Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн

20 апреля 2006 г.

 

Нумаях пулмасть Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕллевпе пысăк мероприяти иртрĕ. Кунта Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.А. Любимован парнишĕн Тойкилтĕри вăтам шкул учителĕсемпе ачасен, Тойкилтĕ, Ишелкасси тата Хорнуй ялĕсенчи çамрăксен командисем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем çав тери хĕрÿ иртрĕç. Вĕсем волейболла, шашкăлла выляссипе, пăшалтан тĕл перессипе, алă вăйне виçессипе тата алă вăйĕпе çĕкленессипе ăмăртрĕç.

Чи хĕрÿ ăмăрту волейболла выляссипе иртрĕ. Малти вырăна Тойкилтĕ ял çамрăкĕсен команди йышăнчĕ. Шашка вăййине юратакансем хушшинче шкул учителĕсен команди мала тухрĕ. Пăшалтан тĕл перессипе Тойкилтĕри шкул ачисен команди чи нумай очко пухрĕ. Пирĕн тăрăхра вăйлă çынсем нумай иккен. Алă вăй виçессипе учительсен команди мала тухрĕ.

Спартакиадăна хутшăннă командăсене юлашкинчен Тойкилтĕ шкул директорĕ И.А. Сергеев, Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А. Любимова, Муркашри ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ А.А. Сидюшкин чĕререн саламларĕç, пурнăçра яланах çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕç. Çĕнтерÿçĕсене вара грамотасемпе тата укçа парса чысларĕç. А.А. Сидюшкин Тойкилтĕ шкулĕнчи ачисен командине спорт кепкисем парнелерĕ, А.К. Касьянов кроссовкисем парса хавхалантарчĕ.

Пурте кăмăллă юлчĕç. Çак мероприятие йĕркелесе ирттернĕшĕн В.А. Любимована, спонсорла пулăшу панăшăн А.А. Сидюшкина, А.К. Касьянова чĕререн тав тăватпăр. Сирĕн ĕçсем яланах ăнса пыччăр, яланах çирĕп сывлăхлă пулăр, утас çулăрсем такăр та вăрăм пулччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика