Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ ăмăрту

20 апреля 2006 г.

 

Апрелĕн 1-мĕшĕнче Ярапайкассинчи вăтам шкулăн спорт залĕнче И.Г. Мешаков парнисемшĕн йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта мĕн пурĕ 7 команда хутшăннă. Вĕсем волейболла выляссипе, канат туртассине пăшалтан тĕл перессипе ăмăртнă.

Спортсменсене ăнăçусем сунса Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.И. Кудряшов, «Лидер» хуçалăх ертÿçи Э.В. Мочалов саламланă.

Ăмăртусем çивĕч  кĕрешÿре, хĕрÿ иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна «Моргаушрайбыт» команди çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - «Лидер» хуçалăх команди, «Чувашсетьгаз» ООО Муркаш районĕнчи уйрăмĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата укçан парнесемпе чысланă. Ытти командăсем те хавхалантармалли парнесене тивĕçнĕ.

Ярапайкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ  ăмăртăва ирттерме пулăшса спонсорла пулăшу панăшăн  «Лидер» хуçалăх администрацине,  уйрăм предпринимательсене - В.А. Любимова, Э.И. Баранова, Г.В. Щукина чĕререн тав тăвать, хăйсен ĕçĕнче ÿсĕмсем  сунать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика