Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш ĕçе пуçăнчĕ

20 апреля 2006 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнче йĕркеленĕ районсемпе хуласен пуçлăхĕсен Канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен республикăра  Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» саккуна пурнăçлама тытăнчĕç. Çак ĕçре шăпах асăннă Канаш витĕмлĕ вăй пулса тăма тивĕçлĕ. Ăна Президент Указĕпе нарăсăн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Канаша Николай Федоров ертсе пырать.  Николай Федоров çакна палăртрĕ: Канашăн тĕп тĕллевĕ - республикăн тата уйрăм муниципалитет йĕркелĕвĕсен социаллă экономика аталанăвĕнчи чи кирлĕ ыйтусене татса памалли майсем палăртасси. Канаш членĕсем ку тĕлĕшпе кулленхи ĕçре усă курса тивĕçлĕ паха сĕнÿсем хатĕрлĕç. Çапла вара Канаш малашне паха опыта сармалли хăйне евĕр институт пулса тăрĕ, анлă плансемпе приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре тĕп вырăн йышăнĕ.

Сирĕнтен тухăçлă, пур енĕпе те килĕшÿллĕ, усăллă ĕç çеç кирлĕ, - палăртрĕ Президент. - Çавăн чухне çеç эпир сире республика енчен тивĕçлĕ пулăшу кÿме пултаратпăр.

Республика ертÿçи çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçре паха опыт анлă сарăлнине аса илтерчĕ. Çывăх вăхăтра вара республика çыннисене таса шывпа тивĕçтермелле. 2007 çулта тĕслĕх  библиотекăсен сетьне тăвассине вĕçлемелле. Çак тĕллевсене пурнăçлас ĕçре влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи органĕсем пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнса ĕçлесен çеç çитĕнÿсем тума пулать.

Финанс министрĕ Николай Смирнов районсенче чиновниксен йышĕ пурнăçпа çыхăнса тăманнине палăртрĕ. Çакна вăл тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, Красноармейски район администрацийĕн штатĕнче 79 чиновник ĕçлет, Патăрьелĕнче - 77. Çав вăхăтрах Красноармейскинче 20 пине яхăн çын пурăнать пулсан,  Патăрьелĕнче - 40 пине яхăн çын. Красноармейски чиновникĕсене çулталăкне ĕçшĕн тÿлеме 4 миллион тенкĕ кирлĕ. Мĕнле тупăшлă ĕç çинчен калаçма пулать кун пек чухне;

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика