Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикипех пĕчĕк Евăна саламларĕç

23 мая 2006 г.

Тунти кун пирĕн районта Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хуласенчи ЗАГС пайĕсен ертÿçисен республикăри семинарĕ иртрĕ. Мĕншĕн пирĕн районта; Мĕншĕн тесен иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе  пирĕн район администрацийĕн ЗАГС пайĕ республикăра 1 вырăн йышăннă. Апла пулсан, паллашмалли, вĕренмелли пирĕн районтан ку тĕлĕшпе те çук мар. Семинара ЧР Юстици министрĕн çумĕ, Министерствăн ЗАГС пайĕн ертÿçи В.Н. Капитонов уçрĕ. Вăл  ЗАГС пайĕсенче ĕçлекенсене хăйсем ирттерекен мероприятисемпе личноçа ăс-тăнпа нравственноç тĕлĕшĕнчен аталантарас ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăнасене район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май çемье район аталанăвĕнче  пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Федераци Пухăвне янă çыру районти демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас шанчăк çуратни пирки каларĕ.

Ашă кăмăл пур çĕрте те ăнланулăх кирлĕ. ЗАГСра уйрăмах. Министр çумĕ çак темăпа калаçнă май йăлтах ЗАГСран пуçланни çинче чарăнчĕ: çемье те кунта çуралать,  ăшă кăмăл та.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи М.П. Рубцова хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ.

 Семинарта çавăн пекех уйрăлу пирки те, «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ» тавра та уйрăм калаçу пулчĕ.

Унтан Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Алинăпа Сергей  Федоровсен пĕрремĕш хĕрачине Евăна савăнăçлă лару-тăрура ят хучĕç. Пĕчĕк хĕрача - районта кăçал çуралнă 106-мĕш ача, Москакасси ял тăрăхĕнче - 15-мĕш пепке. Пĕчĕк пепкене, ашшĕ-амăшне саламланă май район пуçлăхĕ çакна палăртрĕ:

- Çемьесем чăмăртанни, ачасем çурални - телей. Çемьесем шăкăл-шăкăл пурăнни - телей. Упрăр çав телее, - терĕ чĕрĕ чечек парнеленĕ май.

Федоровсене районти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова, ЧР Юстици министрĕн çумĕ В.Н. Капитонов, семинара хушăнакансем, тăванĕсем саламларĕç. Катя Голубевăпа «Расна» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн семинара хутшăнакансем районти историпе краеведени музейне çитсе курчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика