Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраторсем ĕçе пуçăнчĕç

21 апреля 2006 г.

 

Кăçалхи июль уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Ăна хатĕрленес ĕç районта малалла пырать. Çак кунсенче регистраторсем ĕç пуçăнчĕç. Пирĕн районта пĕтĕмпе 4 регистратор хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларĕ. Мăн Сĕнтĕр, Москакасси, Муркаш тата Катькас ял тăрăхĕсенчен. Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 3-мĕшĕнче, çак тапхăрта вĕсем Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсене çĕнĕрен  шутласа  çирĕплетеççĕ.

Çак мероприятие ялта сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсем пур хула çыннисен хуçалăхĕсене шута илес тĕллевпе ирттереççĕ. Урăхла каласан, регистратор вырăна тухса, çав çĕр лаптăкĕсемпе усă курнипе курманнине тĕрĕслет. Çапла туни коммерциллĕ мар пĕрлешÿсене суйласа илсе тĕпчеме май парать: çырав вăхăтĕнче усă куракан çĕр çине çеç кайтăр.

Регистратор ĕçе пуçăниччен 2 кун маларах регистратор участокĕпе паллашать. Тепĕр майлă каласан, регистратор участокĕ вăл - вĕсен территоринчи объектсене пăхма регистратора уйăрса панă хулан е хула евĕрлĕ поселок пайĕ, сад, пахча, дача участокĕ.

Регистраторăн çÿлерех асăннă тапхăрта хăйне уйăрса панă регистратор участокĕнчи списокра палăртнă ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсене чăн-чăн тĕрĕслесе танлаштарса пăхмалла.

Кашни кунах хăй объектсене пăхса тухни ун çинчен регистраторăн çырса пымалли кĕнекине çырса уполномоченнăйа  кăтартмалла.

Çырав объекчĕсене пĕтĕмпех пăхса тухнă хыççăн регистратор шутласа пĕтĕмлетнине, схема планĕсене çырса пынă кĕнекене, удостоворенине уполномоченнăй парать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика