антисептин» ăна туянакансен килне куççулĕ, инкек илсе кĕрет. Çын куççулĕ çинче вара пурнăç тума каламан ватăсем. Çакна пĕлсе, курса тăрса, ку тĕлĕшпе аптекăсенче тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет. Ыр кăмăллăхпа чунлăха рынок хутшăнăвĕнчи «тупăш» ăнлавран çÿлерех курасса... Тĕслĕх илме инçех каймалла мар вĕт. 13-номерлĕ аптекăра çÿлерех асăннă препарата сутнине пĕрре те курман.
Телейлĕ ачасен йышне пĕр ача хушăнсан та, пĕр çемьере харкашу чарăнсан та, тем пекех пулĕччĕ çакăн хыççăн. Ун чух, тен, калаçу пуçламăшĕнчи арçын ача та ÿсĕр амăшне курса куççульпе çăвăнмĕччĕ. Çав 10 тенкĕпех амăшĕ 2 мороженăй илсе пани те уншăн малтанлăха та тем пысăкăш телей пулнă пулĕччĕ.
Иккĕленместĕп, пĕрре кăна пулмĕ çакăн пек тĕслĕх. Сывă ачан телейлĕ куллинчен хакли кашни тухтăршăнах хаклă. Аптекăсене ертсе пыракансен чун-чĕринче çынна юратаслăхпа ăшпиллĕх иксĕлми пулни пирки те иккĕленес килмест. Çаплах пултăрччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"