19 мая 2006 г.
ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ М.Н. Краснов ертсе пыракан ушкăн чи малтан Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче, «Свобода» хуçалăх правленийĕнче пулчĕ. Кашмашри тĕслĕх библиотекăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕрулми вăрлăхне тиекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ.
Тĕлпулусенче Михаил Николаевич РФ Президенчĕн çырăвĕ пирĕн пурнăçа илсе кĕмелли улшăнусем çинче чарăнчĕ.
Министерствăн документсемпе тивĕçтерессипе, ертсе пырассипе ĕçлекен тата ведомство архивĕсен пайĕн ертÿçи М.М. Архипов архивсен пĕлтерĕшĕ çинче чарăнчĕ. Вăл çакна палăртрĕ:
- Патшалăх архивĕнче 1639 çулсенчен пуçласа документсем упранаççĕ, район архивĕнче - 1920 çулсенчен пуçласа.
Мефодий Михайлович документсене, ĕç кĕнекине должноçа тĕрĕс çырмалли, çавăн пекех ĕç кĕнеки çине мĕн çырнипе çулталăкра пĕрре унăн хуçи интересленни вырăнлă пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне патшалăх архивĕ юлашки вăхăтра кивĕ документсемпе сăн ÿкерчĕксене пуçтарни пирки каларĕ. Мĕншĕн тесен документсем çеç историе тĕрĕс кăтартса параççĕ. Ял тăрăхĕсенче ку ыйтупа ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ. Тĕлпулура панă ыйту çине М.М. Архипов çапла хуравларĕ:
- Юлашки 1-3 çулсенчи документсемпе архивра тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. 5 çул каярахри е ытларах тапхăрти документсене тÿлевлĕ майпа параççĕ. Хакĕ - 100 тенкĕ таран.
«Хресчен сасси» издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятин директорĕ-тĕп редакторĕ С.Л. Павлов кашни культура учрежденийĕнче «Хресчен сасси», «Ялавпа» «Тăван Атăл», ытти хаçат-журналсем пулмаллине палăртрĕ. Июль уйăхĕнчен пуçласа çак икĕ журнал пĕрлешсе тухни пирки каларĕ. Кĕнеке ытларах вулакансем çеç пур енлĕн аталанма пултарни, ачасене кĕнекене юратма вĕрентсе ÿстересси пирки каларĕ.
Министерство представителĕсем Кашмашри тĕслĕх библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе çав тери кăмăллă пулчĕç. Кунта хăйсен тăрăхĕнчи историйĕпе çыхăннă материалсене пуçтараççĕ. Ларма-тăма пĕлмен, хăй ĕçне чунтан юратакан О.А. Семенова библиотекарь вара çав хушăрах ачасемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме те, вĕсене рефератсем çырма пулăшма та, тĕрлĕрен кружоксем ирттерме те ĕлкĕрет.
Кунти ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене çĕр ыйтăвĕсемпе, çар учечĕпе ĕçлекен специалистсем тем пек кирлĕ текен шухăшсем канăç памаççĕ пулсан, Ольга Алексеевна тепĕр библиотекарь пулсан, тата хăватлăрах ĕçлеме майсем пуррине палăртрĕ. Компьютер кружокне ирттернĕ чух тата пĕр компьютер сахал пулни сисĕнет-мĕн.
Йÿçкассинчи библиотекăра та, Кашмашри тĕслĕх библиотекăри пекех юлашки вăхăтра тухакан чăваш писателĕсен кĕнекисене юратса вулаççĕ иккен.
- Черетпе вулаççĕ. Ăна пăссан вăрçаççĕ,- тĕрĕсси пирки шÿтлерех калать Т.В. Петрова бибилиотекарь.
М.Н. Краснов информаци кунне хутшăнакан ушкăн пулнă библиотекăсенче кĕнеке çумĕнчи ятсене чăвашла çырмалли пирки каларĕ.
- Кунта килсе куракансемшĕн, ют çĕршыв çыннисемшĕн эпир чăваш пулнипе интереслĕ. Халĕ, акă, сирĕн ентешĕр Вера Соколова спортсменка чăваш, Муркаш ятне тĕнче шайне çĕклерĕ.
Йÿçкассинчи вĕрентÿпе культура комлексĕнче пулнă хыççăн кăмăл татах çĕкленчĕ. Хăйсен укçи-тенкипе кунти шкулта юсав ĕçĕсем пуçланă. Фойен пушă тăракан вырăнĕнче кĕçех тренажер залĕ пулать. Спортзалта та ăшă системине, урайне улăштарнă т. ыт. те.
Рисованипе черчени класĕ тата еплерех илĕртÿллĕ пулса тухнă. Актовăй залра та юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
- Сирĕн савăнăçпа эпир те савăнатпăр, - хăй кăмăллă пулнине пытармарĕ министр çумĕ.
Вĕрентекенсемпе иртнĕ тĕлпулура та РФ Президенчĕн çырăвĕ пысăк шанчĕк пани палăрчĕ. Демографи политикине лайăхлатсан, шкулсенче ачасен шайĕ те чакмĕ. Ачасем тарăн пĕлÿллĕ пулччăр, тĕрĕс воспитани илсе ÿсчĕр тесе кунта хăйсенчен килнине йăлт тăваççĕ. Анчах та пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен, ашшĕ-амăш çурчĕпе 40 сотăй çĕре тĕпкĕчсем çине малтанхи пек тÿлевсĕр куçарманни ял çыннине кĕсьерен палăрмаллах пырса çапать. Коллективăн ĕçри тăрăшулăхĕ пысăк пулни Вăрманкасси шкулĕнче пулнă чух та курăнчĕ.
Министерство кунне хутшăнакансем çавăн пекех кунти чăваш амăшне халалланă палăк умĕнче пулса пуç тайрĕç.
Кунта курни-паллашнипе кăмăллă пулнине ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министр çумĕ М.Н. Краснов çак сăмахсемпе пĕтĕмлетрĕ:
- Муркаш районĕнче чăннипех те, ĕçлеме пултаракан халăх пурăнать. Çавăнпах пулĕ кунта ялан чун туртать.
Çак сăмахсем пире малашне татах та ăнăçлăрах ĕçлеме хавхалантараççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"