Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовик çырса хунисем

21 апреля 2006 г.

 

Ман умра - фронтовик çырса хунисем. Çыраканĕ Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Мăрсак ял çынни запасри аслă лейтенант Михаил Павлович Пушкин. 1911 çулта çуралнăскер вăрçă умĕн вăл Ишлей районĕнчи комсомол комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Çара ăна вăрçă пуçлансанах илнĕ. Анчах тÿрех фронта лекмен. Унччен виçĕ çул хушши действительнăй çар службинче пулнăскере çар училищине командир пулма вĕренме янă. 1942 çулхи çу вĕçĕнче вĕренсе пĕтерсе офицера тухсан вăл 62-мĕш армине Сталинград патне лекнĕ. Вăл унта çитнĕ-çитменех пирĕн çарсем наступлени пуçланă. Çапла унăн фронтри пĕрремĕш кунтанах хаяр çапăçусенче пулма тивнĕ. «Акă Сталинград патĕнчи нимĕçсен пысăк группировкине йĕри-тавра хупăрласа çитереççĕ. 330 пинлĕ фашистсен çарĕ куллен хĕсĕнсе пыракан ункăна лекнĕ. Сталинград патĕнчи Паулюс çарне çăлас тесе нимĕçсем Дон енчен наступлени тума тытăнаççĕ. Пушкин подразделенине çав наступлени тума пикенекен нимĕçсене хирĕç çапăçма куçараççĕ.

Ак мĕнле çырать малалла Пушкин. «Пирĕн дивизине Дон енче тăракан нимĕçсене Хĕвеланăç еннелле, Сталинград çывăхĕнчен   хăвалама хушнă. Çапăçусемпе майĕпен куçса эпир Дон юхан шывĕ хĕррине çитсе тăтăмăр. Пирĕн шыв урлă каçмалла. Сапер батальонĕпе пĕрле хатĕрленсе каçхи тĕттĕмпе усă курса шыв урлă каçрăмăр. Анчах тепĕр кунне нимĕçсем вăйлă контратака туса пире каялла шыва чăмтарчĕç. Çапла ик-виç хут пулчĕ. Эпир çĕрле шыв урлă каçса плацдарм йышăнтăмăр, тепĕр кунне каллех çухатусем тÿссе чакса тухрăмăр. Юлашкинчен Дон урлă каçса плацдарм йышăнтăмăр та çийĕнчех ăна сарма ĕлкĕртĕмĕр. Ĕнтĕ Дон сылтăм енчи Сиротински станица тата Григорьевскпа Донецки хуторĕсем пирĕн алăра.  Дон тăрăхĕнче пирĕн йывăр çапăçусем пулчĕç.

Пĕррехинче нимĕçсен 8 танкĕ пирĕн çывăхах пырса тухрĕ. 76-милиметрлă пушкăсенчен персе виçĕ танкне çунтарса ятăмăр, ыттисем каялла çаврăнса кайрĕç.

Вăл çул хĕл питĕ сивĕ пулчĕ. Вăл тăрăхра вĕçĕмех çапăçусем пулнăран таврара пĕр çурт-йĕр те курăнмастчĕ. Пĕррехинче темĕнле ишĕлмен çурт куртăмăр. Пĕр йăпăртлăха та пулин пÿрт хÿттинче ăшăнас тесе эпир пĕр ушкăн салтак çавăнта кĕрсе тăтăмăр. Çав самантрах çуртпа юнашарах снаряд çурăлса сирпĕнчĕ. Çуртăн пĕр кĕтесси пĕтĕмпех ванса саланчĕ. Телее, эпир пурте сывах юлтăмăр.

Вĕçĕмех сивĕ, шăнса ларнă çăкăра çиме лекнĕрен чылай шăлсем ванса тăкăнчĕç. Вĕçĕмсĕр наступлени, вĕçĕмсĕр вăрçă шавĕ, вĕçĕм тĕрлĕ тĕслĕ снаряд ванчăкĕ вĕçнĕ чухне шăй-шай туса, кушак çухăрнă пек е тата урăх сасăпа янрани хăлхăран каймастчĕ. Харьков патĕнче мана йывăр амантрĕç. Кăкăра шăтарса кĕнĕ пуля халь те ман ÿпке ăшĕнчех ларать. Пĕр хушă госпитальте выртрăм.

Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн ниçта та чарăнса тăмасăр каллех фронта лекрĕм. Иккĕмĕш Белорусси фрончĕ. Могилев çывăхĕнче нимĕçсен оборонине татса çĕмĕрсе кĕнĕ çĕрте пултăм. Кунта пире авиаци аван пулăшрĕ, нимĕçсене вĕсем самаях ăшаларĕç. Таврара тăшман вилли, ваннă техника выртатчĕ. Çапла Могилев, Минск, Новогрудо, Гродно хулисене ирĕке кăлартăмăр. Неман юхан

шывĕ урлă тăватă хучен каллĕ-маллĕ каçма тиврĕ».

Пĕр статьяра фронтовикăн пĕтĕм кун-çулне çырса кăтартаймăн. Тепĕр пĕр-ик эпизод çеç илĕпĕр.

«Пĕррехинче наступлени тунă чухне пĕр шурлăх çине пырса тăрăнтăмăр. Çĕпре пек шĕвек çинче хăва йывăç тата курăк тымаррисем çеç тытăнкаласа тăраççĕ. Çавăн пек шурлăх урлă сиксе икĕ километр кайрăмăр. Тепĕр кунне каллех наступлени. Çав вăхăтра пирĕн батальонăн командованипе те, сылтăма сулахай енчи батальонсемпе те çыхăну татăлчĕ. Раци те пулман. Каçса малаллах каятпăр. Пĕр вăрман хĕрринче  груз туртармалли машинăсене тĕл пултăмăр. Нимĕçсем пурĕ тăваттăн, пире курсанах аллисене çĕклерĕç. Тăваттăшĕнчен пĕр вырăс çынниех пулнă иккен. Вăл 1941 çулта тыткăна лекнĕ те ăна нимĕçсем шоферта ĕçлеттернĕ. Допрос тунă чухне çав çын кунтан пĕр километра яхăн кайсан полк штабĕ пурри, вĕсен боевой охрани пĕр 300 метр таврашĕнче вырнаçни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ ку охранение алăран вĕçертме юрамасть терĕм. Командованипе калаçса татăлма май килмерĕ пулин те  хам шухăшланипех çавăнта кайма шутларăм. Автоматчиксен отделенине тата халь тыткăна  лекнĕ вырăса илтĕм те çула тухрăм. Вырăс чăнах та пулăшрĕ. Хуралсен çĕр пÿрчĕ патне шăппăн пырса тухрăмăр. Чи малтанах часовойне тĕп турăмăр. Унтан çĕр пÿрте кĕрсе тÿрех «Руки вверх» тесе кăшкăрса ятăм. Çапла пĕр пăшал пемесĕрех 12 çынна тыткăна илтĕмĕр. Унтан вĕсене, малтан тыткăна илнисемпе пĕрле тыла ăсатрăмăр.

Тепĕр кунне лăпкă, ăшă çанталăк пулчĕ. Эпир сапаланса тăрса малалла каятпăр. Кĕтмен çĕртен пирĕн çине пульăсем тăкăнма пуçларĕç. Кĕçех  нимĕçсен пуçĕсем те курăнма тытăнчĕç. Эпир нимĕçсемпе питĕ çывăх пырса тухнă иккен. Унашкал чух нумай шухăшласа тăма вăхăт çук. Е вĕсем пире, е эпир вĕсене. Çавăнтах «Вперед в атаку!» команда патăм. Пурте харăс чупса нимĕçсем çине вăркăнтăмăр. Çывăхри çапăçу малтанах хăрушă. Пĕрре хĕрсе кайсан хăранине пĕлместĕн. Атака ăнăçлă пулчĕ. Нимĕçсенчен вилнисемпе аманнисем нумай пулчĕç. Пирĕн енчен те çухатусăрах пулмарĕ. Вăрçăри çĕнтерĕве çухатусăр тума хĕн.»

Ун пек эпизодсем Пушкинăн вăрçă çулĕсенче нумай пулнă. «Пĕр операцине эпир батальонтан 68-ăн кĕтĕмĕр, çапăçу хыççăн 14 çын çеç юлтăмăр» çырать вăл.

«Пĕррехинче нимĕçсем пирĕн çине танксене пĕтермелли тупăсемпе печĕç. Çавăн чух эпĕ снаряд осколкисем пуçа лекнипе йывăр амантăм. Хăрах хăлха ĕмĕрлĕхех илтми пулчĕ. Темиçе хут та операцисем туса пуçран снаряд осколкисене тата шăмă ваккисене кăларчĕç. 1945 çулта январь уйăхĕнче инвалид пулса киле таврăнтăм.»

Пушкин халь пирĕн хушăра çук. Икĕ хут йывăр аманни унăн пурнăçне кĕскетрĕ (пурĕ виççĕ аманнă).

Хальхи çамрăксем вăрçă çинчен сахал пĕлеççĕ. Пушкин пек паттăрсем çĕршыва мĕнле нимĕç пусмăрĕнчен çăлса хăварнине пурин та асра тытмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика