Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

21 апреля 2006 г.

 

Чăваш Ене васкавлă пулăшăвĕн  83 автомашини килсе çитмелле

«Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Ене çĕртме уйăхĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн 83 автомашини килсе çитмелле. REGNUM ИА корреспонденчĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пирки республика Президенчĕ Николай Федоров ирттернĕ тунти кунхи канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Нина Суслонова пĕлтернĕ. Асăннă уйăхрах республикăна ультрасасă тĕпчевĕ тăвакан 27 аппарат кÿрсе килеççĕ.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере республикăна В гепатита хирĕç кĕрешекен вакцинăн 143 пин дозине илсе килнĕ. Çак çул вĕçлениччен ачасене виçĕ хутчен прививка тăваççĕ, пĕтĕмпе 78 пин ачана яхăн.

Çавăн пекех Нина Суслонова Шупашкарти Федерацин медицинăн пысăк технологийĕсен центрне тума тытăнма хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш ен хăй çине илнĕ яваплăха палăртнă вăхăтра пурнăçлать, социаллă пĕлтерĕшлĕ объект строительствине малалла тăсма май паракан мĕн пур документа федераци шайĕнче пăхса тухма ярса панă. Çитес вăхăтрах Мускавра генеральнăй подрядчике палăртаççĕ, çакăн хыççăн объектра строительство ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пулса пырĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика