Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çинчен ыйтаççĕ çыравçăсем

27 марта 2006 г.

 

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртет. Июль уйăхĕ те çапла çитсе тăрĕ. Эсир пĕлекен çыравçăсем сире Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çырăвĕн çырав хучĕсене тултарса çырма ыйтсан, унти ыйтусем çине тĕрĕс те тулли хуравламалла.

Çырав хучĕсем миçе тĕрлĕ пулаççĕ; Тата вĕсенче сăмах мĕн çинчен пырĕ; Хаçат вулакансем ыйтнипе çак ыйтусемпе эпĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне пирĕн районта ирттерессишĕн яваплă С.Ф. Кириллова уполномоченнăйа патăм.  Акă, мĕнле хурав пачĕ вăл:

Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен тĕрлĕ категорийĕ валли çырав хучĕсем те тĕрлĕрен.  Пĕтĕмĕшле вĕсем 4 тĕрлĕ. 1, 2, 3 формăллă çырав хучĕсенче, тĕпрен илсен, пĕрешкелтерех ыйтусем. Çав хушăрах вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ.

- Светлана Фадеевна, эппин, 4 тĕрлĕ çырав хучĕсенчен кашнин çинче чарăнни вырăнлă пулĕ.

- 1-мĕш формăллă çырав хучĕ ял хуçалăх организацийĕсем валли. Ăна организаци ертÿçин е вăл шаннă çыннăн тултарса çырмалла. Çырав хучĕ 8 пайран тăрать:

- пĕтĕмĕшле характеристика*

- ĕç ресурссĕсемпе вĕсен демографи тĕлĕшĕнчи характеристика*

- ĕç ресурссĕсем тата вĕсемпе усă курни*

- ял хуçалăх культурисене акмалли тата нумай çул ÿсекен культурăсем лаптăкĕсем*

- ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕх шучĕ*

- ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарни*

- инфраструктура, техника хатĕрĕсем тата производство пÿлĕмĕсем* - уставной капитала (фонда) акционерсем (учредительсем) хушшинче валеçсе пани.

- 2-мĕш номерлĕ çырав хучĕ камсене валли;

- Вăл хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсем валли. Унта çакăн пек пайсене кĕртнĕ:

хуçалăхăн пĕтĕмĕшле характеристики: кунта хуçалăха хăçан тата мĕнле туса яни, 2005 çулта хуçалăх мĕнлĕ экономика тĕсĕпе ĕçлени, хуçалăхри пурлăх кам çинче пулни, ăна кам ертсе пыни, ял хуçалăх е потребительсен кооперативне кĕнипе кĕменни çинчен çырмалла.

Ĕç ресурссĕсемпе тата вĕсен демографи тĕлĕшĕнчи характеристики. Ку пайра фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ хĕрарăм е арçын пулнине, ÿсĕм тапхăрне, мĕнле пĕлÿ илнине, ĕç стажне, çав шутран ял хуçалăхĕнчине те палăртмалла. Çавăн пекех хуçалăхра ĕçлекен çемье членĕсем, яланлăх ĕçе илнĕ çынсем, вăхăтлăх ĕçлекенсем миçе пулнине, вĕсем хĕрарăм е арçын пулнине, ÿсĕмне, пĕлÿ шайне, укçа-тенкĕ çăлкуçĕ тата пуррипе çуккине те палăртмалла.

Çĕр ресурссĕсем тата вĕсемпе усă курни: кунта вара хуçалăх çумне çирĕплетнĕ çĕрсен, çавăн пекех 2006 çулта усă курнă  çĕрсен характеристикине те кĕртмелле, ял хуçалăх çĕрĕсен тĕсĕсене, çавăн пекех çĕр лаптăкĕсемпе усă курма право панă çĕрсене те асăнмалла.

«Ял хуçалăх культурисене акмалли лаптăксем» тенĕ çĕре вара акмалли пур лаптăксене те, ăçта мĕнле ял хуçалăх культурисене акнине палăртса çырмалла. Унтах улма-çырла культурисене миçе тĕп тата мĕн чухлĕ лаптăк çинче лартнине те кĕртмелле.

«Ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне» вара 2006 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне миçе пуç, çавсене кĕртмелле.

«Ял хуçалăх продукчĕсене сутни» тенĕ çĕре вара 2005 çулта хăвăр туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсенчи мĕн чухлĕ патшалăх валли туянакан организацисене, промышленноçпа суту-илÿ организацийĕсене, пасарта, хăвăрăн суту-илÿ сечĕ урлă е обществăлла апатлану предприятийĕсене сутнине çырмалла. Тата хăвăр туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе ĕçшĕн тÿлерĕр е ăна урăх япалапа улăштартăр пулсан, çавсене те палăртмалла.

«Инфраструктура, техника хатĕрĕсем тата производство пÿлĕмĕсем» текен вырăнта фермер хуçалăхĕнче ку тĕлĕшпе мĕнле усă кураççĕ, çавсене çырмалла. Çавăн пекех унта юлашки 12  уйăхра ял хуçалăх ĕçĕсене тума тата ытти организацисен техникипе усă курнă пулсан, вĕсем пирки те çырса хумалла. Ял хуçалăх продукчĕсен тирпейлемелли оборудованисем пирки те çырса хума манмалла мар.

- Хушма хуçалăх тата ытти уйрăм хуçалăх тытакансем мĕне шута илмелле çырав хучĕсене тултарнă чух;

- 3-мĕш формăллă çырав хучĕ шăпах вĕсем валли. Унта чи малтанах пĕтĕмĕшле характеристика çырмалла. Урăхла каласан, çырав хутне  тултарса çыраканпа пĕрле тата пурăнать, 2006 çулта хуçалăхра ял хуçалăх продукчĕсене туса илнĕ-и тата мĕн тĕллевпе, çемье членĕсем ял хуçалăх кооперативĕнче тăраççĕ-и, çаксем пирки çырмалла.

«Ĕç ресурссĕсем» тенĕ çĕре вара миçе çын хуçалăхра ĕçлени, 2005 çулта ял хуçалăх ĕçĕсене тума ытти çынсене явăçтарнипе явăçтарманнине пирки пĕлтермелле.

Хуçалăх çумне çирĕплетнĕ тата 2006 çулта усă курнă çĕрсем, çавăн пекех мĕнле ял хуçалăх культурине мĕн чухлĕ лартни, усă курма право пур çĕрсем пирки «çĕр ресурссĕсем тата вĕсемпе усă курни» текен çĕрте çырмалла.

«Ял хуçалăх культурисем тата нумай çул ÿсекен йывăç-курăксем» текен вырăна мĕн чухлĕ лаптăк çине ял хуçалăх культурисем, улма-çырласем лартни çинчен пĕлтермелле.

«Ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх шучĕ» пирки çырнă чух сирĕн 2006 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн чухлĕ - çавсене кĕртмелле çырав хучĕ çине.

Унта çавăн пекех тавар туса илекен ял хуçалăх продукчĕсенчен мĕн чухлĕ сутни çинчен пĕлтермелли вырăн та пур. Çырав хутĕнче çавăн пекех инфраструктура, техника хатĕрĕсем тата производство пÿлĕмĕсем пирки те, килти хушма хуçалăхра кам мĕнле пулăшу пани пирки те пĕлтермелле.

- 4-мĕш çырав хучĕсем кам валли;

- Вăл вара сад, пахча,  выльăх-чĕрлĕх тата коммерциллĕ мар хушма хуçалăхĕсен пĕрлешĕвĕсене валли. Унта çакăн пек пайсем пур:

- Пĕтĕмĕшле характеристика: кунта çав пĕрлешÿ специализацийĕ, юридици статусĕ, вырăнти тата районсем хушшинчи коммерцилле мар пĕрлешÿсенче тăнипе тăманни çинчен, çавăн пекех пĕрлешÿн автомобиль çулĕсемпе çыхăну пур-и, телефон çыхăнăвĕ, шывпа ăшăпа автономлă майпа тивĕçтерекен çăлкуçсем пур-и - çавсем çинчен те çырмалла.

Асăннă пĕрлешÿсен çырав хучĕсенче тата çĕр ресурссĕсемпе вĕсемпе усă курни çинчен те çырмалла. Кунта пĕрлешĕвĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ, граждансен çĕр лаптăкĕсемпе усă курмалли правăсен тĕсĕсем çинчен те пĕлтермелле.

Çав 4-мĕш формăллă çырав хучĕн хушса çырмаллийĕ те пур. Унта çав коммерциллĕ мар пĕрлешÿсен членĕсен ĕçĕсем çинчен каланине кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле характеристикăра пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкне кăтартмалла. Çав шутран - мĕн чухлĕ лаптăка хуралтăсемпе, сооруженисем, çулсем йышăнни, мĕн чухлĕ çĕр çинче декоративлă культурăсем пирки.

Ял хуçалăх культурисен тата нумай çул ÿсекен йывăç-курăксене акмалли лаптăкĕсем çинчен пĕлтернĕ чух лаптăкĕ тата миçе тĕп улма-çырла лартни пирки çырмалла. Улма-çырласем  çинчен пĕлтернĕ чух вĕсем пирки 2006 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне миçе çул çимĕç панине палăртмалла.

Çак 4-мĕш  çырав хучĕсене тултарса çыракансене вĕсем тĕрĕс те тулли информаци пама ан шикленччĕр тесе мĕн калама пултаратăр;

- Ял хуçалăх çыравĕ вăхăтĕнче пуçтаракан информаци вăрттăн шутланать. Вĕсем пирки уйрăм çынсене тата юридически лицосене усал тăвас тĕллевпе усă курмаççĕ. Уйрăм çынсен пурнăçĕпе харпăрлăх хуçин тĕкĕнменлĕхĕн принципĕсене тĕпе хураççĕ çырав вăхăтĕнче. Çитменнине, анкетăсем анонимлă. Ас илтеретĕп: вĕсенче çырав хучĕсем кам тултарнине те, адресне те палăртмаççĕ.

Çырав вăхăтĕнче илнĕ информаципе налук органĕсене те, шалти ĕçсен органĕсене те памаççĕ. Саккунпах пăхса хăварнă çакна. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ял хуçалăхне тĕрĕс хак пама, ял пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ирттереççĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн базипе те пĕтĕмĕшле информаци панă  чух çеç усă курнă. Çырав хучĕсем çырав хыççăнах пĕтернĕ. 2006 Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çырăвĕпе те çаплах. Пĕтĕм сведенисене анализ тунă хыççăн, çырав хучĕсене пĕтереççĕ. Вĕсем ниçта та упранмаççĕ.

-Тавах, Светлана Фадеевна, ăнланмалла калаçушăн.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика