Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвар шÿтлеместĕ Никама та хĕрхенмест

22 июня 2006 г.

 

Çак кунсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ларăвĕ пулса иртрĕĕ Чи малтанах унта пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухрĕçĕ Çакă ахальтен марĕ

Кăçалхи 5 уйăхра  иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пушар районта 4 хут ытларах тухрĕĕ Ытларах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчеĕ Çак хушăра иртнĕ çул вут-кăварта кун-çул  пĕрре те татăлман пулсанĔ кăçал вара çакнашкал тĕслĕх 7 пулчĕ те ĕнтĕĕ Çавăнпа та пушарпа кĕрешмелли правилăсене пур çĕрте те пăхăнмаллаĔ ку тĕлĕшри мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă ирттермеллеĕ

Май уйăхĕнче 7-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Госпожнадзор управленийĕн ĕçченĕсем шăпах пирĕн районти ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерчĕçĕ Асăннă управленин ертÿçин çумĕ Яков Андреевич Егоров ларура çакна палăртрĕ, ял тăрăхĕсен 2Ÿ3 пайĕĔ чăннипех теĔ ку тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçлетĕ

Чăннипех теĔ паян пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ çивĕч тăратьĕ Шăп тĕрĕслев вăхăтĕнчеĔ паллахĔ Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пек «больничнăй» çине кайма та пулатьĔ анчах вырăнта татмалли проблемăна вырăнтахĔ хамăрăнах татса памаллаĕ  Пушар машини ĕçлеменнин чăн сăлтавне «Передовик» хуçалăхри пек стартер ĕçлемест теме те пулатьĕ Тавралăхра шăп чухĕ Анчах ялта кĕтмен çĕртен вут-кăвар пуçне çĕклесенĔ унран ниçта та тарса пытанаймастăнĕ Çавăнпа та район пуçлăхĕн ЮĕАĕ Ивановăн сăмахĕсене ăша хывмах лекетĔ ăна пурнăçлассишĕн çине тăмах тиветĕ

- Эпир - яваплă çынсемĔ халăх шанса суйларĕ пулсанĔ проблемăна татса памаллахĕ Иртнĕ çулсенче партипе правительство пире вăл е ку ĕçе пурнăçлама хушнă пулсанĔ паян пире пурнăç хушать яваплăха туймаĕ Мĕншĕн тесен  вут-кăвар пирĕн укçа-тенкĕ пуррипе çуккине ыйтса тăмастьĕ Çавăнпа та кăмăл пулсанĔ бюджет укçи-тенкисĕрех пушар машинине тытса тăмалли майсем тупма пулатьĔ- терĕ Юрий Александровичĕ  Çавăнпа ял тăрăхĕсенче паян унта вырнаçнă предприятисемпе пĕрле пур пушар машинисене тытса тăма майсем  тупмаллахĕ

 Пушар ыйтăвне хускатнă майĔ акăĔ мĕн çинче чарăнса тăрас килетĕ ÇынсенĔ ялта пурăнакансен яваплăхĕ çинчеĕ Чăвашра ĕлĕкех пысăк ĕçехалăхпа пĕрле - ниме  йĕркипе пурнăçланăĕ Инкек-мĕн сиксе тухас пулсан таĔ халăхпа пĕрле пулăшнăĕ Паян вара çынсен психологийĕ улшăнчĕ-ши; Пушар тухсанĔ вăхăтра çитеймен пушар машинишĕн  кама кăна айăпласа вăрçмастпăр пулĕĔ анчах алла витре тытса кÿршĕри пушара сÿнтерме васкамастпăрĕ Кусем пуш сăмахсем маррине Яĕ Аĕ Егоров сăмахĕсем те тепĕр хут çирĕплетеççĕĕ Шетмĕпуç патĕнче вăрман çывăхĕнче тухнă пушарта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ витре тытса вутпа кĕрешнисĕр пуçне урăх никама та курма пулмарĕĔ- терĕ вăлĕ

Çавăнпа та ял тăрăхĕсен ку тĕлĕшпе çынсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерсен те вырăнлă пулмаллаĕ Тепĕр тесессĕнĔ эпир пурте - çынсемĔ апла пулсанĔ вăхăчĕ çаплаĔ тесе совеçĕ пурри пирки манни никама та чыс кÿмĕĕ Яваплăха туймалла пирĕнĕ Кунта эпĕ сăмаха пĕчĕккĕн иртнĕ çулти кивĕ курăка чĕртсе янă тĕслĕхсем çине куçаратăпĕ Кăçал çав сăлтавпа миçе хут çула тухмарĕç пулĕ пушар машинисем;

- Çынсем ăпăр-тапăр купи çунать тесе калама хăрама пуçларĕçĔ çурт çунатьĔ тесеĔ пушар машинисене чĕнеççĕĔ-терĕ районти пушар хуралĕн ертÿçин çумĕ АĕНĕ Куликов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ларăвĕнчеĕ Юрать-хаĔ Муркаш райповĕĔ «Муркашри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» МУП бензинпа пулăшатьĕ

Кунта мĕнле пĕтĕмлетÿ тумалла; Кашни çыннăн яваплăха туймаллаĕ Çавăнпа та çитес çул çакăн пек ан пултăр тесенĔ курăка хытхура пуличчен çулассине йĕркелемелле вырăнсенчеĕ Пăрахнă пĕр шăрпăк мĕнле инкек патне илсе пынине кăтартакан тĕслĕхе шырама аяккалла каймалла марĕ Юнкăра пĕр урам çунса кайнине çеç куç умне кăларăрĕ

Пушар шÿтлеме юратмастьĔ пытанмалла та вылямасть пирĕнпеĕ Çакăн пирки манас марччĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен теĔ ялсенче пурăнакансен теĕ Уявра çеç мар пĕрле пуласчĕĔ инкекрен те пĕрлех сыхланасчĕĕ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика