27 февраля 2006 г.
Сыхланакана турă та сыхлать, теççĕ халăхра. Пурне те паллă ĕнтĕ, çул-йĕр çинчи инкек-синкексем ялан тенĕ пекех тимсĕрлĕхе, çул-йĕр правилисене пăхăнманнине, руль умне ÿсĕрле ларнине пула пулаççĕ.
Акă, январĕн 1-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Валерий Романов, 1984 çулта çуралнă, Шупашкар районĕнчи Атăл ялĕнче пурăнаканскер, руль умне ÿсĕр пуçпа ларса Шомик ялĕнчи çуран утакан икĕ хĕрарăма таптаса каять. Хăй вара тепĕр икĕ кунтан килĕнче çакăнса вилет.
Январĕн 9-мĕшĕнче 21 сехет иртсен Оринин çулĕ çинче 1984 çулта çуралнă В. Колбасов, Сентимĕр ялĕнче пурăнаканскер, ВАЗ-2109 автомашинăпа çуран утакан виçĕ çынна таптаса каять, вĕсем пурте аманнине пула больницăна лекеççĕ.
Январĕн 24-мĕшĕнче Кăпас ялĕнчи С. Иванов бортлă автомашинин кабинине икĕ хĕрарăма лартса каять. Ялтан тухнă чухне темле сăлтава пула пăрлак çул çинчех тормоза пусать те автомашинăна çавăрса çапать. Çак инкеке пула икĕ хĕрарăмĕ те аманнипе больницăна лекеççĕ. Водительне хăйне, телее, нимĕн те пулмасть.
2006 çулхи январь уйăхĕнче 6 авари пулчĕ, вĕсенче 10 çын аманчĕ. Пĕчĕк аварисем вунпĕр пулчĕç. 31 кун хушшинче пĕтĕмпе 17 авари пулса иртрĕ, 6 аваринчен 4-шĕнче çынсене таптанă, 7 çын больницăна лекнĕ.
Çавăнпа та тепĕр хут пурне те-водительсене, те çуран çÿрекенсене те асăрхаттарса хăварас килет: çул çинче яланах тимлĕ, асăрхануллă пулăр, инкекрен сыхланăр. Çывхарса килекен автомашина умĕнчен çул урлă нихăçан та чупса ан каçăр, ыттисене те, хăвăр ачăрсене те çул-йĕр правилисене вĕрентĕр. Сивĕ çанталăка пула ачасем çул-йĕр çинче хăйсене мĕнле тытмаллине манса каяççĕ.
Водительсен те çул-йĕр çинче çав тери асăрхануллă пулмалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Çул-йĕр правилисен кашни сăмахне юнпа çырнă»,- тесе.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"