Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăх шанчăкĕ пур

27 февраля 2006 г.

 

Тойкилтĕри вăтам шкулта ачасен ăс-тăнне кăна мар, вĕсен тавра-курăмне аталантарас енĕпе те нумай мероприятисем ирттереççĕ.

Акă, нумаях пулмасть кунта  «Çăлтăрлă çумăр» конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: ачасен ăс-хакăлне, пултарулăхне, тавра-курăмне, сăмах ăсталăхне аталантарасси, тăван тавралăха, çут çанталăка юратма, упрама вĕрентесси.

Конкурса кашни класра вĕренекенсем уйрăм программăсем хатĕрленĕ: пĕрисем шÿтлĕ вăйăсем, теприсем юрăсем шăрантарчĕç,  виççĕмĕшĕсем ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç.

Пĕрремĕш класра вĕренекенсем автан костюмĕпе ташларĕç, тумне те хăйсем ăсталанă. Çитменнине тата вĕсем акăлчан чĕлхипе юрласа ташлани вара пурне те савăнтарчĕ. Иккĕмĕш класри А. Иосифовăпа  Т. Иванова, виççĕмĕш класри С. Николевăпа Н. Порфьирева уçă сассисемпе юррисене питĕ илемлĕн шăрантарчĕç. 4 класра вĕренекенсем ачасене çул çинче асăрхануллă пулмаллине вĕрентсе юрларĕç, вăйă евĕр кăтартрĕç.

Аслăрах классенчи ачасем те тĕрлĕ енлĕ пултаруллă иккен. 5 класра вĕренкенсем тĕрлĕрен чĕр чунсен тыткаларăшне, вĕсемпе мĕнле пулмаллине выляса кăтартрĕç. Кунта ăмăрткайăкĕ те, хаяр кушакĕ те, сысна çури те т. ыт. те пулчĕç.

Н. Николаева тата  К. Петрова (6 класс) илемлĕ костюмсемпе арабсен ташшине ташларĕç, хĕвел тухăç çыннин, Пьер  Нарцисăн, юрри-ташшине пултараççĕ иккен вĕсем.  Çĕнĕ чăваш карчăкĕсем (А. Герасимовпа  С. Иванов) ятарлă костюмсемпе хăйсем хайланă шÿтсене питĕ кулăшла вылярĕç.

Ытти классенче те юрлама-ташлама юратакан пултаруллă çамрăксем сахал мар. Акă М. Михайлова (7 класс), К. Тодинова, А. Евстафьев, Е. Димитриева  сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тыткалаççĕ. 9 класри яшсем вара «Çăлтăрсен фабрикине» аса илтереççĕ. А. Железнов, Л. Яковлев, С. Григорьев, К. Павлов, Л. Иванова (10 класс) илемлĕ юррисемпе тĕлĕнтерчĕç.

Чăн та, ачасем уроксенче кăна мар, çакăн пек мероприятисенче те хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне лайăх аталантараççĕ. «Çăлтăрлă çумăр» конкурс пурне те килĕшрĕ, унта хутшăннисене парнесемпе хавхалантартăмăр. Паянхи çамрăк ăру чăннипех пирĕн пуласлăх шанчăкĕ, вĕсен чун аталанăвĕ ачасене усал ĕçе ямĕ. Çак пуласлăх çумăрĕ малашне те çусах тăтăр, çамрăк хунавсем ешерсе аталанччăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика