Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене савăнăç парнелет

27 февраля 2006 г.

 

Районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ «2006 çулхи чи лайăх класс ертÿçи» конкурс ирттерет. Унта районти тĕрлĕ шкулсенчи класс ертÿçисем хутшăнма кăмăл тунă: паян эпир сире вĕсенчен тепринпе паллаштарасшăн.

И.М. Михайлова Турайри вăтам шкулта ачасене ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентет. Ирина Михайловна 1982 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетне пĕтернĕ, пĕрремĕш категориллĕ учитель пулса 10 çул ытла тăрăшать.

Кăçал  И.М. Михайлова класс ертÿçи пулса ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитет. Ачасене тата хăйĕн ĕçне юратни, умри тĕллевсене пĕлсе тăни, ăна ку  енĕпе те ÿсĕмсем тума май параççĕ.

Кашни ача тарăн пĕлÿ илсе, анлă тавракурăмлă пулса пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тухма пултартăр тесе тăрăшать Ирина Михайловна. Çирĕм çул хушшинче хăй ертсе­ ­пыракан класс ачисемпе уроксем хыççăн мĕнле кăна мероприяти ирттермен-ши! Çакă вĕренекенсене савăнăç парнеленипе пĕрлех вĕсен активлăхне, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ÿстерме, аталантарма пулăшнă-çке. Ачасем хăйсем те шкулта ирттернĕ интереслĕ, хаваслă вăхăтсене чылайччен асра тытаççĕ.

Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени те тĕрĕс воспитани парас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна лайăх ăнланать Ирина Михайловна. Пĕр тĕллевпе, пĕр-пĕрне ăнланса тимлени ăнăçусем тума май парать.

Ачасен ÿсĕмне шута илсе йĕркелеççĕ класс тулашĕнчи мероприятисене. Кăçал И.М. Михайлова - 8 класс ертÿçи, унта 16 вĕренекен ăс пухаççĕ. Шкулта воспитанин тĕрлĕ программисемпе  тăрăшаççĕ. Вĕсен шутĕнче: «Сывлăх», «Çынсемпе хутшăнассин культури», «Вĕренÿ», «Манăн тăван ен», «Пушă вăхăт», «Пурнăç йĕрки». Классри ачасен девизĕ - «Сывлăхлă пулни питĕ аван». Спортпа туслашнипех ĕнтĕ вĕренекенсем ку енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. 2004 çулта «Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет» ятпа ирттернĕ шкулти ăмăртура ку класс 1 вырăн йышăннă. Хĕллехи полиатлон енĕпе те пултаруллисем палăрнă: Л. Краснова, Н. Иванова, Л. Королева, арçын ачасен хушшинче С. Быркин тата В. Михайлов. 2005 çулта та 1 вырăна çак класах çĕнсе илнĕ. Хĕрачасем вара пĕлтĕр шкулти волейбол ăмăртăвĕнче 2 вырăн йышăннă.

Ачасем хăйсене коллективра тытма хăнăхчăр, çирĕп кăмăллă, культурăллă пулччăр тесе те нумай тăрăшать Ирина Михайловна. Çак тĕллевпе класс сехечĕсем, тренингсемпе калаçусем, тĕрлĕрен вăйăсем ирттерет, 2005 çулхи декабрь уйăхĕнче кунта «Чи лайăх культурăллă класс» акци ирттернĕччĕ. 8 класра вĕренекенсем хăйсене пур енĕпе те лайăххине кăна кăтартнă тата «2005 çулхи чи культурăллă класс» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Паллах, тăрăшмасăр, кунран- кун çак ĕçе пурнăçламасăр пулма пултарайман çитĕнÿ.

И.М. Михайлова - пурнăçпа тан пыракан педагог, хăйĕн професси ăсталăхне те ÿстерсе пырать, малта пыракансен опытне те алла илет. 2005 çулта вăл районти ют çĕршыв чĕлхин учителĕсем умĕнче Турай шкулĕнче методика пĕрлешĕвĕн занятийĕнче уçă уроксем ирттернĕ, унта хутшăннисем педагогăн ĕçне лайăх хак панă. Шкул ачисем вара (7 кл.) çав учительсем умĕнче «Кĕлпике» спектакле акăлчан чĕлхипе лартса панă, нимĕç чĕлхипе те вырăс юмахĕсене («Красная шапочка», «Три поросенка») кăтартнă.

Ачасене патриотизмла воспитани парасси, тăван ене юратма, упрама хăнăхтарасси, тĕрлĕ ĕçсене вĕрентесси те кунта малти вырăнта тăрать. «Çамрăк эколог» конкурсра 2004 çулта Н. Иванова 1 вырăн йышăннă. А. Васильева 2004 çулта «Юные дарования» конкурсра 3 вырăна тивĕçнĕ. Кун пек тĕслĕхсем татах та нумай илсе кăтартма пулать. Акă, Э. Смирнов йывăçран эрешлесе касса тĕрлĕ изделисем тăвассипе районти выставкăра 2 вырăн йышăннă. А. Хрисанов 1 вырăна йышăнса Муркашри çамрăк техниксен станцийĕн  Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

С. Быркин спорт радиопеленгацийĕ енĕпе районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнса çамрăк техниксен станцийĕн,  ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин  Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă, вăл - 2005 çулхи республика чемпионĕ.

Ача-пăчасен  «Алые паруса» организацийĕ республикăри конкурсра 3 вырăн йышăннинче И. Михайлова ертсе пыракан класра вĕренекенсен тÿпи те пур.

Ачасем уроксем хыççăн пушă вăхăтра тĕлли-паллисĕр çапкаланса ан çÿреччĕр, тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесен вĕсене уăсллă, интереслĕ мероприятисене явăçтармалла. Ку тĕлĕшпе вара Турайри вăтам шкулта «Пушă вăхăт» ятлă программа ĕçлет. Вăл ачасене пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма, пулăшма, коллектива пĕтĕçтерме май парать. Вĕренекенсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйсен активлăхне ÿстереççĕ. 2005 çулхи октябрь уйăхĕнче иртнĕ КВНра 8 классем 1 вырăн çĕнсе илнĕ.

Ирина Михайловна вуншар çул ĕçлесе ачасене ют чĕлхесене юратма вĕрентни сая кайман. Унăн выпускникĕсем: С. Корнилова, В. Иванова (Анаткасси ялĕнчен) педуниверситетăн ют çĕршыв чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухнă, ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра куçаруçăсен факультетĕнче 5 курсра Т. Андреева вĕренет (Анаткассинчен). Вăл акăлчан, нимĕç чĕлхисене лайăхрах пĕлес тĕллевпе Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче çуллахи вăхăтра практикăра та пулнă.

Çакна та палăртса хăвармалла. Турайри вăтам шкулта педагогсен туслă коллективĕ ĕçлет. Ирина Михайловнăна та тĕрлĕ мероприятисем ирттерме шкул администрацийĕ, ĕçтешĕсем, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.П. Григорьева тата Р.Т. Ершова (вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ) нумай пулăшаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ. Пĕрлĕхре чăннипех пысăк вăй. Пуласлăхшăн вăй хунă çĕрте вара вак-тĕвек ĕç çук. Паянхи çамрăксен ыран пире улăштармалла. Çакна тĕпе хурса тимлеççĕ паян Турай шкулĕнчи учительсем, çав шутрах И.М.  Михайлова та.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика