Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышĕнче

27 февраля 2006 г.

 

Раççей ял хуçалăх академийĕн Пĕтĕм Раççейри А.А. Никонов ячĕллĕ аграри ыйтăвĕсен тата информатика институчĕ Раççей аграри фончĕпе пĕрле 2002-2004 çулсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейре ял хуçалăх продукчĕ туса илекен пысăк предприятисен пĕтĕмĕшле экономикăпа отрасль рейтингне пичетлесе кăларнă. Çав никĕс çинче «Агро-300» клуб мала тухнисен списокне хатĕрленĕ, çавăн пекех тĕш-тырă, хĕвел çаврăнăш, сахăр кăшманĕн, çĕр улми, пахча çимĕç тухăçне, ĕне выльăх ашĕпе сысна ашĕ, чăх ашĕ, çăмарта, сĕт мĕн чухлĕ туса илнине палăртнă.

Çав списокра Чăваш Ен предприятисенчен нумайăшĕ кĕнĕ. Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлерĕ» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ, «Ольдеевская» Агрофирма» акционерсен хупă пĕрлĕхĕ пысăк тата тупăшлă 300 ял хуçалăх предприяти шутне кĕнĕ, рейтингра 243 тата 247 вырăнсене йышăннă. Унсăр пуçне «Чăваш бройлерĕ» Раççейре чăх ашĕ туса илекен чи пысăк тата тупăшлă ĕçлекен предприятисен хушшинче 41 йĕрке йышăнать («Чăх ашĕ - 55» клуб 2002-2004 çулсем). Çĕр улми туса илекен чи пысăк тата тупăшлă хуçалăхсен хушшинче Муркаш районĕнчи «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕ, Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми 39 тата 84-мĕш вырăнсенче, 100 хуçалăх хушшинче рейтинга çĕр улми тухăçĕ енĕпе республикăн 6 ял хуçалăх предприятийĕ - Вăрнар районĕнчи «Янгорчино», Комсомльски районĕнчи «Рассвет», «Слава», Патăрьел районĕнчи «Батыревский», «Малалла», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем кĕнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика