Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татах ăнлантармалла

20 апреля 2006 г.

 

Кăçал июль уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ ирттернине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Асăннă çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти çинчен районта пурăнакансем мĕн шутланине пĕлес тĕллевпе тĕпчев ирттернĕ. Анкетăна пĕтĕмпе 8 ыйту кĕртнĕ. Çав хуравсем тăрăх çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать.  «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пирки эсир пĕлетĕр-и;» текен ыйтăва хурав панă çынсем пурте çакăн пирки пĕлни çинчен паллă тунă. Вĕсенчен 5-шĕ çакăн пирки телевиденирен, 8-шĕ радиоран, 11-шĕ хаçатран, пĕри Интернет урлă пĕлни пирки пĕлтернĕ. Калаçăва хутшăнакансенчен кашниех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерни кирлĕ пулнине палăртнă. 7 çын çырав влаçрисене    5-шĕ ялти çынсене, 3-шĕ çырав влаçрисене те, ялти çынсене те пĕр пекех кирлĕ тесе шутлаççĕ.Иккĕн ку ыйту çине хурав пама тăхтанă.

Калаçăва хутшăннă 16 çынран  14-шĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне çĕршывшăн пысăк событи тесе шутлать. Иккĕн ку ыйту çине хуравламан. Анкетăсене тултарнă 16 çынран 15шĕ ял хуçалăх çыравне хутшнма хатĕрленет, тепри çапла тума шутламасть. 11 çын çак ĕçе юлташĕсемпе кÿршисем хутшăнасса та пĕлет, 5-шĕ ку  ыйту çине татсах хуравлайман.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ хыççăн ял çĕнелсе улшăнасса, ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси ÿсессе 12ĕн çирĕппĕн шанаççĕ, çыпавран çакна кĕтеççĕ. Виçĕ çын тăхтаса тăнă ку ыйтăва хуравлама, пĕр çын çак мероприятие налуксемпе çыхăнтарать. Калаçăва хутшăннă çынсенчен 7-шĕ çырав хучĕсене тĕрĕс те  тулли хуравлама палăртать. 7ĕн кун пирки татсах калайман, тепĕр иккĕшĕ тĕрĕс хуравсем парасшăн мар иккен.

Çакна палăртмалла. Анкета ыйтăвĕсем çине хуравлакансем 30-47 çулхи çынсем.

Асăрхарăр пулĕ, халь çеç илсе кăтартнă хуравсем Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ирттернине, çырав хучĕсене туллин те тĕрĕс хурав памаллине çынсем патне çитерессипе пирĕн татах та тимлемеллине кăтартса парать.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çакна тĕпе хурса, малашне ку тĕлĕшпе татах та тăрăшарах ĕçлессе шанас килет.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика