Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Балконсемпе лоджисем пĕтĕмĕшле лаптăксен шутне кĕреççĕ

27 февраля 2006 г.

 

Муркаш салинче икĕ е виçĕ хутлă çуртсем çĕкленни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Район центрĕ çулсерен аталанса, илемленсе пырать. Анчах та кунсерен пурнăç хакланни Муркашсене самаях канăçсăрлантарать, нумай ыйтусем хускатать. Сăмахран, çынсене (хваттерсенче пурăнакансене) хваттерсемшĕн тÿленĕ чухне пĕтĕмĕшле лаптăка шута илнĕ чухне балконсемпе лоджисене шута илни е илменни кăсăклантарать.

«2006 çултан тытăнса хваттерсенче пурăннăшăн 100 проценчĕпех тÿлеме тытăнни нумай граждансен кĕсйисене вирлĕнех пырса çапрĕ. Вĕсем ытти çăлкуçсенчен илнĕ фактсемпе усă курса балконсемпе лоджисемшĕн тÿлемелле е тÿлемелле маррине пĕлесшĕн. Хаçат вулакансен ыйтăвĕсем çине паян Муркаш районĕнчи «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» муниципаллă унитарлă предприяти ертÿçи Н.В. Любимов хуравлать:

Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕ вăя кĕнĕ май тата пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿлесси пирки граждансен нумай ыйтăвĕсене тивĕçтерсе, пурăнмалли пÿрĕмсен лаптăкне шута илсе районти «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» муниципаллă унитарлă предприяти ЧР Градостроительствăпа обществăлла инфраструктурăна аталантарассин министерствин ăнлантарăвĕсене шута илсе район çынисене çапла пĕлтерет:

«Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 15 статйин 5 пункчĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕршĕн (хваттерĕн) пĕтĕмĕшле лаптăкĕ шутне хваттерĕн пулăшу пÿлĕмĕсен лаптăкĕ (балконсемпе лоджисем) те кĕреççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăха юсаса тытса тăрасси (РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 154 статйи) çине балконсемпе лоджисене, верандăсемпе террассăсене те кĕртнĕ, вĕсем те хваттерсен пайĕсем шутланаççĕ. Çавăнпа та РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 37 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн вĕсемшĕн те тÿлемелле»

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика