Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунпа килĕшÿллĕн параççĕ

27 марта 2006 г.

 

Районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн редакцине кунсерен çырусем килсех тăраççĕ. Тĕрлĕ ыйтусем хумхантараççĕ хаçат вулакансене. Нумаях пулмасть Муркашра пурăнакан Е. Алексееваран çыру килчĕ. Вăл ăçта тата мĕлне организацисемпе предприятисенче сиенлĕ ĕçшĕн сĕт панине пĕлесшĕн. Унăн ыйтăвĕсене паян районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин хуравлать:

«РФ   Ĕç кодексĕн 222 статйипе тата Раççей ĕç министерствин 2003 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчи» «Сиенлĕ ĕç условийĕсемпе çыхăннă ĕçсенче вăй хуракансене сĕт е унпа танлашакан продуктсене тÿлевсĕр памалли нормăсемпе условисене çирĕплетесси çинчен» постановленийĕпе килĕшÿллĕн сиенлĕ условисенче ĕçлекенсене палăртнă нормăпа тÿлевсĕр сĕт е унпа танлашакан апат-çимĕç продукчĕсем параççĕ. Уйрăмах сиенлĕ çĕрте ĕçлекенсене çирĕплетнĕ нормăпа тÿлевсĕр сиплевпе профилактика апат-çимĕçĕпе тивĕçтереççĕ.

Раççейри сывлăха сыхлас ĕç министерстви 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе çынна сĕт е ăна улăштаракан ытти продуктсене (кефир, простокваша т. ыт. те) мĕнле хими препарачĕсемпе ĕçленине кăтартакан перечене пăхса чирлесрен сыхлас тĕллевпе параççĕ.

Пектинпа пуянлатнă апат-çимĕç продукчĕсене, улма-çырла сĕткенĕсене т. ыт. те ĕç пуçланас умĕн памалла, сĕт продукчĕсене - ĕç кунĕ вăхăтĕнче.

Сĕт парассин ыйтăвĕсене татса панă чухне çак условисене шута илмелле:

- сĕте пĕр сменăра 0,5 килограмм параççĕ*

- сĕте е унпа танлашакан продуктсене буфетсенче, столовăйсенче е ятарлă пÿлĕмсенче памалла, унтах усă курмалла (ĕçмелле)*

- сĕтшĕн укçан тÿлеме, çавăн пекех уншăн (сĕт продукчĕсемсĕр пуçне) ытти тавар е апат-çимĕç пама, сĕте малаллахи е иртнĕ сменăсемшĕн пама, киле парса яма та юрамасть.

Вăйра тăракан законодательствăпа тата ĕç условийĕсем пирки ĕç вырăнĕсене аттестациленин результачĕсене шута илсе, сиенлĕ, сывлăхшăн хăрушă производство факторĕсем пуррине тата уншăн мĕнле çăмăллăхсем (компенсацисем) памаллине тивĕçлĕ профессипе е должноçпа ĕçлекен çынсем валли ĕç договорĕн содержанийĕнче пăхса-çирĕплетсе хăвармалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика