Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем палăрнă

27 февраля 2006 г.

 

Самана улшăнса пыни пирĕн пурнăç çине те хăйне евĕр витĕм кÿрет. Паян çĕнĕлĕхсене алла илсе мал ĕмĕтпе пурăнмасан инçех каяймастăн. Аталану çулĕпе утасси вара çамрăксенчен нумай килет. Вĕсене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Вĕсен пĕлĕвне анлăлатма, тавракурăмне ÿстерме сахал мар мероприятисем ирттереççĕ. Акă, иртнĕ эрнере «Çĕнĕ технологисен тĕнчи» ятпа районта «Excelsior» конференци-фестиваль иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: вĕренекенсен пултарулăхне тата активлăхне ÿстересси, вĕсене наукăпа техникăн, культурăн тĕпчев, шырав ĕçĕсене хăнăхтарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртса вĕсене хавхалантарасси т. ыт. те.

Конференцие район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ ирттерчĕ. Унта хутшăннисем ятарлă комиссие хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Эксперт канашĕсем (комиссисем) кашни ĕçĕн пĕлтерĕшĕпе лартнă ыйтăвăн çĕнĕлĕхĕсене, ăна мĕнле çутатса панине, ĕçĕн пĕтĕмĕшле шайне шута илнĕ* чи лайăх ĕçсене палăртнă. Унта хутшăннисене район пуçлăхĕ Ю.А.  Иванов, унăн çумĕ А.Н. Иванов саламланă.

Конференцие хутшăннисем наукăн тĕрлĕ çул-йĕрĕпе 4 секцие пайланса ĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче: «Обществăпа гуманитари наукисем»,  «Естествăпа техника наукисем», «Тăван çĕршыв», тата «Пултарулăх».

Çакна палăртма кăмăллă: конференцие 14 шкултан 61 вĕренекен хутшăннă. Вĕсенчен кашниех пултарулăхпа тата пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан унта хутшăнакансен йышĕ самаях ÿснĕ.

Конкурс итогĕсемпе кашни секцирех çĕнтерÿçĕсене палăртнă. «Пултарулăх» секцире Турайри вăтам шкулти «Пĕчĕк фея» ĕçĕпе Ольга Ефимова çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çатракассинчи вăтам шкулти Ирина Васильева, Муркашри вăтам шкулти Татьяна Суранова виççĕмĕш пулнă.

«Тăван çĕршыв» секцире хăйĕн пултарулăхĕпе лицейри Мария Иванова палăрнă, Орининти вăтам шкулти Екатерина Ершовăпа Очăкассинчи тĕп шкулти Константин Степанов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

«Обществăпа гуманитари науки» секцинче чи пултарулли Муркаш лицейĕнчи Олеся Курбанова пулнă. Йÿçкассинчи вăтам шкулти Лариса Григорьева – иккĕмĕш, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти Анастасия Храмова виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Пуринчен те нумайрах вара ачасем «Естествăлла техника наукисем» секцие хутшăннă, çавăнпа ĕнтĕ кунта мала тухакансем те ытларах пулнă. Пĕрремĕш вырăна Муркаш лицейĕнчи Дина Костина тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти Галина Вахрушева пайланă. Иккĕмĕш вырăнта - Юнкăри вăтам шкулти Мария Ермакова тата Муркашри вăтам шкулти Николай Андреев. Калайкассинчи вăтам шкулти Марина Сергеева тата Москакассинчи вăтам шкулти Анна Малькова виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн дипломĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă, ыттисене свидетельствăсем панă. Районти çĕнтерÿçĕсем конференцин округри турне хутшăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика