10 мая 2006 г.
Мобиллĕ телефонсемпе усă курасси анлă сарăлчĕ. Паллах, питĕ меллĕ. Кирлĕ çынпа кирек хăш самантра та çыхăнма пулать.
Анчах хайхи телефон хуçисен тимлĕх пирки те манма юрамасть. Районта çак аппаратсене вăрласси анлă сарăлчĕ. Хăшĕсем телефонсене хуралсăр гардеробсене, питĕрмен пÿлĕмсене, чÿрече умне те хурса хăвараççĕ. Ку списока татах та тăсма пулать. Вăрлас текенсене пулăшниех çакă.
Статистика вара çапла. Кăçал кăна çак телфонсене вăрланипе 10 уголовнăй ĕç пуçарнă. Калайкасси шкулĕнче, К. Иванов яч. хис. хуçалăхра, «Лесная сказка», «Лазурный» ача-пăча лагерĕсенче, Атапайĕнчи Культура çуртĕнче телефонсем вăрлани пулнă.
Пĕрле эрех ĕçсен вăрлани те çук мар. Телефон хуçисене çапла сĕнес килет:
- çынсем çинче, палламаннисем умĕнче унпа усă курма ан васкăр*
- тулти кĕсйене ан чикĕр*
- курăнмалла вырăна ан хурăр*
- пÿлĕмсене питĕрсе тухăр*
- ют çынсене ан парăр.
Тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Çакна асра тытăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"