Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канада хăнисем район ĕçĕпе кăмăллă

20 апреля 2006 г.

 

Çут тĕнчере сывлăхран хакли нимĕн те çук. Сывлăх пулсан пурте пулать. Шел пулин те, çакна чирленĕ хыççăн кăна ăнланса илетпĕр. Сăмах май каласан, пирĕн районта темиçе çулах ĕнтĕ ведомствăсем хушшинчи профилактика канашĕ ĕçлет. Унăн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ ведомствосемпе пĕрле ĕçлесе халăхра сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, çынсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшасси. Калас пулать, ку тĕлĕшпе пиĕрн районта ĕçсем япăх мар пыраççĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ çак канашăн ĕçĕпе кăсăкланса апрелĕн 4-мĕшĕнче района Канадăран ятарлă делегаци килсе кайрĕ. Вĕсене кăсăклантаракан тĕп ыйту - Раççей Федерацийĕнчи регионсенче сывлăха сыхлас ĕçе мĕнле йĕркелени. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç аталанăвĕн агенствин Канадăри эксперчĕсемпе - Джима Мак Брайта тата Фрея  Перкинспа пирĕн района Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас ĕç реформине техника  пурнăçлама пулăшакан техника директорĕ Д.А. Матвеев, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата аталану министрĕн çумĕ И.Ю. Лысенкова, медицинăн  информаципе аналитика центрĕн ертÿçи Т.Г. Богданова килчĕç.

Малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тата ведомствосем хушшинчи профилактика канашĕн членĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ю.А. Иванов, унăн çумĕ, асăннă  çак  канаш ертÿçи А.Н. Иванов, районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе ытти ведомствосемпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç. Ведомствосен хушшинчи профилактика канашĕн членĕсем - район администрацийĕн пай ертÿçисем ку тĕлĕшпе мĕнле çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтерчĕç.

Калас пулать, районта сывлăха сыхлас ĕçре нумай программăсемпе усă кураççĕ, çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе вырăнсенче ял тăрăхĕсемпе, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Районти больницăсенче пысăк квалификациллĕ врачсемпе медсестрасем  çынсен сывлăхне сиплеççĕ. 8 хирург республикăра тăвакан операцисене район шайĕнчех туса çынсен пурнăçне çăлаççĕ. Медицина ĕçченĕсем хăйсен квалификацине ÿстерсе пыраççĕ. Ялсенчи пĕрлехи практика врачĕн уйрăмĕсене уçни те çынсен сывлăхне сыхлас, вĕсене вырăнта тĕрĕс диагноз лартса вăхăтра сиплес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Социаллă аталану, социаллă хÿтлĕх пайĕ т. ыт. пайĕсем те пĕрле ĕçлени сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшать.

Канада хăнисем республика представителĕсемпе пĕрле Нискассинчи пĕрлехи практика врачĕн уйрăмĕнче, Нискассинчи вăтам шкулта пулса вĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем районта халăх сывлăхне сыхлас ĕçе йĕркеленине лайăх хак пачĕç, ведомствосен пĕрлехи ĕçне те ырларĕç.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика