Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхи çивĕч ыйтусемпе

27 марта 2006 г.

 

Мартăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен тата специалисчĕсен канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унта çавăн пекех район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем хутшăннă.

Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пынă. Унта умра тăракан хальхи çивĕч задачăсем пирки чылай  ыйтусем пăхса тухнă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи июль уйăхĕнче Пĕтĕм  Раççейри ял хуçалăх çырăвĕ иртмелле. Унăн тĕллевĕ: хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле лару-тăру мĕнле пулнине тĕрĕс хак парасси, патшалăхăн тĕрлĕрен программисене йышăнса ял çыннисен пурнăçне лайăхлатасси. Кун пирки канашлура ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй С.Ф. Кириллова пĕлтернĕ, ял тăрăхĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăннă. Халĕ чи малтанах çыравçăсем хатĕрлессипе тимлемелле.

Район фтизиатрĕ О.Ю. Попова «Шурă ромашка» акци ирттересси çинче чарăннă. Вăл пĕтĕмпех туберкулез чирĕпе кĕрешессипе çыхăннă. Çак акци вăхăтĕнче флюорографи аппарачĕсем шăмат кунсенче те ĕçлеççĕ. Ку ыйтупа çакна палăртмалла, туберкулез чирĕпе ытларах ĕçкĕпе иртĕхекенсем чирлеççĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси каллех малти вырăна тухса тăрать.

Районта кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăласран тата çак чир килсе кĕресрен кĕрешмелли мерăсем çинчен районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн тĕп врачĕ Н.С. Яковлев каланă.

Агропромышленноç комплексĕн наци проектне пурнăçласси, хресчен, фермер хуçалăхĕсене, уйрăм хуçалăхсене аталантарма кредит парассин условийĕсем çинче  РФ  Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управляющийĕ Х.М. Тимофеева,  ЧР «Агро-инновация» казеннăй унитарлă предприяти представителĕ Ю.А. Тимофеев пĕлтернĕ. Канашлура кулленхи ĕçпе çыхăннă, ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашни ыйтăва пурнăçлама ял тăрăхĕсен тивĕçлĕ тÿпе хывмаллине палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика