Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕвĕпе ăсталăхне туптаççĕ

27 февраля 2006 г.

 

Çак кунсенче Москакассинчи вăтам шкулта наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем 4 секцие пайланса ĕçлерĕç: «Тăван Ен», обществăлла гуманитари, естествăпа математика тата художество наукисем темăсемпе.

Хăйне сума сăвакан, хисеплекен çын хăйĕн несĕлĕ çинчен çичĕ сыпăк таран пĕлме тивĕçлĕ. Çакна шута илсе эпĕ те кукамайпа асанне патне кайса хамăрăн ăру çинчен ыйтса пĕлтĕм.

«Тăван Ен» секцинче эпĕ «Манăн çемье» ĕçе хÿтĕлесе виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕм. 11 класра вĕренекен Снежанăпа 10 класра ăс пухакан Катя  Захарова хамăр ентеш А. Петокки пурнăçĕпе пултарулăхне анлăн, сăнласа пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Ку ĕçе Марина Соколова, Марина Самойлова, Александра Капустина, Наталья Ялугина хастар хутшăнчĕç.

Çавăн пекех эпĕ хамăн пĕлĕве обществăлла гуманитари наукинче те тĕрĕслерĕм. ЧР суту-илÿ системине тĕпченĕ манăн ĕçе пĕрремĕш вырăн парса хакларĕ. Иккĕмĕш вырăна А. Капустина тивĕçрĕ, вăл та икĕ секци ĕçне хутшăнчĕ. Виççĕмĕш вырăна 11 класри Ольга Андреева тата 9 класри Геннадий Скворцов пайларĕç.

Çав конференцире ачасем хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç. Естествăлла математика наукин секцийĕнче 1 вырăна - А. Малькова, 2 вырăна - Д. Парандеев, 3 вырăна - Н. Звонкова тивĕçрĕç. Унта В. Баранов, Н. Соловьев, И. Парандеева та хастар хутшăнчĕç.

Ал-ĕç ăстисем хăйсене художество наукинче кăтартрĕç. Ю. Егоров, Д. Ребриков ăсталанă сĕтеле пурте мухтарĕç, ку ĕçшĕн вĕсем 1 вырăн çĕнсе илчĕç. 6 класри О. Осипова та городец эрешĕпе илемлетнĕ альбомпа 2 вырăн йышăнчĕ.

Конференцире ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартнипе пĕрлех аудитори умĕнче ĕçлеме пултарнине те палăртрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика