Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти ĕçсемпе паллашрĕç

27 февраля 2006 г.

 

Юлашки çулсенче Муркаш районĕнчи сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Больницăсем, вĕсен уйрăмĕсем çĕнĕ йышши, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованисемпе пуянланчĕç. Çакă вара халăх сывлăхне сыхлас, тĕрлĕ чирсене иртерех тупса палăртса вăхăтра сиплес енĕпе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн района тĕрлĕ отрасльсен ĕçĕпе паллашма ытти çĕршывсенчен, Раççейĕн нумай регионĕсенчен делегацисем килсех тăраççĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, районăн социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллашма  Владимир облаçĕн делегацийĕ килсе кайнăччĕ.

Январĕн 31-мĕшĕнче вара Муркашри тĕп больницăра Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн  (ВОЗ) представителĕсем, республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансер ертÿçисем пулчĕç. Вĕсен хушшинче : ВОЗăн Мускаври офисĕн медицина специалисчĕ,  мененджерĕ В. В.  Тестов,  ВОЗăн  СШАри туберкулезпа чирлессине тĕрĕслесе тăракан центрăн эпидемиологĕ  Эрика Вайтек, республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн тĕп врачĕ Н. А. Григорьева, унăн çумĕсем И. В. Савинова тата  Л. В. Афанасьева пулчĕç.

Вĕсем районта туберкулез чирне малтанхи сроксенче тупса палăртассипе тата сиплессипе, çак чиртен асăрхаттарма профилактика ĕçĕсене мĕнле туса ирттернипе кăсăкланчĕç. Вĕсене Муркашри тĕп больницăн ертÿçисем кĕтсе илчĕç.

Район фтизиатрĕ О. Ю. Попова хăнасене хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ. Туберкулез чирне хирĕç кĕрешме Раççейре, Республикăра ятарлă тĕллевлĕ программăсем йышăннă. Пирĕн районта та çак енпе «Муркаш районĕнче 2005-2007 çулсенче халăха туберкулез чирне хирĕç пулăшу парассине лайăхлатасси» çум  программа ĕçлет. Унсăр пуçне  Чăваш Республикинче  «Халăха туберкулез чирĕнчен сиплессипе тата хÿтĕлессипе пулăшу парасси çинчен» Саккун та йышăннă. Çак енĕпе мĕнле ĕçлени пирки районти комиссинче иртнĕ çулта вĕсене икĕ хут итленĕ. Районăн тĕп врачĕ В. Г. Данилов тата О. Ю. Попова фтизиатр хăнасен нумай ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, фтизиатр кабинетĕнче, Муркаш участокĕн врачĕн А. А. Алексеевăн ĕç пÿлĕмĕнче, лабораторинче, çĕнĕ лабораторинче пулчĕç, оборудовани мĕнле шайра пулнипе, районта мĕнле чирсемпе ытларах чирленипе кăсăкланчĕç.

Калас пулать, çĕнĕ лабораторие (вăл туберкулез чирне тупса палăртас енĕпе кăна ĕçлеме пуçлать) кăçал уçма шутлаççĕ. Унта  Пĕтĕм Тĕнчери аталанупа çĕнетÿ банкĕ урлă 12 пин долларлăх çĕнĕ оборудовани килмелле. Çакна килнĕ хăнасем шантарсах каларĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем районта туберкулез чирĕпе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕрекленипе кăмăллă юлчĕç, кирлĕ сĕнÿсем те пачĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика