Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумра «сотовăй» пулсан

27 марта 2006 г.

 

Юлашки çулсенче самани чылай улшăнчĕ. Çав улшăнусем çынсене те пырса тиврĕç. Темиçе çул каялла сотовăй телефонсем пуçлăхсен кăна пулнă пулсан, халĕ унпа нумайăшĕ тулли кăмăлпа усă курать. Анчах та унпа усă курнă чухне те асăрханулăх кирлĕ, унсăрăн инкек тÿсме пултаратăр.

 Акă, 2005 çулта район территорийĕнче сотовăй телефонсене вăрлассипе çыхăннă преступленисем малтанхи çулхипе танлаштарсан, 12 тĕслĕхрен 35-е çитрĕç. Çав шутран вăрлани 8 фактран 27-е, ăна вăйпа туртса илнĕ тĕслĕхсем 4ран 7-е çитнĕ.

Сотовăй телефонсене вăрланă 35 тĕслĕхрен улттăшĕ обществăлла вырăнсенче урамра пулнă. 2005 çулта çын пурлăхне вăрланине 350 преступлени регистрациленĕ пулсан, вĕсенчен 10 проценчĕ -  сотовăй телефонсем вăрлани.

2006 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче çакăн пек тĕслĕхсем 16 пулнă, вĕсенчен 12-шне тупса палăртнă.

Кун пек преступленисене ăçта ытларах тăваççĕ-ха; Сотовăйсене вăрланă фактсем ытларах Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Йÿçкасси, Катькас ял тăрăхĕсен территорийĕнче пулнă.

Нумай преступленисем тума çынсем тимсĕр пулни пулăшать. Йÿнех мар телефонсене хăш-пĕрисем ăçта май килнĕ, çавăнта хурса хăвараççĕ. Акă, сăмахран, «Лесная сказка» санаторинче 1994 çулта çуралнă ача 4850 тенкĕ тăракан телефонне пальтосем çакмалли пÿлĕмрех хăварнă. Калмăккасси магазинĕнчи сутуçă та хăйĕн телефонне курмалла тата алă çитмелли вырăна хунă та... вăрлаттарса янă. Ун пек тĕслĕхсем татах нумай илсе кăтартма пулать. Е тата теприсем пачах та палламан çынна йăпăрт калаçса илме телефон тыттараççĕ. Çынни вара телефонне илсе тарать е тавăрса памасть. Çавăнпа та паян «мобильниксене» вăрласси сарăлма пуçларĕ. Çак телефон яланах хăвăр çумăрта пултăр тесен çак правилăсене яланах асра тытмалла:

1. Хăвăрăн телефонăн сери номерне ан манăр (вăл 06 кнопкăна пуссан телефон дисплейĕ çине çуталса тухать.

2. Каçхине е çĕрле сотовăйпа нумай калаçса вăрăсене ан «илĕртĕр», ăна малтанах «вибро-вызов» йĕрки çине куçарса хурăр.

3. Арçынсен сотовăйне шалти кĕсьене хурсан аванрах.

4. Пĕлмен е палламан çынсене телефонăра шанса ан парăр.

5. Каçхине хăвăра çывăх тăванăрсене: хĕрарăмсене, çул çитмен çамрăксене, ватăсене транспорт чарăннă вырăнсене кĕтсе илме тухмалла.

6. Киле кайнă чухне çула кĕскетес тесе тĕттĕм вырăнсемпе ан çÿрĕр, çын нумай çÿрекен, çутă урампа утăр.

7. Енчен те эсир иккĕленÿлĕх çуратакан çынна асăрхарăр пулсан, урамăн тепĕр айккине каçăр е пачах маршрута улăштарăр.

8. Енчен те преступника пĕччен çĕнейместĕр тесе шутлатăр пулсан, унпа калаçса татăлма, вăхăта тăсма тăрăшăр, çынсем хăвăра пулăшасса шанма ан пăрахăр. Преступник тапăнчех пулсан, хытăрах кăшкăрăр. Хупă пÿлĕмре, «пулăшăр», «пушар» тесе кăшкăрмалла, мĕншĕн тесен кун пек чухне çынсем часрах пыраççĕ.

9. Енчен те преступник сире хĕç-пăшалпа хăратать пулсан, вăл ыйтнине пурнăçлăр, мĕн ыйтать парăр (укçа, телефон т. ыт. те).

Пурнăçра сывлăх пуринчен те хаклăрах. Хăвăра лăпкă тытăр, преступника астуса юлма тăрăшăр.

Май пулсан хăвăр  е  паллакан çынсем урлă мĕн пулни-иртнине 02, 2-16-67 номерлĕ телефонсемпе  милицине пĕлтерĕр

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика