Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка упрасси - кашнин тивĕçĕ

21 апреля 2006 г.

 

ЧР Президенчĕн 2005 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи 30-мĕш номерлĕ Указне пурнăçласа тата халăха кăмăл-сипет, экологи воспитанийĕ парас, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов иртнĕ çул кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн районта малашне апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен тата октябрь уйăхĕнче Йывăç кунне ирттеретпĕр. Мĕнле пурнăçланса пырать-ха асăннă хушу район территорийĕнче; Çакăн çинчен каласа пама ыйтрăм эпĕ район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалистне Г.Г. Симакова.

- Георгий Георгиевич, иртнĕ çул йывăç лартас ĕç мĕнле пурнăçланчĕ;

- ЧР Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» Указне пурнăçласа йывăçсем лартса çут çанталăка тирпей-илем кĕртес ĕçе япăх мар пурнăçларăмăр. Йывăç кунне паллă тăвасси те пирĕн йăлана кĕрсе пырать. Çак тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен ертÿçисене, шкул коллективĕсене, шкул ачисене, садсене, ялсене тирпей-илем кĕртме, халăха йывăç лартма, явăçтартăмăр. Асăннă ĕçе тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене  Л.Г. Ковалевана (Чуманкасси), А.Ф. Корнеевана (Çатракасси), И.М. Петровăна (Шетмĕпуç) тав сăмахĕсем калас килет. Çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем тата ветеранĕсем те тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Пĕтĕмĕшле 230520 тăваткал метр çинче 67800 йывăç хунавĕ лартса хăварнă, пĕр çын пуçне 6,2 тăваткал метр тивет.

Çут çанталăка сыхлас мероприятисене пурнăçламашкăн вырăнти бюджетран 76813  тенкĕ уйăрнă. Вăл укçапа çутçанталăк объекчĕсене тирпей-илем кĕртме вырăнлă, тĕллевлĕ усă курнă.

- Кăçал та йывăç хунавĕсем лартас вăхăт  çитрĕ, ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тума пăхнă;

- Ку ĕçе эпир тивĕçлĕ шайра туса ирттересшĕн. «Йывăç лартрăн - сыхла ăна» чĕнÿ пурне те тавралăха симĕслетес, сыхлас  ĕçе пурнăçлама йыхравласса шанатăп. Лартмалли материалсене, культурăсемпе тивĕçтерес енĕпе Малиновкăпа, Ильинка лнсничествăпа,  «Моргаушсельхоз» питомникĕсем пулăшу парĕç. Паянхи куна çăка хунавĕсем питĕ сахал, çавăнпа та ăна çывăхри вăрмансенчен кăларса килсе лартма ыйтасшăн. Район администрацийĕ палăртнипе Муркаш сали тăршшĕпех çăка йывăç лартса хăварасшăн. Çавăн пекех Çатракасси ял тăрăхĕнче те туса иттересшĕн ку ĕçе. Çăка йывăç мĕн авалтан ачашлăхпа çепĕçлĕх палли шутланнă, унсăр пуçне хурт-хăмăршăн та усăллă. Чăваш йăмрине те май пур таран лартма тăрăшмалла. Çут çанталăк илемĕшĕн пурте пĕрле тĕллевлĕ ĕçлесен çеç вăл ÿссе-калăпланса пырĕ.

- Ытти ĕçсем çине мĕнле пăхатăр;

- Тавралăх пуянлăхĕ-тирпейлĕхĕ çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Районта 400 ытла пĕве. Турай, Панкли плотинисем чи пысăккисем шутланаççĕ. Вĕсен калăпăшĕ - 1 млн. куб. метр. 70 пĕвене уйрăм учета илнĕ. Вĕсене пурне те çитсе пăхрăмăр. Ярославка ял тăрăхĕнче октябрь уйăхĕнче пĕве тунăччĕ, анчах та вăл пусăрăнса çирĕпленеймен пирки юхса кайрĕ. Мăн Сĕнтĕр, Шарпаш, Итакачкассинчи пĕвесен юхмалли пăрăхĕсене пăр тулса ларнăччĕ. ДРСУ «Волгодорстрой» ĕçченĕсем вăхăтра тăрăшнипе çеç çăлса хăварма май килчĕ вĕсене. Çакăн ĕçсем çине пурне те ытларах  тимлĕх уйăрма ыйтатăп.

Выльăх масарĕсене тĕрĕслес ыйтăва та асăрхасах тăратпăр. Вĕсем район территорийĕнче 86. Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Катăкуй масарĕ çивĕччисенчен пĕри, халĕ унта йывăçсем лартса хăварнă, вăл шыв хĕрринче вырнаçни те пире канăçсăрлантарать.

Мăн Сĕнтĕрти çÿп-çап пăрахмалли вырăн çунса тĕтĕмленни  нумайăшне шутлаттарчĕ. Ăна чарас пирки нумай ĕç туса ирттертĕмĕр пулин те уссиех пулмарĕ. Халĕ урăх вырăна куçарассине пăхса тухрăмăр, тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитертĕмĕр. Çак ĕçе туса ирттерме вырăнти бюджетран 1млн. тенкĕ уйăрнă.

Çакна та каласа хăварас килет. Ртуть питĕ сиенлĕ япала, çавăнпа та ăна аякка сарăлма, выртса çÿреме парас марччĕ. Хамăра ытларах сыхлас тĕлĕшпе  бюджет организацийĕсем хушшинче ртуть ламписене пуçтарса демурализаци тăвассине йĕркелерĕмĕр. Ку ĕçре вĕрентÿ тата культура пайĕсем аван ĕçлерĕç, ыттисен те алă усса ларас марччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика