Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи ÿсĕмсем пысăкрах пулччăр

20 марта 2006 г.

 

Муркаш районне йĕркеленĕренпе кăçал 62 çул иртсе кайрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк итогĕсене  пĕтĕмлетме Шупашкар хулинче çулсеренех Муркаш районĕн кунне ирттереççĕ. Кăçал вăл Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ.

Уяв уявах ĕнтĕ, Районта та ăна ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕç паттăрĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни те вĕсене чун-чĕререн сума сунине пĕлтерет. Филармонин иккĕмĕш хутĕнче районти ачасен пултарулăх çурчĕн, çамрăк техниксен станцийĕн, Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕн изделийĕсен выставкисене йĕркеленĕ.

Акă, савăнăçлă кĕвĕ янăраса каять. «Чечекленет кунсерен Муркаш ен» юрăпа ташă сюитипе Орининти «Шуракăш» халăх ансамблĕ уява пуçлать.

Уява ертсе пыракансем: Г. Любимовапа Н. Григорьев пурне те уяв ячĕпе саламлаççĕ. Сцена çине районăн хисеплĕ çыннисем хăпараççĕ. Вĕсен шутĕнче:, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ М.В. Игнатьев* ЧР Патшалăх Канашĕн аграрипе экологи комитечĕн ертÿçи А.П Самылкин* ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ентешлĕх ертÿçи А.И. Федотов, Горномарийски район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.З. Кубсков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕ М.Н. Булгаков, Олимп вăййисен чемпионки В.М. Егорова, Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхăн ертÿçи П.П. Давыдов т. ыт. те.

Районăн 2005 çулхи экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ çинчен район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пысăк доклад туса пачĕ, кашни отрасль ĕçне тĕплĕн тишкерчĕ.

Юрий Александрович хăйĕн сăмахĕнче умра тăракан задачĕсем çинче те чарăнчĕ, çитменлĕхсене палăртса, вĕсене пĕтермеллилли мелсем пирки те каларĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, уяв ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн ертÿçин çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Муркаш районĕнче, пĕтĕмĕшле илсен, ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Наци проекчĕ те районта кашни енĕпех çирĕппĕн пурнăçланса пырать. Анчах та ку тĕлĕшпе ял хуçалăхĕнче пурнăçламалли ĕçсем чылай-ха. Ÿсен-тăран отраслĕнче те, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте те паян ĕçчен, çирĕп вăй-халолă çынсем кирлĕ. Муркаш район халăхĕ ĕçлеме пултарать, вĕсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси пирки иккĕленÿ çук. М.В. Игнатьев кредитсем парасси, наци проекчĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

Кирек епле ĕçре те ăнăçу çынсенчен килет. Ăна Михаил Васильевич та хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Муркаш районĕн çыннисем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ.

Кăна çулталăк итогĕсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Район кунĕнче ăмăртура мала тухнă предприятисемпе учрежденисем, уйрăм çынсем дипломсемпе  Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Муркаш районĕнче хăйсен мухтавлă ĕçĕсемпе чапа тухнă, район чысне çĕкленĕ çысем сахал мар. Вĕсен ячĕсене районăн  Хисеп кĕнеки çине ĕмĕрлĕхех кĕртсе хăвараççĕ. Паллах, çак пысăк чыса пурте тивĕçмеççĕ, анчах та эпир вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Районта çак кĕнеке çине кĕртма ятарлă комисси ĕçлет, нумаях пулмасть иртнĕ унăн ларăвĕнче çак кĕнеке çине Т.Н. Николаевана, сакăр паттăр ывăл çитĕнтернĕ амăшне тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Ленин, Отечественнăй вăрçă 2 степень тата ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕç пулнă С.А. Афанасьева кĕртме йышăннă. Уявра ун пирки  свидетельствăсем пачĕç. Уява хутшăннă хăнасем хăйсен сăмахĕнче Муркаш районĕн çыннисем ĕçлеме пултарнине, вĕсен чаплă ĕçĕсене асăнса хăварчĕç.

Акă, сăмахран, Муркаш район ентешлĕхĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ  А.И. Федотов çакна палăртрĕ. Муркаш район ентешлĕхĕ нумай паллă çынсене пĕрлештерсе тăрать, района нумай енĕпе пулăшма тăрăшать. Наци проекчĕсем енĕпе те тимлемелли нумай-ха Муркаш район ентешлĕхĕ районта тата район тулашĕнче  пурăнакан мĕн пур çынсене чĕнсе каланине йышăнчĕ.

Савăнăçлă пухăвăн иккĕмĕш  пайĕнче наци проекчĕсене пурнăçласси пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Малатанах районти медицина ĕçне аталантарасси пирки М.Н. Басяев, Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ, тĕплĕн чарăнчĕ, ялти çынсене медицина пулăшăвĕ парасси чи малтанах вĕсенчен килет. Районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов та ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçланине, епле улшăнусем пулмаллине тĕплĕн пĕлтерчĕ.

Кирек кама та, уйрăмах çамрăк мăшăрсене, пурăнма çурт-йĕр кирлĕ. Патшалăх ку ыйтăва те аякра хăвармасть. Ку тĕлĕшпе республикăра темиçе программа ĕçлет. Вĕсем пирки те тĕплĕн чарăнчĕç канашлура. Кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйту çине тивĕçлĕ хурав тупма пултарчĕ. Сăмахран, субсиди е кредит мĕнле илмелле, ăне ăна камсене параççĕ т. ыт. те.

Ял хуçалăхĕнче наци проектне аталантарасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи пурнăçра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех уйрăм хуçалăхсен (фермерсен) аталанăвĕ те паха. «Рассвет» хуçалăх ертÿçи А.Н. Пихтеров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каланă май çакна палăртрĕ. Экономикăна çирĕплетес тесен чи малтанах выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалла, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмелле.

Фермер хуçалăхĕсем те тăрăшсан пысăк ÿсĕмсем тума пултараççĕ. Акă, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Вомпăкассинчи А.В. Гаврилов тĕслĕхĕ те çакна лайăх çирĕплетет. Килти хуçалăхра та ÿркенмесен тем те туса илме пулать иккен. Хорнуйĕнчи А.П. Ванюшкин хуçалăхне вара чăннипех ăмсанмалла. Кунта вăл улмуççине 150 сорт, виногране 50 сорт таран çитĕнтерсе пуян çимĕç илет. Унсăр пуçне пахчана илем кÿрекен ÿсен-тăран сахал-и тата! 40 сотка çĕр çинчех тем те туса илме пулать иккен. Маттур пахчаçă ĕçĕпе паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Прибалтикăран та паллашма сахал мар çынсем килсе кайнă.

Наци проектĕнче вĕрентÿ ĕçĕ те паллă вырăн йышăнать, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларасси яваплă ĕç. Хальхи информаци технологийĕпе усă курни паянхи çамрăксен пĕлÿ шайне ÿстерме нумай пулăшать. Хальхи çамрăксем пирĕн пуласлăх пулнине шута илсе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн уйрăмах тимлемелле.

Уявра Йÿçкассинчи ачасен искусство шкулĕн коллективĕн, Орининти «Шуракăш» халăх ансамблĕн, «Расна» фольклорпа эстрада ушкăнĕн, филармонинчи «Çавал» ансамблĕн илемлĕ юрри-ташшисемпе шÿчĕсем çынсен кăмăлне туллин тивĕçтерчĕç, татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват кÿчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика