Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн Хисеп грамотине памалли йĕрке

27 февраля 2006 г.

 

Районта кашни отрасльтех хăйсен ĕçне чунтан парăннă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан специалистсем, пултаруллă та хастар çынсем сахал мар. Вĕсем, паллах, мухтава, ырă сăмахсене тивĕçлĕ.

РФ  Ĕç кодексĕн 191 статйинче çапла каланă: «Ĕç паракан хăйсен  тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене хавхалантарать (тав тăвать, преми е хаклă парне, Хисеп грамоти парать, «професси тĕлĕшĕнчи чи лайăххи» хисеплĕ ята илме тăратать.

Хастар ĕçшĕн хавхалантармалли ытти енсене коллективлă договорта е организацин шалти ĕç йĕркин правилисенче, çавăн пекех дисциплина çинчен калакан уставсемпе положенисенче палăртаççĕ. Патшалăх тата общество умĕнче ĕçре уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисене илме тăратма пултараççĕ».

Ĕçлекен çынна хавхалантармалли никĕс вăл - унăн тÿрĕ кăмăллă, эффективлă ĕçĕ, урăхла каласан, ĕçри тивĕçĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçлани, ĕç тухăçлăхне ÿстерни, продукци пахалăхне лайăхлатни, пĕр вырăнта нумай çулсем хушши вăй хуни тата ытти ÿсĕмсем туни.

Кун пек пуçаруллă çынна хавхалантарма ĕç паракан пĕр харăсах темиçе мелпе усă курма пултарать, сăмахран, ăна Тав çырăвĕпе укçан преми  е   Хисеп грамотипе хаклă парне парать.

Раççей  Федерацийĕн тата Чăваш  Республикин патшалăх наградисене илме тăратичччен граждансене вырăнти самоуправлени органĕсем награда пани те вырăнлă.

Район администрацийĕн  Хисеп грамотипе наградăлас ĕçе лайăхлатса пырас тата унăн статусне ÿстерес тĕллевпе район пуçлăхĕ 2006 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче 14 № йышăнăвĕпе Муркаш район администрацийĕн   Хисеп  грамоти çинчен  Положени çирĕплетнĕ.

Унта çакна палăртнă: район администрацийĕн Хисеп  грамотипе наградăлани мораль тĕлĕшĕнчен  хавхалантармалли чи паха меслетсенчен пĕри, вăл граждансен ĕçри тата обществăри активлăхне ÿстерме пулăшмалла.

2005  çулта район администрацине  Хисеп грамотине илме 195 çын валли представлени тăратнă, вĕсенчен 5-шне тĕрлĕ сăлтавсене пула çак наградăна парассинчен сирнĕ. 190 çынна район  администрацийĕн  Хисеп грамотине парса чысланă.

Район администрацийĕн  Хисеп грамотине илнисенчен ытларахăшĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем - 50 çын  (26 процент), педагогсем - 42  (22 процент)* Муркашри тĕп больница  (17 çынна), строительство организацийĕсем  (12 çынна), ял администрацийĕсем   (12 çынна), ЖКХ учрежденийĕсем  (8 çынна), почтамт (7 çынна) хăйсен ĕçченĕсене  лайăх  хавхалантарнă.

Пирĕн пата тăратнă документсене тишкерни çакна кăтартса парать: нумай чухне характеристикăсене ячĕшĕн кăна çыраççĕ, вĕсенче награда илме тăратнă çын конкретлă мĕнле ĕçпе чапа тухнине палăртмаççĕ. Çавăн пекех ĕç коллективĕсем хавхалантарни пирки те кăтартмаççĕ.

Район администрацийĕн  Хисеп грамотине илме документсем çÿлерех асăннă положенин требованийĕсене тивĕçтермелле. Ĕç паракансен (ертÿçĕсен) район администрацийĕн Хисеп грамотине илме материалсем хатĕрленĕ май:  наградăлакансен кандитатурине суйласа илнĕ чух требованисене ÿстермелле, награда илме материалсене вăхăтра тăратмалла (ăна париччен 14 кун маларах),   Хисеп грамотипе наградăланине граждансене хавхалантармалли тата вĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене хакламалли механизм пек усă курмалла.

Л. Тарасова, район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсемпе, йĕркелÿпе кадрсен тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика