Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс тумларан пуçланать

20 апреля 2006 г.

 

Кĕнекен пĕлменни çук. Вăл пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшаканĕ çеç мар, пире куллен сĕнÿсемпе канашсем параканĕ. Унпа туласшан, вăл пире мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕпе те паллаштарать, çул çÿревсене илсе тухать, илемлĕх тĕнчине чĕнет, нумай вăрттăнлăхсене уçса парать, шухăша ярать, савăнтарать, култарать...

Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе учительсем куна мар, минута та çухатасшăн мар. Вĕсене кунти библиотекăра хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Галина Аверьяновна Тимофеева кам мĕнпе интересленнине, кама мĕн сĕнмеллине лайăх пĕлсе тăрать, яланах мĕн те пулин çĕннипе савăнтарать. Вулакансен кăмăлне туллинрех тивĕçтерме ăна ялти библиотекăна ертсе пыракан Рената Ивановна Сибякова куллен тимлĕ пулăшать. Ялти библиотекăпа вăйсене пĕрлештерсе, килĕштерсе ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тăрăшулăхне кура вĕсене ыттисен те пулăшас килет. Шкулта ĕçлекенсем вĕсен ыйтăвĕсене яланах шута илеççĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Г. Матросовăпа Е.М. Захарова вара «васкавлă пулăшу» пекех, вăхăтлă та вырăнлă пулăшу кÿреççĕ.

2004 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесен конкурсне те пĕрле йĕркелесе ертсе пычĕç библиотекарьсем. Конкурс çапла пысăк активлăхпа, интереслĕ те анлăн ирттессе, тен, хăйсем те шанманччĕ пулĕ. Асăннă мероприяти вулакансен кăна мар, ÿкерÿçĕсен, сценари çыракансен, артистсен, хаçат кăларакансен, кроссворд ăстисен, сочиненисемпе рецензисем çыракансен, куракансен конкурсĕ пулчĕ.

Кашни класс хăй юратнă кĕнекесемпе авторсене питĕ тăрăшуллă хÿтĕлерĕ. Акă, 2-мĕш классем Ю. Силемĕн «Тумлам» кĕнекипе парада уçрĕç. Мĕн чухлĕ ăсталăх, пултарулăх сцена çинче. Кĕнеки пĕчĕк кăна пулин те, пĕлтерĕшĕ çав тери тарăн. Тумламăн шыравĕсене, шухăшĕсене Надя Архипова, Алексей Петров, Клава Вострюкова уйрăмах ĕнентерÿллĕ уçса пачĕç.

Виççĕмĕшсем куракансене С. Асаматăн «Çумăр ташши» кĕнекине сĕнчĕç. Сăввисене питĕ илемлĕ вуларĕç. Залра ларакасем Наташа Ильина, Максим Капустин, Евгений Максимов вуланă сăвăсене уйрăмах килĕштерчĕç.

4-мĕш классем капăрлатнă сцена çинче В. Тараватăн «Тавçăруллă Марине» кĕнекине хÿтĕлерĕç. Кунта  Анастасия Скворцова, Иван Архангельский, Катя Крылова хастарлăхпа палăрчĕç.

Пиллĕкмĕшсем вара залра ларакасене «Çумăр ташши» кĕнеке тăрăх хатĕрленĕ стендпа тыткăнларĕç. Г.А. Тимофеева йĕркелесе ертсе пыракан шкулти пуканесен театрĕ куракасене «Тумлам» спектакльпе савăнтарчĕ. Залра ларакансем Тумлам рольне вылякан Анна Царева пултарулăхне тăвăлăн алă çупса саламларĕç. Тинĕс тумламран пуçланать. Халĕ ялти библиотекăна куллен çÿрекен, активлă вулакансем: Ю.С. Дементьева, А.С. Филимонова, Н.М. Проскурова, пенсионеркăсем мăнукĕсен ĕçĕсене пăхса  ларнă май хăйсем вуланă пĕрремĕш кĕнекесене ăшшăн аса илчĕç. Вĕсем те, ун чухне пушă вăхăт тупма йывăртарах пулнă пулин те, çав пĕчĕк кĕнекесене вулама май тупнах. Паян вара вуламасăр пурăнма та пултараймаççĕ.

Кĕнекесене юратакасен уявне хутшăнакансене кĕнеке патши - И.Ф. Кожевникова хăйĕн парнисемпе палăртрĕ пулин те, чи пысăк парне вара вăл - вулакасен йышĕ хушăнса пыни, кĕнеке тусĕсен таланчĕ курăнни, вĕсем кĕнекене хаклама пĕлни. Кĕнекепе туслашрăмăр пулсан çак туслăх ĕмĕре пытăрччĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика