Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маллалах туртăнас ĕмĕтлĕ

27 февраля 2006 г.

 

Чапаев яч.хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕр енлĕ хаклама çук. Унчченхи çулхинчен малалларах туртăнни те, каялла чакни те пур. Кăтартусем пĕтĕмпех хуçалăх ĕçченĕсем производство отраслĕсенче хăйсен тивĕçĕсене епле пурнăçласа пынинчен тÿрремĕнех килет. Çакна палăртса каларĕ хуçалăх ертÿçи В.П. Морозов хăйĕн отчетлă доклачĕ-пĕтĕмлетĕвĕнче. Хуçалăх тилпехине пĕр çул кăна тытса пырать-ха вăл, çапах та пĕтĕмĕшле лару-тăрăва пур енлĕ пĕлсе тăрать.

Ыттисем пекех, Чуманкассипе Отарккă, Шарпаш тата ытти ялсенчи ял хуçалăх производствинче вăй хуракансемшĕн те иртнĕ çулталăк çăмăл пулман. Пĕтĕмĕшле аталанупа хуçалăх юхăнсах çитнисен шутĕнче мар пулин те йывăрлăхсене парăнтарса пыма ăна та кансĕр. Ĕçлекенсен йышĕ 148 çын шутланса тăрать пулин те, производствăна тÿрремĕнех хутшăнакансем 80-90 çынаран ытла мар, çав йышпа пĕтĕм ĕçсене тирпейлесе пыма тивет.

Иртнĕ çул хуçалăх ампар виçипе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 23,7 центнер пухса кĕртнĕ е ку вăл районти хуçалăхсем хушшинче пиллĕкмĕш кăтарту шутланать. Тухăç пысăкрах та пулма пултарнă, анчах та ăна кĕрхи культурăсенчен пĕчĕк тухăç илни самаях чакарнă. 36 гектар çинчен 174-шар центнер çĕр улми пухса кĕртсе районта виççĕмĕш вырăн йышăнни вара чапаевецсемшĕн лайăх кăтарту. Кунта чи малтанах асăннă культурăна туса илнĕ çĕрте агротехника мероприятийĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлине палăртмалла. Ÿсен-тăран продукцийĕ çитĕнтерни хуçалăха çĕр пин тенкĕне яхăн тупăш панă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнче вара хуçалăхăн татса памалли ыйтусем сахал мар-ха. Иртнĕ çул мăйракаллă шултра выльăхсем самăртни тăкак кăна кÿнĕ. Сĕт сăвассипе пĕтĕмĕшле лару-тăру япăхлансах çитнĕ тесе калас килмест, анчах та кашни ĕне пуçне çулталăкра 3078 килограмм продукци илни, унăн 76 проценчĕ кăна сĕт завочĕсене ăсанни, ытти хуçалăхра çамрăк выльăхсене тăрантарма, ытти тĕллевсемпе тăкакланни шухăшлаттарма кирлĕ самантах. Самăртакан ушкăнри сыснасем талăкра 281 грамм ÿт хушса пынипе те çырлахса лармалла мар. Çывăх вăхăтрах вĕсене типĕлле тăрантарасси çине куçас кăмăл-туйăм кăтартусене лайăхлатма пулăштăр çеç.

Ял хуçалăх продкцийĕ туса илсе тата реализацилесе  илнĕ укçа-тенкĕ хуçалăхсенче темĕн тума та кирлĕ, анчах та вăл пĕтĕм тăкаксене саплаштарма çитсех пымасть. Чапаев яч. хис. хуçалăхра та иртнĕ çул сысна ферминче, тĕп йĕтем çинче ытти строительство ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма 1 миллион та 612 пин тухса кайнă. Продукци туса илнĕ тупăшран ĕç укçи тÿлеме 30 процент ытларах тăкакланине хуçалăх ертÿçи йĕркеллĕ пулăм тесе хакламарĕ. Çавăн пекех хуçалăх производствин аталанăвĕн рентабеллĕхĕ пĕчĕк пулни, ĕç укçи парăмĕ 930 пин тенкĕне çитни те ăна пĕртте савăнтармасть.

Производствăра усă курмалли техника кивелсе çитнĕ, 20-30 çул усă куракан тракторсемпе автомашинăсене йĕркеллĕ ĕçлеттерме нумай тăрăшмалла, пĕлтĕр кăна запас пайĕсем туянма 415 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăçал мĕнле тĕллевсемпе-ĕмĕтсемпе ĕçлес туртăмлă хуçалăх; Кĕрхи культурăсене 49 гектар çинче акса хăварнă, вĕсенчен 20 центнертан кая мар тухăç илесшĕн. 502 гектар çинчи çуртрисем вара 26 центнертан кая мар тухăç памалла. Çĕнĕ сортсемпе, вăрлăхсемпе ĕçлесси мал туртăмлă. Выльăх-чĕрлĕхе апат-çимĕçпе тивĕçтермешкĕн 458 гектар çинчен пухса илмелли культурăсем акса-лартса хăвараççĕ. Паянхи куна çуртри вăрлăхĕсен 81 проценчĕ кондициллĕ. Çур акине хутшăнакан техникăна хатĕрлесси вара уксахласа пырать.

Выльăх-чĕрлĕх йышне иртнĕ çулхи шайрах сыхласа хăварассишĕн хуçалăх, майсем пулсан ÿстересшĕн те. Хĕл валли 643 тонна типĕ утă, 2100 тонна силос, ытти апат-çимĕç çителĕклĕ янтăласан отрасле аталантарма çул уçăлмаллах. Кашни ĕнерен 3500 килограмран кая мар сĕт суса илме, самăртакан ĕне выльăхсене 650 грамм, сыснасене 400 грамм чикĕллĕ шайра тытса тăма палăртни, çак тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли уçăмлăхсене куç умне кăларни ырă туртăм, анчах пурнăçа кĕртесси;

Тĕрлĕ продукци туса илсе тата сутса хуçалăх кăçал 2 миллион ытла тенкĕлĕх таса тупăш илме тĕллев лартнă. Производствă рентабеллĕхне 29,9 процента çитермешкĕн палăртнă задача та пĕтĕм коллектив çине тăрса вăй хумасан пурнăçа кĕресси иккĕленÿллĕ. Çавăнпа та хуçалăхри кашни ĕçченĕн хăйĕн яваплăхне туйса тăмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Г. Никитин Чапаев яч. хис. хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçне-хĕлне, уйрăмах ÿсен-тăран туса илес енĕпе япăх тесе палăртмарĕ. Анчах та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльте вара малалла туртăнмалли пурах. Çĕршывăн наци проектне пурнăçа кĕртессипе те çине тăрса ĕçлемелле.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика