Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача паха пĕлÿ илтĕр

20 марта 2006 г.

 

«21 ĕмĕр шкулне туса хуни çеç экономикăри тата обществăри вăрахлăх система улшăнăвĕсен тĕп катализаторĕ пулса тăма пултарать». (ЧР  Президенчĕ  Патшалăх  Канашне  янă   Çыруран).

Обществăра тата вĕрентÿ системинче хальхи вăхăтра пулса иртекен улшăнусем вĕрентÿ содержанине улăштарма, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме хистеççĕ. Çакă паян пур çĕрте те пурнăçланса пырать, мĕншĕн тесен хальхи çамрăксем пĕлĕве информаци технологийĕ Урлă ытларах туптаççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсем умĕнче пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Пирĕн, педагогсен пуласлăха, района малалла аталантарса унăн экономикине çĕклекен ăрăва воспитани памалла, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлемелле, мĕншĕн тесен экономикăри, культурăри общество пурнăçĕнчи ытти сферăсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăру пĕтĕмпех вĕрентÿ пахалăхĕнчен килет.

Паян шкулăн ачасене пĕлÿпе  пĕрлех вĕсене хăйтĕллĕнлĕхе, кăткăс лару-тăрусенче тĕрĕс йышăну тума вĕрентмелле, професси илме малтанхи никĕс памалла.

Пирĕн Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти педагогсем çакна лайăх ăнланаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Шкулăн вĕрентÿ ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрĕсене те асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче: информаципе коммуникаци технологийĕсене аталантарасси* вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатса пырасси, ачасене шкула кайма хатĕрлесси, патшалăхпа общество пĕрле ертсе пырассине йĕркелесси,  вĕрентÿ  учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлесси.

Муркаш районĕнче 2004 çултан «Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене 2007 çулччен çĕнетсе улăштарасси» проект йышăннăччĕ. Унăн задачисем çаксем: пĕтĕмĕшле пĕлÿ тата хушма вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе лайăхлатасси, вĕренекенсен çулне кура вĕсене тĕрлĕ шкулсенче пĕлÿ илме условисем туса парасси, май килнĕ таран ытларах пĕлÿ парса ачасен ыйтăвĕсене тата ĕç рынокне тивĕçтересси.

Район территорийĕнчи шкулсене 4 округа пайланă пулсан, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çурçĕр округĕн центрĕ пулса тăрать. Унта Ильинкăри, Москакассинчи, Юнкăри, Нискассинчи вăтам, Мăн Хураçкари тата Вăрманкассинчи тĕп шкулсем кĕреççĕ. Çакă вара пирĕн яваплăха татах та ÿстерет.

Иртнĕ эрне кун Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта çак округри шкулсен ертÿçисен «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăвĕ пулчĕ. Унта ку территоринчи вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлессине йĕркелесси пирки хĕрÿ калаçу пычĕ. Вĕрентÿпе информацин пĕрлехи тăрăхне туса хурса  пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени нумай енĕпе округри шкулсене пулăшать.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ачасене вара тарăн пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенчен укçа-тенкĕпе тивĕçтернипе вĕрентÿпе пурлăх бази те çулсерен пуянланса пырать.

Хальхи вăхăтра шкулта 31 компьютер, 3 медиапроектор. Информатика занятийĕсем валли компьютер класĕсем иккĕ йĕркеленĕ, интернета тухма май пур, физика, хими, биологи, технологи урокĕсене те компьютерпа усă курса ирттереççĕ. Унсăр пуçне учительсен пÿлĕмĕнче те, директор кабинетĕнче те компьютер пур. Шкул администрацийĕ, кашни учитель компьютерпа ĕçлеме пултарать. Ачасене акăлчан чĕлхине тата информатика предметне 2 класран тытăнса вĕрентетпĕр.

Паянхи экономика условийĕсенче çитĕннисене те çăмăл мар пулсан, çамрăксене пушшех те йывăр. Çавăнпа та вĕренекенсене пурнăç условийĕсене кура тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме хатĕрлессине хамăрăн тĕп тĕллев тесе шутлатпăр. Ачасем ытларах пĕлесшĕн тăрăшчăр, право пĕлĕвĕсене алла илччĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр, чăн-чăн патриотсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр. Çакна валли шкулта пĕтĕмпех пур: спорт зал, библиотека, 140 вырăнлă актовăй зал, 160 вырăнлă столовăй, слесарьпе-столяр мастерскойĕ, шкул автобусĕ, теплица т. ыт. те.

Хальхи вăхăтра шкулти 19 класс-комлектра 439 ача вĕренет.

Педагогсем те пултаруллă, пурте хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстерсе пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Ултă учитель «РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» тата «РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 4 учителе РФ Вĕрентÿ министерствин, 6 вĕрентекене ЧР  Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин  Хисеп грамотипе наградăланă». «Çулталăкри учитель» районти конкурсра 2001 çулта истори учителĕ Э.П. Кадыкова, 2003 çулта чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Н.В. Дмитриева çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 2004 çулта ют çĕршыв чĕлхисен учителĕ Л.В. Храмова республикăри «Шанчăк» конкурсра приза тивĕçрĕ.

Шкулăн та ÿсĕмсем çук мар. 2001 çулта «Çулталăкри шкул» республикăри конкурсра 1 вырăн йышăннă, 2002 çулта «Чи лайăх хушма хуçалăх» республикăри конкурсра çĕнтернĕ. Юлашки тăватă çулта шкула вĕренÿ çулне хатĕрлессипе кашни çулах малти вырăнсене йышăннă.

 Ачасен пĕлĕ шайĕ мĕнле пуласси педагогсен ĕçĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Шкултан кашни çулах ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухакансем пур. Ачасем вĕреннисĕр пуçне хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ кружоксенче туптаççĕ. Ачасен художество шкулĕ, ПЭВМ операторĕсен, эстрада кружокĕсем, картингпа мото, волейбол, ирĕклĕ майпа кĕрешессин секцийĕсем ачасен аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем юлашки 6 çулта районта ирттерекен «Çулталăкри кружоковец» конкурсра кашнинчех 1 вырăн йышăнаççĕ.

Ачасене патриотла воспитани парас енĕпе шкул бази çинче 2001 çулхи ноябрьте уçăлнă Н. Шуйцев ячĕллĕ çарпа патриотизм клубĕ пысăк ĕç туса ирттерет. Çамрăксене çара кайма хатĕрлес тĕлĕшпе те çак клубăн ĕçĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта ушу-саньда, дзюдо, самбо секцийĕсем ĕçлеççĕ, истори страницисене тишкереççĕ, тĕрлĕрен смотр-конкурссем йĕркелеççĕ т. ыт. те.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул хушма вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, мĕншĕн тесен пурте пĕр тĕллевпех тăрăшатпăр.

«Пире пĕтĕмĕшле вĕрентÿ мар, пурте паха пĕлÿ илме пултарни кирлĕ» -, терĕ  ЧР Президенчĕ  Патшалăх Канашне янă «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле»  Çырăвĕнче. Çакă вăл пĕтĕмпех наци проектне пурнăçлассипе çыхăннă, мĕншĕн тесен пурнăç аталанăвĕ вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсенчен те нумай килет.

 

 

 

 

 

 

 

 

                  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика