Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Съезда - йĕлтĕрпе

27 февраля 2006 г.

 

1936 çулхи февраль уйăхĕнче Горький крайĕнчи колхозник-ударниксен пиллĕкĕмĕш съезчĕ пулнă.  Чăваш  АССР çак  крайĕн составне (1929 - 1936 ç.ç.) кĕнĕ май, унăн ĕçне республикăран тăватçĕре яхăн, пирĕн  Тутаркас (халĕ Муркаш) районĕнчен 29 делегат хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - «Восток» колхозри  Мулкачкасси  ялĕнчи  Анастасия  Лукиановна  Лепешкина (Смелова) та.

Крайри партипе ĕç тăвакан комитечĕсем физкультурăна ял çыннисем хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе çак съезда мĕнпур районĕсенчен йĕлтĕрпе килессине йĕркелеме йышăннă. Инçе çула тухас умĕн Тутаркассине крайком представителĕ Правдин, райĕçтăвком председателĕ Никитин саламланă.

Тулта шартлама сивĕ пулсан та, пирĕн район делегацийĕ йĕлтĕр çине тăрса  Етĕрне  хулине тĕрĕс-тĕкел çитнĕ.

  Февралĕн 5-мĕшĕнче Тăван республикăри ытти районсенчи делегатсемпе  Горькине йĕлтĕрпе çул тытнă.

Колхозник-ударниксен съездĕнче совнарком председателĕ М. И.  Калинин доклад тунă. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илес енĕпе ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем, çавăн пекех сывлăха сыхлас, халăх хушшинче физкультурăна аталантарас пирки те сăмах каланă вăл.

Унăн тĕллевлĕ те витĕмлĕ сăмахĕсемпе хавхаланса, Тăван республикăри ял ĕçченĕсем хастар ĕçе кÿлĕннĕ, тепĕр çулне тыр-пул туса илессипе РСФСРти облаçсемпе крайсем тата республикăсем  хушшинчи ăмăртура 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

А. Л.  Смелова мĕн çамрăкла тытăнса тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван «Восток» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче ырми-канми вăй хунă.  Ял-йышра пысăк хисепре пулнă. Икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Асли - Анатолий  Мефодьевич - çак хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ. Тăрăшуллăскер ака-суха тунă, тыр-пул пухса кĕртнĕ. Чăннипех çĕр ĕçченĕ пулнă.

Кĕçĕнни - Юрий  Мефодьевич -  «Восток» хуçалăхра, паянхи кун «Оринино» хуçалăхра тĕп инженерта вăй хурать. Ывăлĕсене  Анастасия  Лукиановна ĕçченлĕхе вĕрентнĕ.

Ю. М.  Смелов тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, хăйне шанса панă ĕçре тÿр кăмăлпа, ответлăха туйса вăй хурать.

А . Л.  Смелова вара пирĕн ретре çук ĕнтĕ. Апла пулин те, унăн ырă сăнарĕ  ял-йышра упранĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика