Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх вăл вĕçĕ-хĕррисĕр.

20 апреля 2006 г.

 

Март уйăхĕ те вĕçленчĕ. Хĕл каçа районти художество пултарулăхĕн ушкăнĕсен мĕнлерех ÿсĕмсем тунипе паллашма вăхăт çителĕклĕ пулчĕ. Сцена çине халăх умне тухиччен артистсен те хатĕрленмелĕх вăхăт пулнă. Мĕншĕн тесен коллективсен художество пултарулăх смотрĕн графикне вăл пуçланиччен чылай маларах вырăнсене çитернĕ. Хăш коллектив хăйĕн тивĕçĕ çине мĕнлерех пăхнине вара жюри членĕсем çеç мар, залра ларакансем те лайăх ăнланчĕç.

Чыса çĕнсе илме çăмăл мар, анчах ăна тытса пыма татах та йывăртарах. «Халăх коллективĕ» ята çĕнсе илнисем кăçал та куракансен куçĕнчен ÿкменни савăнтарать. Чи маттуррисем вара юрăпа ташă ансамблĕсенчен Орининти «Шуракăш» артисчĕсем (илемлĕх ертÿçи - С. Каликов) пулчĕç. Москакассинчи «Шуçăмпа» (П. Быков), Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» (Р. Петров) 2 тата 3 вырăнсене тухрĕç.

Фольклор халăх ансамблĕсен хăйсен çĕнтерÿçисем. Малти 3 вырăна çапла  пайларĕç: Ярапайкассинчи «Екрем» (В. Романов) 1-мĕш,  районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Муркаш» (З. Яковлева) 2-мĕш, «Тăванлăх» (Н. Кондукторова) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Халăх театрĕсенчен  Орининсемпе Кашмашсем кăçал та савăнтармаллипех  савăнтарчĕç куракансене.  Орининти халăх театрĕн  опычĕ те, пултарулăхĕ те çителĕклех. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсем смотра вăхăтра тухаймарĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе вăл вĕçленнĕ хыççăн тепĕр уйăхран çеç - апрелĕн 1-мĕшĕнче Кашмашри Культура çуртĕнче паллаштарчĕç. Кашмашсем вара смотр-конкурса палăртнă графикпа килĕшÿллĕн вăхăтра тухрĕç, хăйсен артист пултарулăхĕ те кирлĕ шайра пулнине çирĕплетрĕç. Çапла вара çак пĕтĕм сăлтавсене шута илсе, Кашмашсем 1 вырăна тухрĕç. Орининсем вара - 2 вырăна: çитес çул вĕсем смотр-конкурса графикпа палăртнă кун тухасса шанас килет.

Калаçăва çĕнтерÿçĕсенчен пуçларăмăр пулсан, вĕсене ытти коллективсем хушшинче те палăртар-ха. 18 юрăпа ташă ансамблĕсенчен  Сыпайсем (Е. Сорокин) çĕнтерчĕç. Юнкăсемпе (М. Ягунов) Калайкассисем (И. Александров) хыççăнхи парнеллĕ вырăнсенче.

Смотра хутшăннă 6 эстрада  ушкăнĕнчен Турайсене (В. Никитин) çитекенни пулмарĕ. Тойкилтĕсемпе (В. Железнов) Катькассисем (А. Иванов) сумлă  2 тата 3 вырăнсенче.

Смотрта 8 драма коллективĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне вара Шомикри Н. Периков ертсе пыракан ушкăн тивĕçрĕ. Çуткÿлти ( А. Семенова) тата Панклири (А. Семенова) артистсен ĕçне те жюри тивĕçлипех хакларĕ. Вĕсем 2 тата 3 вырăнсенче.

Районти çак тĕрлĕ коллективсен пултарулăхĕпе паллашнă чух, мăнаçланатăн та, савăнатăн та. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен çакăн пек маттур коллективсем пур чух, вĕсем юрă-ташăра, спектакльсенче хамăрăн чăвашсен, пурнăçне, йăли-йĕркине чун-чĕре илтмелле куракансем патне илсе çитереççĕ пулсан, пурăнатпăр-ха. Çитĕнекен ăру çакна курса, ăша хывса ÿсет пулсан, артистсем сцена çинче ахаль тухмаççĕ.  Ку пĕрре.

Тепĕр енчен, коллективсен пултарулăхĕ  паянхи артистсен çĕнĕ тăсаканĕсене çуратать. Акă, Шомикри  драма коллективне валли И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студенчĕ Дмитрий Моисеев ятарласа пьеса çырнă. «Ăнсăртран аслати авăтсан» камит авторĕ вăл.  Пулас драматургра (ку чăннипех те çапла пуласса шанас килет) артист пултарулăхĕ те тепса тăрать иккен, роле чăн пурнăçри пекех калăпласа куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Кăçалтан пуçласа 131-мĕш номерлĕ федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн культура учрежденийĕсене тытса тăрассишĕн, вĕсен ĕçне йĕркелесе аталантарассишĕн, ял тăрăхĕсем яваплă пулса тăраççĕ. Асăннă смотр-конкурс ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен çак тивĕçне ăнланнине те кăтартса пачĕ. Вĕсенчен  хăшĕсем артистсемпе пĕрле сцена çине тухрĕç. Вĕсен çак утăмĕ вырăнти администраципе халăх хушшинчи ăнленулăх кĕперĕ хывăннине çирĕплетсе парать. Çакăн йышшисем халăха  хăй тавра чăмăртаса, ĕçе вырăнсенче кирлĕ пек йĕркелеме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатлий Кудряшов хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле Сыпай артисчĕсемпе сцена çине тухса савăнтарчĕç.

Смотр-конкурса коллективсем хутшăнни те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сцена çине тухса вĕсене тав туни, вĕсем пирки ăшă сăмах калани те çав ял тăрăхĕсенче пурнăç вĕресе тăнине кăтартса парать. Ертÿçĕсен ăшă сăмахĕ, куракансем тăвăллăн алă çупни - çакăнтан хакли мĕн пултăр артистсемшĕн.
Шел пулин те, пур ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен территрорийĕнчи пур коллективсене те хавхалантарса сцена çине те кăларма пултараймарĕç.

Районта ял тăрăхĕсем 16. Кашнинчен культура учрежденийĕсен шучĕ тĕрлĕрен. Мăн Тутаркасри, Мăн Хураçкари (Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ), Рыкакассинчи (Москакасси  ял тăрăхĕ), Кĕрекаçри, Чурикассинчи (Катькас ял тăрăхĕ), Мулкачкассинчи (Оринин ял тăрăхĕ), Шурчари, Кÿстерекри, Шуркассинчи (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Купăрляри (Уйкас Янасал ял тăрăхĕ), Матьăкри, Вăрманкассинчи (Йÿçкасси ял тăрăхĕ), Тушкассинчи (Турай ял тăрăхĕ) культура çурчĕсем хупăнман. Вĕсенче  ĕçлекенсем те пур, ĕç укçине илекенсем те... Художество пултарулăх коллективĕсен сморт-конкурсне мĕн сăлтавпа хутшăнмарĕç-ши;  Çитес çул çак çитменлĕхе пĕтерĕç-ши; Шанас килет çакна.

Чи кирли çĕнтерÿçĕ пулни мар-çке. Хăвăн пултарулăха хăв курса ĕненни, унпа çынсене савăнтарни. Çавăн пекех ытти коллективсем çине вĕсенчен ыррине илесси. Тепĕр тесен, урăх çынсен йăнăшĕсенчен те вĕренме пулать вĕт: вĕсен çитменлĕхĕсене курса, хăв çавна тăвас мар, тетĕн. Çавăнпа та кăçалхи смотр-конкурса хăйсене лайăх енчен кăтартнă коллективсене те асăнас килет. Ан тив, кăçал çĕнтерÿçĕ пулаймарĕç  пулин те вĕсем,  сцена çине тухас тесе нумай ĕçлени яр уççăнах курăнать. Вĕсем лартнă концертсемпе, спектакльсемпе жюри çеç мар, куракансем те çав тери кăмăллă пулчĕç. Вĕсем: Платкасси, Ярославка, Чемей, Елшик, Çурлатри, Анаткас, Вăрманкасси (Треньккă ял тăрăхĕ), Мăн Шашкар, Шетмĕпуç, Чуманкасси, Исетерккĕ, Сыпай, Ятман, Çармăçкасси, Ваçкасси коллективĕсем. Çак списока кĕреймен ушкăнсем вара хăйсем валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿ турĕç пулĕ. Хăйсен пултарулăхне туптас тесе вĕсен çине тăмалла. Концертсенчи уйрăм юрлакансем те сахал мар пулчĕç. Çав шăпчăк сассиллĕ солистсене ятран асăнманни тĕрĕс мар пулĕччĕ. О. Текеева, Г. Иштудов, А., Иштудов (Çармăçкасси), Н. Таймаскина (Тренькă), В. Петрова, Н. Борзаева (Кашмаш), Л. Лебедева, Н. Вишнева (Шатракасси), Н. Яковлева (Сыпай), Л. Яковлева (Муркаш), А. Аксендарова (Çурлатри), Л. Кудряшова (Юнкă), А. Семенова, С. Вениаминова, А. Иванова (Турай), О. Павлова (Тойкилтĕ), Е. Угорова, К. Мочалов, (Катькас), Н. Федорова (Калайкасси) тата ыттисем те. Чăннипех те куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Сассисем çеç-и, еплерех килĕшÿллĕ тытаççĕ тата вĕсем хăйсене сцена çинче. Ташă ушкăнĕсем, пирки те, уйрăм ташлакансем  çинчен те çавнах каламалла.

Районти Культура çурчĕ çумĕнче «Расна» эстрадăпа фольклор ушкăнне те уйрăммăн асăнса хăварас килет. Кĕске вăхăтрах вăл хăйне лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрчĕ, нумай-нумай çĕре çитсе куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Сцена вăл артистсемпе куракансен çыхăнтаракан кĕпер пулĕ. Унăн çирĕплĕхĕ, кирлĕ пулни çак икĕ енĕнчен те нумай килет. Артистсем пирки нумай калаçрăмăр паян. Пушă залра юрлани вĕсене хăйсен пултарулăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕтĕмлетÿ тума пулĕ. Художество пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче вара культура учрежденийĕсенче халăх лăк тулли пулчĕ. Тавах вĕсене юрра-ташша юратнăшăн, тăван халăх культурине телесериалсенчен мала хунишĕн. Артистстене вĕсем тăвăллăн алă çупса татах та хавхалантарчĕç, вĕсене ăшă сăмахсем каларĕç.

Несĕлĕмĕрсен чăвашлăх тымарĕ, тăван культура юрă-ташăсенче упраннă, çĕнелсе аталаннă чух, çак ырă ĕçе хамăр хутшăннă чух пĕтмест-ха тăван халăх историйĕ те, культури те, аннемĕр парнеленĕ тăван чĕлхемĕр те.

Смотр-конкурса тĕрлĕ номинаципе çĕнтернĕ коллективсемпе эпир кăçалах тепĕр хут районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче тĕл пулăпăр-ха. Вĕсен пултарулăхне тепĕр хут пăхса савăнăпăр. Унччен вара вăхăт пур-ха. Ку вара лăпланса лармаллине пĕлтермест. Хамăрăн пултарулăха ÿстерес тесе татах та çине тăрса тимлемелле пулать. Пултарулăх вĕçĕ-хĕррисĕр вĕт. Унăн куçа курăнакан мелĕсене те, курăнман вырăнĕсенче тупасси вара - пирĕн ĕç.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика