Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кÿрет

20 марта 2006 г.

 

Тĕрленчĕк

Шупашкартан Йÿçкассине çÿрекен автобус çинче пассажирсем йышлă. Вĕсенчен хăшĕсем тĕп хуларан тăван яла каяççĕ, теприсем район центрне Муркаша ĕçе çитме васкаççĕ. Ваттисем те, çамрăксем те пур. Акă, Оринин тĕлĕнчи автобус чарăнмалли вырăнта ытти пассажирсемпе пĕрле автобус çине икĕ ватă кĕчĕç. Малти ретре ларса пынисем кинемейсене вырăн пачĕç. Çакăншăн, çынлăха çухатманнишĕн эпĕ мĕн пур кăмăлтан савăнтăм.

 Çапла автобус малаллах каять. Ватăсем кÿршĕллĕ ялсенчен-мĕн. Хăйсен кун-çулĕ, пурнăçĕ çинчен сăмах хускатрĕç.

Вĕсенчен пĕри «Оринино» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ферминче чылай çулсем вăй хунă. Тахçантанпах тивĕçлĕ канура. Çулсем иртсе пынă май сывлăхĕ те хавшать. Çавăнпах унăн тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче спленсе тухма тивнĕ. Больницăран ăнăçлă сипленсе таврăннă çыншăн хăйне сыватнă врачсемпе медсестрасем тем пекех хаклă.

- Сасартăк чирлесе ÿкрĕм - сăмаха малалла тăсать пĕри. - Мана çийĕнчех Муркаша, тĕп больницăна леçрĕç. Людмила Семеновна Смирнова медсестра сывлăха тĕрĕслерĕ: ÿт температурине, юн пусăмĕ мĕнле пулнине виçрĕ. Тараватлă та ăшă кăмăллăскер мана çийĕнчех хăш врач патне кĕмеллине ăнлантарчĕ. 20-мĕш номерлĕ кабинета Ирина Семеновна Данилова терапевт (Оринин участокĕн врачĕ вăл) патне ăсатрĕ. Вăл вара терапи уйрăмне хучĕ, сывлăха тĕплĕн тĕрĕслерĕ, диагноз лартса сиплеме тытăнчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ унтан тĕрĕс-тĕкелех сывалса тухрăм. Халĕ хама аван туятăп. Паян акă, пасара çитсе курма шутларăм. Пахча-çимĕç вăрлăхĕ акса калча хатĕрлемелле. Эпĕ район хаçачĕпе «Çĕнтерÿ ялавĕпе», çыхăну тытнăран ырми-канми вăй хуракансем çинчен кăштах та пулин çырса кăтартма ыйтрĕç.

- Ăшă сăмаха тивĕç вĕсем,- терĕ кинемей, ун сăмахĕсене çирĕплетсе.- Вĕсен ырă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырмаллах...

Вăсен кăмăлĕсене тивĕçтерсе, районти тĕп больница çитсе куртăм. Чăнах та, çынсен сывлăхне сыхлас, чирлисене сиплес тĕлĕшпе кунта сахал мар вăй хуни куçкĕрет. Больницăна кирпĕчрен тунă хăтлă çуртра вырнаçнă. Сывлăха тĕрĕслеме тата сиплеме тĕрлĕрен аппаратсемпе, компьютерпа анлăн усă кураççĕ. Пурнăç аталанăвĕнчен кая юлмаççĕ. Пÿлĕмсенче таса та тирпейлĕ. Хăтлă. Ăшă.

Сывлăх хуралĕнче пултаруллă та ăста специалистсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - маларах асăннă Людмила Семеновна Смирнова медсестра.

Акă, поликлиникăн 7-мĕш пÿлĕмĕ. Кунта врач патне кĕрес умĕн çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Çак кабинетра 18 çул тăрăшать те ĕнтĕ Л.С. Смирнова. Больницăна хăйсен чирĕсемпе килекенсем сахал мар. Ваттисем те, çамрăккисем те. Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттернине мĕн çиттĕр; Вĕсене кунта Людмила Семеновна медсестра яланах ăшшăн, çепĕççĕн йышăнать. Хăйĕн ĕçне юратса, тăрăшса тунăшăн хисеплеççĕ ăна.

... Людмила Семеновна Шомкина (хĕр чухнехи хушамат Авт.) 1956 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче çуралнă.

- Пирĕн ялта фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Унăн заведующийĕ пулса Римма Александровна Софронова çамрăк фельдшер ĕçлетчĕ. Вăл ял-йышра пысăк хисепреччĕ. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлетчĕ. Ял çыннисем патне тăтăшах тухса çÿретчĕ. Унăн ĕçченлĕхĕ, тăрăшулăхĕ, ырă кăмăлĕ маншăн тĕслĕхчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпĕ те сывлăх хуралĕнче вăй хуракан пулма хам ума тĕллев лартрăм, - каласа парать Людмила Семеновна медсестра. - Манăн шухăш-кăмăла аттепе анне - Семен Сидоровичпа Нина Федоровна ырласа йышăнчĕç.

Вăл, 1971 çулта ялти шкултан саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Шупашкарти медицина училищине пĕлÿ илме каять. Унта вăл медицина сестрин профессине алла илет. 1974 çулта Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче процедура сестрийĕ пулса ĕçе кÿлĕнет. Хăйне шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать, хăйĕн ăсталăхне ÿстерсех пырать.

Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, ăраскалĕ. Шăпа ăна Муркаш районне илсе çитерет. 1977 çулта Çеменкассинчи çамрăк каччăпа - Викентий Петрович Смирновпа - çемье çавăраççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Людмила Семеновна районти тĕп больницăра медсестрара тăрăшма пуçлать.

Ун хыççăн ултă çул, 1988 çулччен, поликлиникăра аслă медсестра ĕçĕнче вăй хунă.Коллективăн ĕçĕ-хĕлĕнче, чирлĕ çынсене вăхăтра пулăшу парса, вĕсен пурнăçне çăлса хăварниче унăн тÿпи те çук мар.

Çак кунсенче Л.С.Смирнова 50 çул тултарать. Юбилей ячĕпе ăна çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатпăр.

Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Альбертпа Сергей Шупашкарти техникумран техник-строителе вĕренсе тухнă. Ольга педагогика университетĕнче психологи уйрăмĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика