Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци технологийĕсен халăхшăн ĕçлемелле

22 июня 2006 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Энвер Аблякимов кĕçнерни кун административлă реформăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Унта «Чăваш  Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрлекен пĕрлехи докладăн методика рекомендацийĕсем тата бюджета планлакан субъектсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕп çул-йĕрĕсемпе кăтартăвĕсем пирки доклад хатĕрлесси çинчен» Патшалăхпа муниципалитет влаçĕсен ĕç тăвакан органĕсене пырса тивекен çăмăллăхсемпе функцисене республикăн пĕрлехи реестрне хатĕрлемелли йĕрке çинчен» ăнлантарусемпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ Любовь Петрова калаçнă.

Чăваш Республикин çыхăнупа информатизаци Патшалăх комитечĕн председателĕ Александр Сидоренко «Патшалăх влаçĕн Федераци тата республика органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатмалли процедурăсем, информаци тытăмĕсем тата управлени хатĕрĕсем çинчен» темăпа доклад тунă. Вăл электронлă административлă регламентсем тăвас енĕпе пыракан ĕçсем çинчен пĕлтернĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕсем çапларах:

- влаç органĕн ĕç-хĕлне информаци тĕлĕшĕнчен уççăн кăтартса парасси*

- патшалăх шайлашăвĕн тухăçлăхĕпе бюджет управленийĕн пахалăхне ÿстересси*

- патшалăх паракан çăмăллăхсен пахалăхне ÿстересси*

- патшалăх служащийĕсен квалификацине ÿстересси*

- обществăшăн патшалăхăн управлени тытăмне тытса тăраслăх хакне чакарасси*

- влаçăн тĕрлĕ органĕн ĕçĕн тухăçлăхне ÿстересси тата çак тĕллевпе информаци тытăмĕсен хушшинчи пулăма çирĕплетесси.

Энвер Аблякимов çакна палăртнă: патшалăх органĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем паракан тĕрлĕ çăмăллăхпа функцисен тулли переченьне кĕске вăхăтрах туса хатĕрлемлле. Вăл пур организацисемпе граждансемшĕн паллă пулмалла. Унтан та ытларах - Чăваш Ен информаципе коммуникаци уçлăхĕнче малта пыракан регион пулнă май, çак перечене çĕнĕрен те çĕнĕ информаци технологийĕсен майĕсемпе усă курса тумалла. Çак утăмăн тĕллевĕ - бюрократие пĕтересси, бюджет расхучĕсене пĕлсе йĕркелесси тата коррупци палăрăмĕсене кăкласси. «Патшалăхпа муниципалитет служащийĕсен ĕç-хĕлĕ пирки граждансен енчен нимĕнле кăмăлсăрлăх та пулмалла мар»,- пĕлтернĕ вăл.

ЧР ПА пресс-служби.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика