Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшатпăр пурăнма

20 марта 2006 г.

 

Пурăнан пурнăçра кĕтмен-туман çĕртенех сусăрăнма, инкек тÿсме пулать. Çынсем тĕрлĕ сăлтавсене пула аманса е чирлесе инвалида тухаççĕ. Хальхи вăхăтра сывă, вăйпитти çынна та пурăнма çăмăл мар пулсан, инвалидсене тытăнса тăма татах та йывăртарах. Мĕнлерех пурăнать паян Муркаш районĕнчи куç курманнисен вырăнти организацийĕ, мĕн хумхантарать вĕсене, çакăн пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ организаци ертÿçинчен А.Д. Михайловаран.

- Анастасия Дмитриевна, организаци пурнăçĕпе паллаштарăр-ха, тархасшăн;

- Шел пулин те, пурнăçра кашнин шăпи тĕрлĕрен. Кашниех хăй кун-çулне çирĕп сывлăхпа пурăнса ирттересшĕн, анчах та пурте пирĕнтен килмест. Кун-çул тытăмĕнче шăпасем тĕрлĕрен: пĕрисем инкеке лексе сусăрăнаççĕ, теприсем йывăр чире пула инвалида тухаççĕ. Пирĕн организаци Муркашпа Элĕк район çыннисене пĕрлештерсе тăрать. Çак ĕçе эпĕ 1990 çулта кÿлĕнтĕм. Учăта тăнисен шучĕ 160 инвалид. Шута илменнисен йышĕ татах та ытларах. Шăпах çавăн пеккисене тупса учăта тăратасси пирĕн тĕп задача пулса тăрать. Кашни уйăхрах пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яватпăр. Пирĕн патра тăтăшах социаллă хÿтлĕх управленийĕн специалисчĕсем пулаççĕ. Элĕк районĕпе çыхăну тытма килти телефонпа çеç май килет.

- Эсир учăтра тăракан инвалидсене мĕнле те пулин пулăшу паратăр-и;

- Паянхи куна эпир нимĕнле пулăшупа та тивĕçтерме пултараймастпăр. Малтанхи тапхăрсенче тÿлевсĕрех алла çыхмалли калаçакан сехетсем, магнитолăсем, шурă туясем илме пултарнă, халĕ çук. Пирĕн организаци тытăмĕнче «Солнечный берег», «Машук», «Сосны» санаторисем ĕçлеççĕ. 2005 çулта районти 6 çын канса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.

- Сирĕн пуçламăш организацисенче активистсем те сахал мар. Вĕсен обществăлла ĕçĕсене, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ-и;

- Çапла. Пирĕн хушăра юрлама юратакансем те, ал ĕç ăстисем те чылай. Ку тĕлĕшпе ÿсĕмсем туса эпир те район чысне çÿле çĕклетпĕр тесе калас килет. Активистсем пирĕн Элĕкре те Муркашра та чылаййăн. Инвалидсен пултарулăхĕн зонăри фестивалĕнче 4 район хушшинче Муркашсен пултарулăх коллективĕ пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче, республикăри художество пултарулăхĕн зонăри смотр-конкурсĕнче çĕнтерсе республикăри «Пĕрле пулсан эпир ытларах та пултаратпăр» конкурса хутшăнтăмăр. Пирĕн районти хор коллективĕ искусствăн тĕрлĕ енĕсемпе пултарулăх конкурсне хутшăннăшăн диплома тивĕçрĕ.

Çавăн пекех республикăра «Йывăрлăхсене çĕнтерсе» конкурс пулса иртрĕ. Алĕç ăстисен конкурсĕнче Хунтăкассинче пурăнакан В.Н. Пагеев, куç япăх курнипе 1 ушкăн инваличĕ, 3-мĕш вырăн йышăнса диплома тата  укçан парнене тивĕçрĕ. В.Н. Пагеев республикăри куç курманнисен Л.Н. Толстой ячĕллĕ библиотекăн организацисем хушшинче реабилитаци енĕпе ирттернĕ «Брайльпе пурнăç тăршшĕпе» конкурса хутшăнса  Хисеп грамотине тивĕç пулчĕ.В.М. Александров та, 1 ушкăн инваличĕ, пултарулăхпа палăрать. Вăл районти ачасен халăх хорне ертсе пырать. Хусан хулинче пулса иртнĕ фестивальте ндиплом илсе таврăнма пултарчĕ Владимир Михайлович. Пирĕн хушăра   Тав  çырăвĕсем илме тивĕçлисем те нумай. Чи малтанах Е.А. Пушкина (1 ушк. инваличĕ) тата ăна пур çĕре те, пур мероприятие те илсе çÿрекен, В.И. Беспаловăна ырăпа асăнас килет. С.А. Ильина (1 ушкăн инваличĕ) Элĕк районĕнчен, М.А. Порфирьева (1 ушкăн инваличĕ) Элĕкрен, Г.Н. Кириллова (3 ушкăн инваличĕ) Муркашран, В.Д. Михайлов (2 ушкăн инваличĕ)  Элĕкрен, А.П. Иванов (3 ушкăн инваличĕ) Муркашран, Т.Б. Васильева (2 ушкăн инваличĕ) Муркашран, В.Ф. Горланова (3 ушкăн инваличĕ) Муркашран. Кусем пурте Тав çырăвне тивĕçнĕ активистсем. Çавăн пекех эпир республикăра пĕрремĕш хут пулса иртрнĕ «Выля, хуткупăс, янра такмак» фестивальте  Тав çырăвне тивĕç пултăмăр. Халĕ пирĕн  пултарулăх ушкăнĕ республикăра пулакан фольклор фестивальне хутшăнма хатĕрленет. Кăçалхи ĕç планĕнче те республикăри тата унăн тулашĕнчи мероприятисене хутшăннассине уйрăммăн палăртса хăвартăмăр. Тĕрĕссипе каласан, унта хутшăннисенчен  Хисеп грамотисем илнисем татах та пур, пурне те каласа пĕтерес çук. Акă тата ытти ĕçсене туса пыма мана пĕрле ĕçлекен Е.Ф. Никитина - пултаруллăскер, пулăшса пырать, ăна та тав сăмахĕ калас килет. Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. 2006 çултан тытăнса ЧР саккунĕпе килĕшÿллĕн, çăмăллăхсемпе усă куракан категорисем республика территорийĕнче социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕпе çÿреме тытăнчĕç. Вĕсен шутĕнчех - инвалидсем те. Анчах та çăмăллăхсемпе усă курса илсе çÿрекен автобуссен маршручĕсене кĕскетсе пĕтерчĕç. Çавăнпа та инвалидсене пĕрле пухăнма татах та йывăрланчĕ. Вĕсем халăх хушшине пухăнса кăмăлĕсене те уçаймаççĕ, ирĕксĕрех тăватă стена хушшинче ларма тивет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика