Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право йĕркине пăснăшăн

21 апреля 2006 г.

 

Çак кунсенче çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ.  Çакна палăртмалла. Кăçалхи виçĕ уйăхра çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 9 преступлени пулнă.  Пĕлтĕр ку кăтарту 10па танлашнăччĕ. Комисси ларăвĕнче чи малтанах Муркаш ял тăрăхĕ çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвассине хирĕç профилактика ĕçне ирттерессипе епле ĕçленине пăхса тухрĕç. Ку тĕлĕшпе Муркаш шкулĕн ĕçĕ-хĕлне те тишкерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, асăннă комисси председателĕ А.Н. Иванов çакна палăртрĕ: çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе Муркаш ял тăрăхĕпе шкулăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Халлĕхе ку ĕç кирлĕ пек пулса пырать теме çук-ха.

Çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе 20 ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 4 ĕçĕпе район сучĕн приговорĕпе паллашрĕç. Судпа айăпланнă çул çитмен çамрăксене учета илчĕç.

Асăнмалла, çак пăхса тухнă 20 ĕçĕ те çул çитмен çамрăксем вăрлассипе çыхăннă. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене,  асăрхаттарнă калаçу ирттернĕ, штраф тÿлеттернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика