Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлăнăç çулĕ пурах

20 апреля 2006 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ялсен социаллă инфраструктурине аталантарассипе пуçаруллă ĕçленĕшĕн Михаил Алексеевич Каликова, «Кмат» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине, район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Паянхи кăткăс лару-тăруллă пурнăçра еплерех аталанса пырать-ха асăннă хуçалăх, наци проекчĕ пирки мĕн шутлать; Çакăн пирки калаçрăм эпĕ пуçаруллă фермерпа.

- Михаил Алексеевич, хăвăрпа çывăхрах паллаштарăр-ха тархасшăн;

- Эпĕ Шомик ялĕнче çуралнă, унтах шкула çÿренĕ. Çемьере пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Ĕçпе пире атте-анне çамрăклах туслаштарнă. Каникул вăхăтĕнче те хуçалăх ĕçĕсене тăтăшах хутшăннă. Салтака кайса килсен слесарь ĕçне пикентĕм. Хамăн пĕлĕве ÿстерес тесе Çĕрпÿри ял хуçалăх-техникумĕнче вĕренсе алла диплом илтĕм. Ун хыççăн диспетчер ĕçĕсене туса пытăм. Ялсене кăвак çулăм кĕртнĕ çулсенче  инженер-газовикра вăй хутăм.

- Районти фермерсен йышĕ хут çинче пĕчĕк мар, анчах та  чăннипех тупăшлă ĕçлесе пыракансен хисепĕ сахалтарах. Сирĕн «Кмат» хуçалăх еплерех аталанса пырать;

- 1997 çулта çĕр пайсем илсе уйрăммăн ĕçлесе пăхма шутларăм. Ун чухне вăхăчĕ те урăхларахчĕ, малтанах ку ĕçе хапăл тусах йышăнмарĕ ял-йыш, халĕ вара хăнăхрĕç. Выльăхсен йышĕ вăл вăхăтра пысăках пулман. Паянхи куна вĕсен хисепне самаях хăпартрăмăр: сыснасем, ĕнесем, вăкăрсем тытатпăр. Чылай хуçалăхра Голландири «Провими» технологийĕ çинчен калаçаççĕ. Эпир те çак çĕнĕлĕх çине куçма шутлатпăр, халĕ хатĕрлев ĕçĕсене туса ирттеретпĕр. Хуçалăхра ĕçлеме трактор пур.

Паллах, хуçалăхри ĕçе пĕччен туса çитерейместĕн. Тамара мăшăрăм чăх-чĕп фабрикинче агроном пулса ĕçлет. Килти ĕçе пурнăçлама та ĕлкĕрет. Шкула çÿрекен хĕрачасем те хуçалăхшăн пысăк тĕрек шутланаççĕ. Асли Шупашкарта аслă пĕлÿ илет, вăл та пире валли вăхăт тупма тăрăшать.

Халĕ тăтăшах çĕр пайĕсем çинчен çыраççĕ, калаççĕ. Эпĕ те хуçалăх ĕçне анлăлатас тесе ялти çынсен пайĕсене арендăна илме шутларăм.

- «Агропромышланность комлексне аталантарасси» наци проекчĕ пирки хаçатра, чăнах та, тăтăшах çыраççĕ. Патшалăх ял хуçалăхĕ аталанасса шанса пысăк кредитсем уйăрать, районта ăна илекенсем пулчĕç. Эсир çакăн пирки мĕн шутлатăр;

- Çапла, ку кредита илни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Ку таранччен тĕллевлĕ усă курмалли çăмăллатнă кредитсем пулнине астумастăп. Ку проект  ялти пурнăçа тĕпрен улăштаракан çул-йĕр тата ял çыннисем валли пысăк шанăç тесе калас килет. Ял хуçалăх машинисене çĕнетме те май парать.

- Тавах калаçушăн, сире иртсе кайнă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, хуçалăх татах аталанса пытăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика