Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ

27 февраля 2006 г.

 

Пирĕн районта регион шайĕнчи тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă куракансем сахал мар.   Хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ  4423  çынпа танлашать.

Çĕнĕ 2006 çултан тытăнса республика территорийĕнче çăмăллăхсемпе усă куракан категорисем социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕпе çÿреме пуçларĕç. Февраль уйăхне валли çав билетсене январĕн  20-мĕшĕнче сутма пуçланă. Пĕрлехи çул çÿрев билетне çак уйăха валли 5-мĕш числоччен Муркашри почтамтра тата почта çыхăнăвĕн вырăнти уйрăмĕсенче сутаççĕ.

«Чăваш Республикин  «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» тата «Реабилитациленĕ çынсене, политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсене уйăхсерен укçа тÿлеççĕ : ĕç ветеранĕсене - 160 тенкĕ, тыл  ĕçченĕсене - 400 тенкĕ, реабилитациленĕ çынсене - 1220 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене - 1000 тенкĕ.

Ку тÿлеве тивĕçлисем çав укçана хăйсем суйласа илнĕ тăрăх перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ  е  почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ урлă илеççĕ. Январь уйăхĕшĕн çав  укçана куçарнă ĕнтĕ.  Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсенм парасси çинчен»  46 № Саккунĕпе килĕшÿллĕн пособипе тивĕçтереççĕ.  Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсен виçи ÿсесси пирки хаçатра тĕплĕн пĕлтернĕччĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Январь уйăхĕшĕн пособисене хăш-пĕрисенне малтанхи виçепех куçарнă : Февраль уйăхĕнче вара малтанхи уйăхра тÿлесе çитерейменнине те хушса параççĕ. Çав укçана та ашшĕ-амăшĕсем хăйсем суйласа илнипе перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче е почта çыхăнăвĕ урлă илме пултараççĕ. Почта çыхăнăвĕ урлă илекен пособи илекенсене январь уйăхĕшĕн те çĕнĕ виçепех тÿленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика