20 апреля 2006 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин сĕннĕ 4 наци проектĕнчен пĕри АПК аталантарассипе çыхăннă. Вăл килти хушма хуçалăх тытакансене çак ĕçе татах та вăйлатма пулăшать. Асилтеретĕп: çак тĕллевпе 300 пин тенкĕ таран кредит параççĕ. Кунта вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен яваплă пулмалла, уйрăм çынсене патшалăх пулăшăвне илме пулăшмалла. Çавăнпа та виçĕмкун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура çак ыйту патне тепĕр хут таврăнни те ытлашши мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 1 çумĕ А.Н. Иванов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта уйрăм хушма хуçалăха аталантарма пĕтĕмпе 36 миллион та 834 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Палăртмалла, кун пек пысăк сумма урăх нихăш районах та уйăрмаççĕ. Çакă хăй кăна пирĕн района, район çыннисен малтуртăмлăхне республика шаннине кăтартса парать. Асра тытмалла, илнĕ кредитпа тĕллевлĕн усă курмалла.
Альберт Николаевич çкна палăртрĕ. Паянхи куна уйрăм хушма хуçалăха аталантарма 5 миллион та 800пин тенкĕлĕх заявкăсем пур ĕнтĕ. Палăртмалла: наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кредита 4 банк парать. Çав шутран «Россельхозбанк» тата РФ Перекет банкĕ.
Асăннă çăмăллăха çурхи ĕçсем пуçланиччен илни вырăнлă. Çавăнпа та кÿршĕсем кредит илсе усă курма пуçласса кĕтсе ларсан, çÿлерех асăннă сумма хуçисем сирĕнсĕрех тупăнма пултараççĕ.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те наци проекчĕ пысăк пулăшу парать. Уйрăмах строительство ĕçĕсенче. Патшалăх пулăшăвне ял хуçалăхĕн çак секторне аталантарма илекенсем тупăнсах пыраççĕ. «Гавитан», «Воюн» хыççăн вĕсен списокĕ татах ÿсрĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчен вара «Рассветпа» Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пуçларĕç ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра «Волга» 6 миллион, «Агроурожай» 8 миллион тенкĕ кредит илме документсем хатĕрлеççĕ.
Çакна палăртмалла. АПК аталантарма пулăшакан наци проекчĕ паян ял хуçалăх кооперативĕсене йĕркелесе яма та май парать. Çак ĕçе йĕркелессипе те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăх тăрăшмалла.
Наци проектне ял хуçалăхĕнче пурнăçлас ыйтупа район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тунтикун район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлура та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинарĕнче те вырăнсенче вăхăта сая ямасăр тимлемелли пирки çирĕппĕнех каларĕ. Çавăн пекех çак икĕ мероприятинче те Юрий Александрович çĕр пайĕсене регистрацилес ыйтупа та паянах вăхăта сая ямасăр ĕçлемеллине палăртрĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"