Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарçăсем малашлăха пăхаççĕ

20 марта 2006 г.

 

Мартăн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн ял хуçалăхĕн апат-çимĕç управленийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, харпăр хăй килĕнче утар тытакансемпе канашлу ирттерчĕ. Еплерех аталанса пырать-ха хурт-хăмăр отраслĕ пирĕн районта; Çакăн пирки ЧР  Ял хуçалăх министерствин «Агенство по пчеловодству» патшалăх унитарлă предприятийĕн Муркаш районĕнчи хурт-хăмăр ĕçĕн зоотехник-хатĕрлевçи П.В. Семенова паллаштарчĕ.

Паянхи куна 17 пĕрлешÿллĕ хуçалăхра 20 утар. Вĕсенче хурт-хăмăр йышĕ 781 çемье (2004 ç.- 711). Пĕтĕмĕшле сутлăх пыла 7770,4 кг. туса илнĕ, иртнĕ çулхинчен 1,6 хут ытларах. Пĕр çемье пуçне вăтамран 2004 ç. 7,08 кг. илнĕ пулсан, ку кăтарту 2005 ç. 10,9 кг. танлашнă.

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре пысăк тупăш илекен хуçалăхсене палăртни вырăнлă. Мичурин яч. хис. хуçалăх утарĕнче (В.И. Яковлев утарçă) пĕр çемьерен 22,9 кг., Ленин яч. хис. хуçалăхра (И.С. Михайлова утарçă) 17,6 кг. пыл илме пултарнă.

Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт теççĕ, пулин те «Сеятель», «Сундырьский» хуçалăхсенче ку отрасль çине çиелтен пăхни курăнать. Вĕсем тимлĕх ытларах уйăрнă пулсан кăтартусем пысăкрах пулнă пулĕччĕç.

Районти зоотехник-хатĕрлевçĕ П.В. Семенова кашашлусем тата вĕрентÿ ирттерни харпăр хăй килĕнче утар тытакансемшĕн те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемшĕн те питĕ вырăнлă. Çулсеренех районти «Тыр-пул» уявĕнчи куравра хурт-хăмăр продукчĕсене  тивĕçлĕ шайра кăтартнăран интереслекенсем чылаййăн пулчĕç. «Ылтăн» хурт кĕтесĕ нумайăшне тыткăнларĕ. Курава «Хурт-хăмăр-пирĕн пурнăç» программăна хатĕрленĕ.

Иртнĕ канашлура экономика ăмăртăвĕн условийĕсене йышăнса хăварнăччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх В.И. Яковлев кăтартăвĕсем  пĕрремĕш вырăна тивĕç пулчĕç. Пĕлсе, тĕрĕшса ĕçлекенсем пысăк тупăш çăлкуçне те тупма пĕлеççĕ. Республикăри хуçалăхсем хушшинче вара В.И. Яковлев (Мичурин яч. хис. хуçалăх) 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Халĕ «Дружба» хуçалăх утарĕнче «Приокский» ăратлă хуртсене ĕрчетессипе ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агенство по пчеловодству» патшалăх унитарлă предприятийĕ тата Муркаш районĕнчи хурт-хăмăр ĕçĕн агенстви тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

П.В. Семенова Муркашра суту-илÿпе хатĕрлев пункчĕ ĕçленине палăртса хăварчĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен ăвăс, вытопка, прполис, пергаллă карас йышăнаççĕ кунта. Хатĕрлев пункчĕ тупăш илесси ÿснĕ.

 2005 çулта вĕлле хурчĕсем Ленин яч. хис. хуçалăха 63 пин тенкĕ, «Передовик» хуçалăха – 35 пин тенкĕ, Ильич яч. хис. хуçалăха 14 пин тенкĕ, «Герой» хуçалăха 14 пин тенкĕ тупăш панă. Çак тупăша утарсем çине тимлĕх уйăракан кашни хуçалăхах илме пултарнă.

 Канашлăва Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин хурт-хăмăр агенствин директорĕ Г.А. Максимов хутшăнчĕ, хурт-хăмăр тĕлĕшĕпе тĕнчери, Раççейри, республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Пĕтĕмĕшле республикăра хурт-хăмăр çемйисен йышĕ 59 пин ытла, фермер хуçалăхĕсенче - 1246 çемье. Паянхи куна Чăваш Правительстви хурт-хăмăр отрасльне аталантарма укçа уйăрмасть. Пушкăртра ку ĕç çине пăхаççĕ, 20 млн. тенкĕ тăкаклаççĕ.

Хурт-хăмăр агенстви Мускавра иртекен курава тăтăшах хутшăнать. Вунă çул хушшинче 6 ылтăн медаль, 4 кĕмĕл медаль, Гран-при тата нумай дипломсем çĕнсе илнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, Полина Витальевна утарĕнче туса илнĕ пыл 4 кĕмĕл медальтен пĕрне çĕнсе илнĕ. Республикăра хурт-хăмăр отрасльне аталантарас ĕçре Муркаш районĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна Чăваш Республикин  Ял хуçалăх министерствин  Хисеп грамоти тата хаклă парне çирĕплетет.

Çавăн пекех канашлăва ветеринари службин специалисчĕ Л.А. Бояринова хутшăнчĕ, тĕрлĕрен лаборатори тĕрĕслевĕсем туса ирттерессипе палаштарчĕ. Тĕрлĕ чир-чĕре тупса палăртма 11 хуçалăх утарĕнчен вĕлле хурчĕсене тăратнă. Тĕрĕслев хыççăн мозематоз чирĕ 54 : пулни палăрнă (2004 ç. – 32 :), варратозпа сиенленнĕ хуртсем 32:   (2004 ç. – 36:  ).

Районта выльăх-чĕрлĕх фермисем хупăнас юхăм палăрма пуçларĕ пулин те ĕçре çирĕпленнĕ хурт-хăмăрçăсем хăйсен ĕçне малаллах тăсаççĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика