Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллă парикмахер

27 марта 2006 г.

 

Иртнĕ вырсарни кун эпир йăла службинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсен кунне паллă турăмăр.

Çав ятпа мартăн 17-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче «2006 çулхи чи ăста парикмахер» конкурс иртрĕ. Унта «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятин, ял хуçалăх муниципаллă предприятин, Мăн Сĕнтĕр райповĕн, «Моргаушавтотехсерсвис» предприятин парикмахерĕсем тата уйрăм парикмахер-предпринимательсем хутшăнчĕç.

Парикмахерсем вара пĕри тепринчен пултаруллăрах. Тĕрлĕ лару-тăрура кирлĕ прическăсем хатĕрлесе халăх умне кăларчĕç вĕсем: каçхи прическăсем, çамрăксен тĕрлĕрен прическисем, ĕçлĕ çынсен, мăшăрланакансен прическисем т. ыт. пулчĕç унта. Чи пĕчĕккисем те, çамрăксем те, вăтам çулхисем те пулчĕç вĕсене кăтартакансем хушшинче. Кашнинех тумтирĕсем илĕртÿллĕ, илемлĕ, сцена çинче те хăйсене тытма пултараççĕ.

Жюри членĕсене те чи пултаруллă парикмахера суйласа илме çăмăл пулмарĕ.

«2006 çулхи чи ăста парикмахер» ята «Моргаушрайбыт» предприятири А. Смирнова çĕнсе илчĕ, вăл çĕнтерÿçĕ лентине, 1 степень диплома тата хаклă парнене тивĕçрĕ. Н. Захаровапа Э. Терентьева 2 тата 3 степень дипломсемпе, Т. Антонована, М. Шатрована, О.Афанасьевăна Р. Павлована пултаруллисен номинацисемпе  Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика