Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕшсем каллех малтисем

27 марта 2006 г.

 

Мартăн 19-мĕшĕнче Тивĕшри вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе 9 класра вĕренекенсен 34-мĕш слечĕ иртрĕ. Унта 7 шкулти вĕренекенсене чĕннĕччĕ, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула слета 4 шкулти тăххăрмĕш класра вĕренкенсем кăна хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче: Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри, Тивĕшри, Панклири тата Шетмĕпуçĕнчи шкулсенчен командăсем пулчĕç.

Кăçал ку слета Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкне халалласа ирттерме йышăнтăмăр.

Малтанах спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Вĕсем питĕ çивĕч иртрĕç. Слета хутшăннисен Раççей Геройĕ Е. Борисов ячĕллĕ куçса çÿрекен кубокшăн спортри тата вĕренÿри пултарулăхне кăтартмалла пулчĕ.

Тивĕшри вăтам шкулти 9 классра вĕренекенсем чылай ăмăртусемпе конкурссенче малта пулчĕç. Панклири тĕп шкулта вĕренекенсем те вĕсенчен юласшăн мар, хастаррăн ăмăртрĕç. Итогсене шута илсе пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: Тивĕшри вăтам шкулти 9 класра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Панклири тĕп шкулти тăххăрмĕшсем - иккĕмĕш вырăнта, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнчи 9 классем - виççĕмĕшсем.

Çапла вара 34-мĕш слет кубокĕ иккĕмĕш çул Тивĕшсенчех юлчĕ. Слетра тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссенче палăрнă çĕнтерÿçĕсене шкул администрацийĕ Дипломсемпе Спорт грамотисем парса чысларĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем хыççăн слета хутшăнакансем, ял çыннисем, хăнасем пурте Тивĕшри Культура çуртне пухăнчĕç. Кунта Шетмĕпуçĕнчи тĕп тата Тивĕшри вăтам шкулсенче вĕренекенсем концерт кăтартрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Çакна та палăртма кăмăллă. Слета Раççей Геройĕ Евгений Борисов çемйипех килнĕ. Хаклă хăна слета уçнă чухне вĕренекенсене ăнăçусем сунса саламларĕ. Хыççăн та Тивĕшри çĕнтерÿçĕ-командăна слет кубокне хăех пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл вĕренекенсене  çирĕп сывлăхлă пулма, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтлевçисем пулса çитĕнме чĕнсе каларĕ: «2007 çулта та 35-мĕш слета хутшăнасса шанатăп, халĕ те хама Тивĕш шкулĕнче вĕреннĕ пек туятăп, чăн-чăн тăван шкул вăл маншăн»,- терĕ вăл ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав туса.

Çакăн пек паллă çын, Раççей Геройĕ пирĕн тăрăхра пулни пурне те чыс кÿрет. Çитĕнекен çамрăк ăрушăн та вăл пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эпир унпа чун-чĕререн мăнаçланатпăр. Татах пулччăр пирĕн тăрăхра çавăн пек паттăрсем.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика