Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлăнăç çулĕсене тăтăш шырамалла

27 февраля 2006 г.

 

Çак шухăш «Герой» хуçалăхĕн 2005 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе тата малашлăха  пăхса ирттернĕ пĕрлехи пухăвĕн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. «Каялла суха пуç çине куçас марччĕ».  РФ  Президенчĕ  В. Путин пĕлтĕр палăртнă наци проекчĕсенче ял хуçалăхĕ те пурри çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине çĕршыв пăхма пуçланине кăтартакан пĕрремĕш утăм. Çав утăмран юлмасан, аталанăвăн çĕнĕ юхăмне хамăр патăмăра çитересси куç умĕнче.  Ăна валли пирĕн çĕнĕлле, çĕнĕ технологисемпе ĕçлемелле», - терĕ  хăйĕн сăмахĕнче ял  хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи  Ростислав   Николаевич  Тимофеев  иртнĕ çулхи ĕçсене пăхса тухнă чух. «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ аталану çулĕнчен юлманни пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май та курăнчĕ.

Мĕнле вĕçлерĕç-ха Шурчасем 2005 çула; Тупăшлă. Пĕр миллион та 706 пин тенкĕ таса тупăш виçĕм çулхинчен 500 пин тенкĕне яхăн пысăкрах пулин те, хуçалăх ĕçченĕсем пухура хăйсем ытларах та тума пултарни пирки тата çакна  валли мĕн тумаллине сÿтсе яврĕç.

Пĕлтĕр хуçалăх ампар виçипе 1477 тонна (2004 çулхинчен 136 тонна ытларах) тĕштырă, малтанхи çулхинчен 16 гектар сахалрах лартнине пăхмасăрах агротехникăна пăхăнса ĕçленĕрен 214 тонна ытларах çĕр улми туса илме пултарнă. Çакна валли тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене гектар пуçне вăтамран 23,4 центнер, «иккĕмĕш çăкăра» 106,7 центнер пухса кĕртнĕ.

Ÿсен-тăран продукцийĕ туса илнĕ май хуçалăх обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕрлехи вăйпа хуçалăх ĕçченĕсем хĕле валлим 455 тонна утă, 2110 тонна силос, 410 тонна улăм, 409 тонна выльăх кăшманĕ, 188 тонна вĕтĕ çĕр улми янтăланă - кашни условнăй выльăх пуçне 21,9 центнер апат единици. "Мĕн пуррипе пурăнас пулать. Анчах выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра технологисене пăхăнман тата ĕç дисциплинине пăснă тĕслĕхсем пулнăран выльăх апачĕн пахалăхĕ чакрĕ. Начар силоспа япăх утă çитерсе выльăхран ытларах продукци илесси иккĕленÿллĕ. Ку вăл вăхăта алă усса ларса ирттересрен пăрăнса ĕçлени çеç пулать. Малашлăха пăхса пурăнас пулсан, çак йĕркерен сивĕнмелле пулать», - терĕ ĕç пахалăхĕ çинче чарăннă май Р. Тимофеев. Хуçалăхра пĕлтĕр сĕт сăвасси тата мăйракаллă шултра выльăхсен ашне туса илесси чакнинче асăннă çителĕксĕрлĕхĕн тÿпи те пур ĕнтĕ.

Шăпах çулталăк каялла хуçалăх сыснасене типĕлле тăрантарас технлолги çине куçрĕ. Çĕнни çитĕнÿсем парать, тени кунта куç кĕретех. 2004 çулта талăкра вăтаран 343 грамм ÿт хушнă самăртма хупнă сыснасем пĕлтĕр талăксерен 653-шер грамм йывăрланса пынă. Ÿстермелли ушкăнра кăтарту 206 граммран 424 грама, çурасем патĕнче 88 грамран 167 грама çитнĕ. Ак çĕнĕлĕх çулĕпе кайнăран пĕлтĕр сыснасен кĕтĕвĕ кăштах сахалланнине пăхмасăрах сысна ашĕ туса илесси 8 тонна та 700 килограмм хушăннă.

Çакнашкал ĕçлесе иртнĕ çул «Герой» хуçалăх пурĕ 717 тонна сĕт, 113 тонна аш-какай, 700 килограмм сурăх çăмĕ туса илнĕ.

Килте кунсерен пĕрер пăта çапмасан, кил-çурт юхăнать теççĕ. Шурчасем вара çав юхăну çулĕ çине  çаврăнса та пăхмаççĕ, строительство ĕçĕсен уттине чакармаççĕ. Акă, пĕлтĕр хуçалăх вăйĕпех КЗСра склад çивиттине улăштарчĕç, напольнăй сушилкăна газпа ĕçлемелле тăвас ĕçе пурнăçларĕç, 3-мĕш уй-хир  бригадин йĕтемне юсаса çирăплетрĕç, сысна сарайĕнче дробилка сарайне сÿтсе çĕнĕрен турĕç, тырă авăртма дробилка вырнаçтарчĕç. Кусемпе пĕрлех сысна тата ĕне сарайĕсенче чÿрече рамисене тĕпрен юсаса улăштарни паян выльăхсене ăшă çеç кÿрет. Пĕчĕк пăрусен сарайне газпа ăшăтмалла туни те строительсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç. Строительство тĕлĕшпе пăхсан, пĕлтĕр сысна ферминче палăртнă çĕнĕ сарая çеç туса пĕтерсе хута ярайман. Пурнăçланă асăннă ĕçсем кашниех хуçалăх экономикине малалла кайма çул уçаççĕ, çĕнĕ тĕллевсем çуратаççĕ. Тĕллевсем вара пур.

«Герой» хуçалăх 2006 çулта ÿсен-тăран отраслĕнче çурхи тулăн пысăк  клейковинăллă «ирень» сортне, çĕр улмин ир пулакан сорчĕсене пысăк çул парасшăн. Хуçалăх паркне çĕнетме çĕр хатĕрлекен АКМ-4 агрегета, вырма валли «Дон-1500» комбайна, «Карпатец» погрузчика илме палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăратлăха тата продуктивлăха тытса пыма сыснасен  Эстони ăрăчĕн 5 аçине,  Белоруçран 50 тынашка туянма пăхнă. Çак тĕллевсемпе çанă тавăрса ĕçлесе  Шурчасем наци проекчĕпе пăхнă пулăшусемпе та анлăн усă курас шутлă.

Тĕллевсене пурнăçа кĕртме строительство ĕçĕсене чарса лартманни те пулăшмалла. Ку ĕçсем вара   Шурчасен планĕнче пĕчĕк  мар: сысна ферминчи çĕнĕ сарая хута ямалла, йĕтем çумĕнчи тырă тăкмалли лаптăка пĕлтĕр вак çул сарнăскерне асфальтламалла, сысна ферминчи амасен сарайне хутса ăшăтмалла тумалла, иртнĕ çул тума пуçланă тырă хранилищине хута ямалла, ĕне ферминче пĕчĕк пăрусен сарайĕнче ăшă шыва автопоилкăпа ĕçтермелле тумалла тата  сарайне хутса ăшăтма пуçламалла, пушмак пăрусемпе вăкăрсен сарайĕнче чÿречесене улăштармалла тата тислĕке ĕне ферминчи пек хире кăларассине йĕркелемелле.

Çапла, ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле йывăрлăхсене пăхмасăрах   Шурчасем пурнăç уттинчен юлмасăрах шав малалла утаççĕ. Çак пухурах вĕсем хальлĕхе ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх аталанăвĕшĕн кашнин ответлăхне ÿстерме çĕнĕрен «колхоза» кĕрес ĕçе пуçарчĕç. Çапла, çапла, çĕнĕрен пĕрлехи хуçалăха. Ку вара урăх калаçу. Пухура сăнав канашĕ отчет туса парайманран çĕнĕ ушкăнне суйласа 2005 çул ĕçĕсене тишкерме хушса хăварчĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика