27 марта 2006 г.
Кăçалхи нарăсăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Министерствăсен кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем
Муркашри АТСа цифрăллă оборудованипе хăçан тивĕçтерĕç;
В. Лаврентьев, Муркаш район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ.
Чăваш Енĕн Патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, «ВолгаТелеком» АУОн республикăри филиалĕ панă информаципе килĕшÿллĕн 2006 çулта Муркашри АТСа реконструкцилеме палăртман. Реконструкци ыйтăвне «ВолгаТелеком» АУО ертÿçисем 2007 çулта пăхса тухĕç.
Хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисен субъекчĕсем кредит илмелли механизма ансатлатма май çук-и; С. Ермаков, Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене кредит парас енĕпе халĕ хăйсен программисемпе мĕн пур банк учрежденийĕ ĕçлет. Калăпăр, РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ пĕчĕк предпринимательлĕх валли кредитсем уйăрать. Çак категори валли ятарласа 2005 çулта хăйĕн норма докуменчĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ:
кĕске вăхăтлăха кредит илмелли документсен пуххине пĕчĕклетнĕ*
финанс отчет памалли юлашки кун йышăнаççĕ*
кредит заявкине пăхса тухмалли чи кĕске вăхăта палăртнă - 8 ĕç кунĕ*
кредита унпа тĕллевлĕн усă курассине çирĕплетмесĕрех укçан - 500 пин тенкĕ таран - илме май пур*
туллин салукпа тивĕçтермесĕрех кредит пама пултараççĕ*
уйрăм предпринимательсем валли инвестици кредичĕсен вăхăтне тăснă - 5 çул таран*
пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен инвестици проекчĕсемпе кредитăн виçи 12 миллион тенкĕ таран пулсан документсен пуххине ансатлатнă.
«Россельхозбанк» АУОн Чăваш регион филиалĕ те асăннă категори валли «Ялти хушма хуçалăх» программăпа тата АПКри пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене укçапа пулăшмалли социаллă программăпа кредитсем уйăрать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çак банк 2006 çулхи нарăсра ял хуçалăх производстви валли халăха кредитсем памалли инструкцие вăя кĕртнĕ, унпа килĕшÿллĕн документсем хатĕрлемелли йĕркене палăрмаллах ансатлатнă, заемщиксенчен документсен минимумне çеç ыйтаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"