Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренĕр, ăс пухăр

27 февраля 2006 г.

 

Агропромышленнность комплексĕнчи ертсе пыракан кадрсемпе специалистсен квалификацине ÿстерекен тата вĕсене хатĕрлекен  Чăваш  патшалăх  институчĕ  професси хатĕрленĕвĕн  «Менеджмент»,  «Бухгалтер учечĕпе аудит» программăсемпе хăйсен професссин ăсталăхне ÿстерме кăмăл тăвакансене чĕнет.

Курссенче вĕренме агропромышленность комплесĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен, продукци тирпейлесе хатĕрлекен тата ытти предприятисен ертÿçисемпе вăтам звенори тата ытти специалистсене (аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ пулсан) йыхравлаççĕ.

Занятисем куçăмлă тата куçăмсăр формăпа 11 уйăха, çав шутра производствăран уйрăлса 4,5 уйăха пыраççĕ.

Занятисем февралĕн 6-мĕшĕнче 12 сехетре пуçланаççĕ, вĕрентÿшĕн 1100 тенкĕ тÿлемелле, кăмăл тăвакансене йĕркеллĕ общежитине (талăкра 50 тенкĕ тÿлемелле) пурăнма вырнаçтараççĕ.

Тĕплĕнрех  Шупашкар хулинчи  Пирогов урамĕнчи 16-мĕш çурта (8352) 45-15-95, 45-15-89 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика