Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕрме вăхăт çук

20 апреля 2006 г.

 

Умра çураки. Вăл вăхăтра тата пахаолăхлă ирттĕр тесен, паянах тимлемелле çакăншăн.

Халĕ районти хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлес ĕç пырать. Паянхи куна кирлĕ вăрлăх йышĕнчен 85 проценчĕ кондициллĕ. Çав хушăрах çĕнĕ сортсем туянассипе тимлеççĕ. «Герой», «Рассвет», «Ударник», Чкалов, Чапаев, Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем элитăллă вăрлăх туянчĕç ĕнтĕ.

Минераллă удобренисем района иртнĕ эрнере тепĕр 200 тонна кÿрсе килнĕ. Çапла вара вăл пĕтĕмпе 2 пин тонна кирлĕ пулсан, халлĕхе 1350 тонна пур. Ку енĕпе уйрăмах «Восток», «Герой», «Свобода», «Рассвет», «Чемеево», Ильич, Суворов ячĕпе хисепленкен хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелле материалсене вара «Герой», «Оринино», «Свобода», «Восток», «Рассвет», Ильич, Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем, Муркашри чăх-чĕп фабрики кирлĕ  чухлĕ кÿрсе килнĕ.

Хуçалăхсенче халĕ ятарлă графикпа килĕшÿллĕн техосмотр пырать. Çапла палăртуллă тĕрĕслев ирттернĕ хуçалăхсенчи «Рассвет», «Оринино», «Восток», Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхри техника техосмотр витĕр  йĕркеллех пулнă. Ăçта çитменлĕхсем пур, çав хуçалăхсене вĕсене пĕтерме предписани панă хыççăн тепĕр хут тĕрĕслеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика