21 апреля 2006 г.
Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа РФ çĕнĕ Çурт-йĕр кодексĕ пурнăçа кĕчĕ. Унта харпăрлăх хуçисем пурте усă куракан вырăнсене, çурта тытса тăрассишĕн яваплă пулса тăни çинчен те каланă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи проблемăсене пире кам та пулин татса парассине эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Пирĕн пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли çеç юлать. Хамăр вара çакна та вăхăтра пурнăçлама манатпăр. Çав хушăрах коммуналлă пулăшусем пысăк пахалăхлă пуласса шанатпăр. Ку тĕлĕшпе кăлтăк сиксе тухас-мĕн пулсан, пирĕн пата ку сферăри специалистсен çав самантрах килсе, хăвăрт пĕтермелле çитменлĕхе. Çуртра юсав ĕçĕсене тумалла пулсан çак тивĕçсене пурнăçлакан муниципалитет пулăшасса кĕтсе ларатпăр. Эпир хваттер хуçисем пулсассăн, çурт пĕтĕмĕшле пурлăх шутланать. Апла пулсан пурте усă куракан вырăна, çурта тытса тăрассишĕн те пирĕн тăкакланмаллах.
Çуртăн пĕтĕмĕшле пурлăхĕн шутне нумай хваттерлĕ çуртăн нихăш хваттерĕн пайĕ те пулса тăман, пĕр пÿлĕмшĕн çеç мар кирлĕ вырăнсем кĕреççĕ. Вĕсем: хваттерсем хушшинчи вырăнсемпе картлашкасем, коридорсемпе мачча çисем, путвалсем. Вĕсенчи инженери коммуникацийĕсем, механика, электричество, санитарипе техника тĕлĕшĕнчи тата ытти оборудованисем пур. Унсăр пуçне çурт тăррисемпе тĕрлĕ конструкцисем, çурта хăт кĕртме лартнă тĕмсен лаптăкĕсем те çакăнтах кĕреççĕ.
Çак пĕтĕм пурлăх пĕтĕмĕшле харпăрлăхăн пай прависемпе харпăрлăх хуçисен шутланать. Апла пулсассăн Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн вĕсемех çав вырăнсене тытса тăма тивĕç.
Çĕнĕ çурт кодексĕ çавăн пекех граждансене хăйсен çуртне ертсе пымалли формăсене те, ăна суйласа илмелли майсене палăртма та ирĕклĕх парать.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем патне юлашки вăхăтра «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» МУП ĕçченĕсем пырса бюллетень тултарма ыйтаççĕ. Мĕн валли кирлĕ вăл; Тата мĕн парать вăл хваттерсенче пурăнакансене; Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та ĕнтĕ эпир районти капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçин çумĕпе, «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан» компани МУП директорĕпе Н.В. Любимовпа:
- Чи малтанах çакна палăртам. Çурта ертсе пырасси шутне пĕрле усă куракан вырăнсене тытса тăрасси тата çурта хăт кĕртесси кĕрет.
- Çурта ертсе пымалли мĕнле майсем пур;
- Вĕсем виçĕ тĕрлĕ: пурăнмалли харпăрлăх хуçисен юлташлăхĕ е çурт-йĕр кооперативĕсем* ертсе пыракан организаци тата хваттер хуçисем çурта хăйсем йĕркелесе ертсе пыни.
2006 çулта нумай хваттерлĕ çурта ертсе пымалли çак 3 тĕсрен пĕрне суйласа илмелле. Енчен те çак хушăра çак ыйтăва татса параймаççĕ пулсан хваттерсенче пурăнакансем, вырăнти самоуправлени органĕ, конкурс ирттерсе ирĕксĕрех хăйĕн ертсе пыракан компанине çирĕплетет.
- Мĕнерен пуçламалла çурта епле ертсе пырассин майне суйласа илес тесен;
- Чи малтанах пурăнмалли тата пурăнмалла мар харпăрлăх хуçисен пухăвне ирттермелле. Кунта çак ĕçе йĕркелеме харпăрлăх хуçисенчен пĕр пуçаруллă çын е ушкăн пулсан лайăхрах. Пĕтĕмĕшле пуху очно тата заочно майпа иртме пултарать. Пĕрремĕш мелĕпе пуху ирттерсе, унта харпăрлăх хуçисенчен кашниех хутшăнма пултарать.
Çак ыйтăва заочно майпа сасăлласа бюллетеньсемпе те татса пама пулать. Çавăнпа та районти капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ кашни харпăрлăх хуçине заочно майпа сасăламалли бюллетеньсем парать.
Харпăрлăх хуçисен хăйсем суйланă вариант айне алă пусмалла. Вара 10 кун хушшинче бюлльетене каялла район администрацине çитерме ыйтасшăн.
- Тÿрех каласа хăварар-ха: мĕн çинчен çырмалла çав бюллетеньре харпăрлăх хуçисен;
- Чи малтанах харпăрлăх хуçин ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ, пĕтĕмĕшле лаптăк мĕн чухлĕ пулнине, çак харпăрлăх хуçи пулнине çирĕплетмелли документа, харпăрлăхра унăн пайĕ мĕн чухлĕ пулнине палăртмалла. Унтан çÿлерех асăннă çурта ертсе пымалли 3 мелрен пĕрне - хальхи ертсе пыракан компание е харпăрлăх хуçисен юлташлăхне, е тата харпăрлăх хуçисем çурта хăйсем йĕркелесе ертсе пырассине, е тата пачах урăх çĕнĕ организацине ертсе пыма шанни çинчен пĕлтермелле. Тепĕр ыйту çурта ертсе пыма кашни харпăрлăх хуçипе уйрăммăн килĕшÿ тумаллипе тумалла марри çинчен.
Виççĕмĕш ыйту çурта тĕплĕн юсама пухакан укçа-тенкĕ централизацилеме кирлипе тата кирлĕ маррипе çыхăннă. Юлашки 4-мĕш ыйтура вара çуртпа çыхăннă матариалсене (пĕрлехи протоколсем, йышăнусем т. ыт. те.) ăçта упрассипе çыхăннă.
- Çурта ертсе пымалли меле суйламалли пухăве епле ирттермелле; - Малтанах пухăва ăçта тата хăçан ирттерессине, кун йĕркине палăртмалла. Пухуччен бюллетеньсене хатĕрлесе çитермелле. Пуху пулассине вара пуçарулăх ушкăнĕн кашни харпăрлăх хуçине 10 кун маларах распискăпа пĕлтермелле.
Кашни харпăрлăх хуçи çуртри пурлăхпа усă курма право паракан пайне кура пĕтĕм сасăсен йышĕнче 50 : хутшăнаççĕ пулсан, пуху саккунпа килĕшÿллĕн иртнĕ шутланать.
Ку çакна пĕлтерет, пухăва хутшăнакансен сасси мĕн чухлĕ пуласси хăйĕн хваттерĕнчи лаптăк мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Пухăва пынă харпăрлăх хуçисене регистрацилемелле. Кворум çитмесен, пухăва терĕ хут ирттерме тивет.
- Çурта ертсе пырасси вĕл е ку мелне суйласа илнине епле пĕлмелле;
- Пухăва хутшăннă сасăсен пĕтĕмĕшле йышĕсенчен çурри ытла хăш мелшĕн, çав мелпе çурта ерсе пыма пуçлаççĕ.
Çакна палăртмалла. Йышăнушăн харпăрлăх хуçи çеç сассине пама пултарать, хваттере найм шучĕпе пурăнакансемшĕн муниципалитет представителĕ сасăлать.
Пĕрлехи пуху пĕтĕмлетĕвĕпе тата йышăнăвĕпе пур харпăрлăх хуçисене 10 кун хушшинче паллаштармалла. Енчен те харпăрлăх хуçи пĕрлехи пуху йышăнăвĕпе килĕшмест пулсан, 6 кун хушшинче вăл суда жалоба пама пултарать. Çурта вара пухура мĕнле мелпе ертсе пыма йышăннă, çавăнпа килĕшÿллĕн ертсе пыраççĕ малалла.
- Калăпăр, ертсе пыракан организаци йĕркелеме шутларĕç тейĕпĕр пухура. Мĕнле аталанать кун пек чухне малалли ĕç-пуç;
- Енчен те çурта ертсе пыракан управлени ертсе пытăр тесе йышăнаççĕ пулсан харпăрлăх хуçисем, пухурах вĕсен çав ертсе пыракан компанипе çыхăнса ĕçлемелли условисене палăртмалла. Харпăрлăх хуçисенчен кашнин ертсе пыракан организаципе килĕшÿ тумалла.
Кунта çакна манмалла мар. Нумай хваттерлĕ çурта пĕр ертсе пыракан организаци çеç ертсе пыма пултарать. Çав организаци уйрăм тÿлевсемшĕн çуртăн пĕрлехи пурлăхне тытса тăрассипе тата юсассипе çыхăннă ĕçсене тăвать, коммуналлă пулăшусем парать.
Кунта çакна палăртмалла харпăрлăх хуçисен районти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан харпăрлăх хуçисем районти компание е урăх ертсе пыракан организацине палăртмалла.
Енчен те харпăрлăх хуçисем çурта хăйсем йĕркелесе ертсе пыма шутларĕç пулсан;
- Кун пек чухне çурта ертсе пырассипе çыхăннă пур ыйтăва пĕрлехи пухусенче татса параççĕ. Çурта тытса тăма тата техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма мĕнле те пулин организаципе килĕшÿ тумалла е çук - çакна та пухурах татса памалла.
Енчен те пĕр-пĕр организаци çурта халь çеç асăннă пулăшусене памалле тесе йышăнаççĕ пулсан, унпа килĕшÿ тумалла. Анчах та çакă нумай хваттерлĕ çурта ертсе пымаллине пĕлтерекен килĕшÿ мар, çак нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрлехи пурлăхне тытса тăнин тата юсама пулăшу парассин килĕшĕвĕ пулать. Коммуналлă пулăшусем парассипе, урăхла каласан, шывпа ăшăпа, газпа, канализацишĕн харпăрлăх хуçи килĕшĕве хăй ячĕпе тăвать.
- Халĕ пурăнмалли харпăрлăх хуçисен юлташлăхĕ çинче чарăнар. -Ку вăл çурта ертсе пыма, кирлĕ пек ĕçлеттерме, çавăн пекех çуртăн пĕрлехи пурлăхĕпе усă курма тата кирлĕ пек йĕркелеме харпăрлăх хуçисене пĕрлештернĕ коммерциллĕ мар организаци. Харпăрлăх хуçисен юлташлăхĕн малтан юридически лицо пек регистрацилемелле. Çакна валли пухура пуçтарăннисен ытларах сассипе организаци Уставне çирĕплетмелле. Харпăрлăх хуçисен юлташлăхне регистрациленĕ хыççăн ăна налук инспекцинче, пенси, обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕсенче, статистика органĕсенче учета тăратмалла. Юлташлăхăн хăйĕ пичечĕ пулмалла. Унăн хăйĕн правленийĕ, ревизи комиссийĕ пулмалла. Çавăн пекех çурта ертсе пыракансене тÿлемелли йĕрке çинчен те йышăнса хăвармалла. Çакна пĕлмелле, пĕр çуртра пурăнмалли харпăрлăх хуçисен юлташлăхĕ пĕрре çеç пулмалла.
Çапла вара, çурта ертсе пымалли виçĕ мел. Кăна вара харпăрлăх хуçисем хăйсем татса парĕç. Вĕсен йышăнăвĕнчен килет хăйсен çурчĕ мĕнле пуласси те, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сфери паракан çăмăллăх мĕнле пуласси те.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"