Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гранта тивĕçекен шкулсем паллă

22 июня 2006 г.

 

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн чи лайăх шкулсене суйласа илмелли конкурс çĕнтерÿçисем паллă. Ытлари кун ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ вĕсен списокне çирĕплетрĕ.

Чи лайăх шкулсене патшалăх 1 миллион тенкĕ парса пулăшать. Кăçал Раççейре çак гранта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан виçĕ пин учреждени тивĕçмелле. Кашни регион валли ку тĕлĕшпе квота палăртнă. Чăваш Енрен 33 шкул Раççей грантне илме пултарать. Конкурса республикăри 200 шкул хутшăннă, иккĕмĕш тапхăра 93-шĕ (вăтам шкулсен 24 проценчĕ) тухнă. Ĕç ушкăнĕн ертÿçи, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П. Чернова палăртнă тăрăх, чи активлисем - Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисем, Красноармейски, Муркаш, Етĕрне районĕсем. Конкурс суйлавĕн 10 критерине шкулсем юлашки виçĕ çулта мĕнле тивĕçтернине татса пама çăмăл пулман. Экспертсен 93 шкул тăратнă материалсене çав тери тĕплĕн тишкерсе хаклама тивнĕ. Шел, кĕске тапхăртах çакăн чухлĕ вĕренÿ учрежденине çитсе унăн ĕçĕпе вырăнта паллашма май килмен. Çапах та икшер томлă конкурс материалĕсемпе туллин ĕçлеме, чăннипех лайăххисене суйласа илме пултарни курăнать.

Раççей грантне тивĕçлĕ пулнă шкулсен списокне çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕччен РФ Вĕрентÿпе наука министерствине ярса параççĕ. Раççейри 1 миллион тенкĕ пама палăртнă виçĕ пин шкул списокне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетсе йышăну кăлараççĕ. Çак укçана унта-кунта  сапаласа  пĕтерме е  шалу валли тăкаклама юрамасть. Вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма кирлĕ оборудовани, вĕретÿ пособийĕсем туянма, педагогсен квалификацине ÿстерме усă курмалла. Раççей грантне илнĕ шкулсем çак конкурса виçĕ çул иртсен  кăна татах хутшăнма пултараççĕ. Палăртма кăмăллă, çитес çулхи конкурса хăйсен ĕçĕсене тăратма тивĕçлĕ шкулсем республикăра сахал мар. Кăçал вăй виçес теменнисем те хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе кăтартасси иккĕлентермест.

Ларура ЧР Президенчĕн грантне - 200 пин тенкĕ памалли 20 шкула та çирĕплетрĕç.

Раççей Грантне тивĕçлисем

Ял шкулĕсем

Муркаш районĕнчи Муркаш лицейĕ

ЧР Президенчĕн Грантне тивĕçлисем

Ял шкулĕсем

Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕ

Муркаш районĕнчи Нискасси шкулĕ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика